Çÿпçе тулли пултăр тесен...
Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне йĕркеленĕренпе 15 çул çитрĕ. Юбилей тееймĕн, çапах малтанхи тапхăра хак памалли меллĕ самант çакă.
Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче - 2000 çулта - ĕçлеме пуçларĕ вăл. ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе ун валли ятарлă çурт тунă, унтах - вĕренÿ корпусĕ, вулав залĕпе библиотека, компьютер класĕ, фонотека, 500 вырăнлă вĕренÿ театрĕ тата хăтлă общежити.
Института уçас тĕлĕшпе тунă пĕрремĕш утăмсем те, малтанхи студентсене савăнăçлă лару-тăрура кĕтсе илни те, пĕрремĕш дипломлă специалистăн йăл кулли те - пурте куç умĕнчех. Хăçантанпа кĕтнĕ çак саманта: республикăна, пире кăна, чăвашсене, кирлĕ кадрсене вырăнтах хатĕрлеме пуçлассине. Малтанхи çулсенче тăватă специальноçпа - библиотековеденипе библиографи, вокал искусстви, инструмент калама вĕренесси тата актер искусстви - вĕренме илчĕç. Вăхăт иртнĕ май социаллă культура тытăмĕн менеджерĕсене те хатĕрлеме пуçларĕç. Пурнăçран юлмалла мар: культурăпа кану учрежденийĕсен умне çивĕч ыйтусем тухса тăраççĕ.
Вĕсене татса пама тарăн пĕлÿллĕ, çĕнĕлле шухăшлакан специалистсем кирлĕ. Республика çак ĕçе йĕркелесе яма пултарчĕ.
Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче институтра ăна уçнăранпа 15 çул çитнĕ май пысăк мероприяти иртĕ. Наци кадрĕн лаççи тунă çитĕнÿсене пĕтĕмлетĕç, тĕллевсене палăртĕç, çитменлĕхсене пĕтерме майсем шырĕç. Эпир, ахаль çынсем, мĕнлерех йышăнатпăр-ха ăна? Кирлĕ, питĕ кирлĕ пире культура, искусство тытăмĕнче аслă пĕлÿллĕ специалистсем. Ялсенчи клубсемпе вулавăшсене илес-тĕк - кам кăна ĕçлемест пулĕ унта: бухгалтер та, сутуçă та, пĕлÿ илменни те. Çак тивĕçе пурнăçлакансен 30 проценчĕ çеç ятарлă пĕлÿллĕ, 23 проценчĕн çеç аслă пĕлÿ пур. Акă асăннă тытăмра кăна тумалли, пурнăçа кĕртмелли ĕç мĕн чухлĕ.
Паян институтра лицензи илнĕ 11 специальноçпа /актер искусстви, вокал искусстви, инструмент калама вĕрентесси, библиотекăпа информаци ĕçĕ-хĕлĕ, социаллă культура ĕçĕ-хĕлĕ, уявсен режиссури, халăхăн ÿнер пултарулăхĕ тата ыт.те/ пĕлÿ параççĕ. 15 çулта 800 ытла çамрăк дипломлă пулнă.
Хальхи вăхăтра институтра вокал енĕпе ăсталăха туптама çамрăксене РФ тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисткисем А.Сергеева-Зинкина, В.Смирнова, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Иванова пулăшаççĕ, хореографи искусстви енĕпе - РФ тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Т.Андреева тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.Краснова. Декораципе хушма искусство шкулĕ те /ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем З.Вороновăпа Н.Балтаев/ чăваш ÿнер вăрттăнлăхне алла илме пулăшаççĕ. Театрсемпе çыхăну тытса ĕçлет аслă шкул. Çак тапхăрта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма, Вырăс патшалăх драма, Чăваш патшалăх пукане театрĕсем валли актерсен курсĕсене хатĕрленĕ. Кăçал Чăваш драма театрĕ тепĕр ушкăн вĕренме илессине пĕлтерчĕ. Институт сумне унăн вĕренекенĕсем çĕклеççĕ. СССР халăх артисчĕн Валерий Яковлевăн студенчĕсем Чăваш тата Вырăс драма театрĕсенче хăйсен вырăнĕсене тупрĕç. Оперăпа балет театрĕ те институт хатĕрленĕ наци кадрĕсемпе пуянлансах пырать.
Виçĕ çул каялла çакăн пек пăтăрмах та сиксе тухнăччĕ: çĕршыври аслă шкулсен эффективлăх мониторингĕ тăрăх Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ тухăçлăх енчен тивĕçтерсе çитереймен вузсен шутне кĕнĕччĕ. РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви çумĕнчи ведомствăсен хушшинчи комисси эффективлăх мониторингĕнче темиçе кăтартăва хак парать иккен. Пирĕн институтăн хăй тĕллĕн ĕçлесе илес, грантсене тивĕçес, ют çĕршыв студенчĕсене вĕрентес, дипломлă специалистсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе çитменлĕхсем пулнă. Вĕсене пĕтерес енĕпе юлашки вăхăтра уйрăмах çине тăрса ĕçлеме тивнĕ.
Нарăс уйăхĕн варринче ЧР Культура министерствин коллегийĕн пĕр ларăвĕнче институтăн 2016-2020 çулсем валли хатĕрленĕ аталану концепцине сÿтсе яврĕç. Унпа аслă шкул ректорĕ Наталья Баскакова паллаштарчĕ. Палăртса хăвармалла: институт пур енĕпе те аккредитаци витĕр тухнă, асăрхаттарусем пулман. Концепцие сÿтсе явма хутшăннисем - коллеги членĕсем - унăн «никĕсĕ» çирĕп пулнине палăртрĕç. Анчах çакăнпа ĕç лăпланса лармĕ. Хăш енĕпе ытларах вăй хумалла? Раççей халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх симфони оркестрĕн пултарулăх ертÿçи Морис Яклашкин республикăри оркестрсенче инструмент калакан специалистсем çитменнине палăртрĕ. Апла институтра мĕншĕн хатĕрлемеççĕ? «Абитуриентсем çук», - пулчĕ ректор хуравĕ. Сăлтавĕ мĕнре? Ачасен музыка тата искусствăсен шкулĕсенче ку енĕпе вĕрентекен преподаватель питĕ сахал иккен, хăш-пĕринпе - пачах çук. Акă хăш енĕпе татса паман пысăк ыйту тăрать институт умĕнче. Паллах, ЧР Культура министерствин пулăшăвĕсĕр йывăр килĕ, мĕншĕн тесен ачасене музыка, ÿнер енĕпе пĕлÿ парассине пĕчĕкрен - искусствăсен шкулĕсенченех - пуçламалла. Çакна тĕпе хурса ĕçлесен тăвалла хăпарма йывăр пулмĕ наци кадрĕсен «çÿпçине».
Надежда СМИРНОВА
Комментировать