Урнă чир, электрон правительстви, çĕрулми куравĕ...

1 Мар, 2016

Выльăх-чĕрлĕх урни, çавна май вăл е ку ялти хуçалăха карантина хупни республикăра час-часах тĕл пулать. Урнă чир - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çакна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи - Чăваш Республикинчи тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов та çирĕплетрĕ. Лару-тăру Чулхула облаçĕнче, Тутар, Мари, Мордва республикисенче тата та кăткăсрах иккен.

Сергей Скворцов пĕл-тернĕ тăрăх - пĕлтĕр чире сарăлма май паракан мĕнпур сăлтава пĕтернĕ. Апла пулин те кăçал каллех урнă чир сиенленĕ выльăхсене тупса палăртнă. Нарăс, пуш, ака уйăхĕсенче хăрушлăх уйрăмах пысăк. Хальхи вăхăтра Элĕк тата Канаш районĕсенче пĕрер тĕслĕх пур. «Килти выльăха, тĕпрен илсен, ялсене кĕрекен урнă тилĕсенчен чир ерет, - терĕ Сергей Скворцов. - Усал çак чирпе служба ĕçченĕсем çине тăрсах кĕрешеççĕ. Ĕне-выльăха, лашасемпе сыснасене, йытăсемпе кушаксене вакцинацилесси, иммунизацилесси ветеринарсен тĕп тивĕçĕ пулса тăрать».

«Ку чире хăçан 100 проценчĕпех тĕп тума палăртатăр?» - унта е кунта икĕ-виçĕ чирлĕ выльăх пурри те урнă чир сарăлас хăрушлăха вăйлатни çинчен асăрхаттарса ыйтрĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ветеринари службин ертÿçи вакцинаци ĕçне ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнине пĕлтерчĕ. Халăха ку ĕç-хĕл çинчен тĕплĕнрех пĕлтерес, хутшăнтарас тĕллевпе массăллă информаци хатĕрĕсене те явăçтараççĕ, ветеринарсем урнă чир ыйтăвне пухусенче час-часах çĕклеççĕ.

Чăваш Республикинче халăха патшалăх тата муниципалит пулăшăвĕпе тивĕçтерекен электрон правительстви ĕçлет. ЧР информполитика министрĕ Александр Иванов каланă тăрăх - вăл çынсенчен иртнĕ çул 106 пин ытла ыйту йышăннă. Уйрăмах ку программăпа Хĕрлĕ Чутайсем ăнăçлă усă кураççĕ. Улатăр хулинче, Йĕпреç районĕнче кăтартусем пĕчĕкрех. Çулталăк пуçланнăранпа Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски районĕсем самай ÿсĕм туни палăрать. Ыйтусене йышăннипе кăна мар-çке, вĕсене хурав та памалла. Александр Степанович палăртнă тăрăх - Етĕрне, Шупашкар районĕсем чылай ыйтăва хуравсăр хăварнă. Шупашкар хули, Канаш районĕ вара ку енĕпе - малтисен шутĕнче.

Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕпе, министр каланă тăрăх, çынсем садик черетне тата тухтăр патне çырăнма усă кураççĕ. ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе «Халăх контролĕ» портал уçнă. Унта çынсенчен 700 ытла ыйту килнĕ. Тĕпрен илсен вĕсем тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, çул-йĕр, ЖКХ тытăмĕсемпе çыхăннă.

РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн электрон правительствипе усă куракансен шутне пĕлтĕр 40 процента çитермелле пулнă. Улатăр, Шăмăршă районĕсем, сăмахран, планпа пăхнă кăтартуран чылай иртнĕ. Александр Иванов кăçал та, малашнехи çулсенче те çак кăтартусем палăртнинчен пысăкрах пулассине пĕлтерчĕ.

«Плана пурнăçлама васкаман муниципалитетсене мĕнле явап тыттаратăр?» - кăсăкланчĕ республика Ертÿçи. «Çак ĕçе вĕрентсе, - кĕскен пĕлтерчĕ министр. - Кадрсем улшăннине вăхăтра сисмелле. Çĕнĕрен килнĕ специалистсене вĕрентсен ĕç пахалăхĕ самай лайăхланать».

Çĕрулми куравĕ республика сăн-сăпатне кăтартакан, ят-сумне çĕклекен пулăм пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар ахăртнех. Кăçал çак курава Чăваш Енре саккăрмĕш хут йĕркелеççĕ. Пуш уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче «Контурта» иртĕ вăл. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх - курава 21 регионти çĕрулмипе ĕçлекен 83 предприяти-организаци тата Беларуç Республики хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ. Ял хуçалăх техники туса кăларакан пилĕк предприяти хăйсен таварĕпе паллаштарĕ. Курав программинче - ăслăлăх-практика конференцийĕ, «çавра сĕтелсем», çĕрулмирен хатĕрленĕ апат-çимĕçе астивни, ачасен ÿкерчĕкĕсен «Тĕлĕнтермĕш çĕрулми» конкурсне пĕтĕмлетни.

Чăваш Республикинчи 10 предприяти çĕрулми вăрлăхне сутĕ. Министр палăртнă тăрăх - вăрлăх хакĕ 30 тенке яхăн пулĕ. Вăтамран ахаль çĕрулмине 12-17 тенкĕпе сутĕç. «Халăх йышлă пулсан курава пуш уйăхĕн 5-мĕшĕччен тăсма йышăннă. Волонтерсем çынсене туяннă тавара вырăна çитерме пулăшĕç», - пĕлтерчĕ министр.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак мероприятие ахаль курав пек мар, чăн-чăн уяв шайĕнче ирттерме сĕнчĕ: «Тавар сутаканшăн та, туянаканшăн та Çĕрулми уявĕ пулса тăтăр вăл».

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.