Усал шыçă сивчĕвлентерет

1 Мар, 2016

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче республикăри влаç тытăмĕн, медицинăн, общество организацийĕсен, бизнес представителĕсене ĕçлĕ калаçăва пухнă «Пурнăçăмăршăн çине тăмалла» форум усал шыççа профилактикăламалли регионти программăн старчĕ пулса тăчĕ. Унăн тĕллевĕ - ракпа кĕрешмешкĕн асăннă тытăмсен вăйне пĕрлештересси.

Приговор мар

Пĕтĕм Раççейри пекех, Чăваш Енре те çынсен вилĕмĕн сăлтавĕсенчен виççĕмĕшĕ - чĕрепе юн тымарĕсен тата сывлав органĕсен чирĕсем хыççăн - усал шыçă шутланать.

Çĕршыври тата федерацин Атăлçи округĕнчи вăтам кăтартуран пĕчĕк пулин те /республикăра 100 çын пуçне - 164,4, Раççейре - 203,2, ФАОра - 197,3/ 2015 çулта онкологи чирне пула пурнăçран уйрăлнисен хисепĕ пирĕн хутлăхра ÿпке, апат хуранĕн, тÿрĕ тата хулăн пыршă ракне пула 168 çын, е 8,9 процент, нумайланнă. Юлашки 5 çулта асăннă амак вăйпитти ÿсĕмрисен кун-çулне вăхăтсăр татнă тĕслĕх ÿсни уйрăмах пăшăрхантарать.

Онкологи чирĕсенчен вилессине чакарас енĕпе иртнĕ çул хатĕрленĕ планăн тĕллевĕсем паллă. Пĕрремĕшĕ - халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарасси. Официаллă статистика çирĕплетнĕ тăрăх - амакăн 43 процентне çапла майпа сирме пулать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн шухăшĕпе - табака, эрех-сăрана сивлени, нумай хускални, тĕрĕс те пахалăхлă апатланни, инфекцисене профилактикăлани, хĕвелпе е солярире ытлашши хĕртĕнменни, диспансеризаципе, профтишкерÿпе килĕшÿллĕн сывлăха тĕрĕслеттерни, ĕç хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Иккĕмĕшĕ - сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни, диспансер учетне илни, эффективлă сиплевпе тивĕçтерни.

Республикăри онкологин клиника диспансерĕнче пĕлтĕр 3429 пациента операци тунă. Медицина учрежденийĕсенче тĕрĕслев кабинечĕсем йĕркеленĕ, районсен хушшинчи 6 центрта ятарлă тĕпчевсем ирттереççĕ. Диспансерта пĕлтĕр «уçă алăксен» 15 кунне йĕркеленĕ, 6899 çынна консультаци панă, 59-ăшăнне усал шыçă тупнă. Маммографи комплексĕсем район-хулара пулса 6642 хĕрарăм сывлăхне тишкернĕ, чир паллисемлĕ 81 тĕслĕхе палăртнă.

Рака малтанхи тапхăрта уçăмлатмашкăн диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕсем пулăшаççĕ. Скрининг тата пуçламăш тытăмри тухтăрсем усал шыçă тĕлĕшпе сисчĕвленни иртнĕ çул чире малтанах палăртассин кăтартăвне пилĕк çул каяллахинчен 11,3 процент ÿстерме май панă.

Онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалласа Шупашкарта кăçалхи нарăс уйăхĕн 4-27-мĕшĕсенче уйăхлăх иртрĕ. Ăна çитес вăхăтрах пĕтĕмлетĕç.

 

Сывлăхăмăршăн хамăр яваплă

«Пурнăçăмăршăн çине тăмалла» форумра сÿтсе явнă тĕп ыйту - Чăваш Енре кăкăр парĕн ракне комплеслă профилактика тумалли тата чире малтанхи тапхăрта диагностикăламалли тытăма çĕнетсе лайăхлатасси.

Асăннă тема чăннипех пĕлтерĕшлĕ. Çакна ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова мероприятие уçнă май уйрăммăн палăртрĕ. Пурнăçран уйрăлнă кашни тăваттăмĕш хĕрарăмăн вилĕм сăлтавĕ асăннă амакпа çыхăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хĕрарăмсен, ача амăшĕсен сывлăхне упрас енĕпе республикăра тĕллевлĕ ĕçленине çирĕплетсе диспансеризацие пурин те хутшăнмаллине аса илтерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - онкологи чир-чĕрĕ тĕнчипех сарăлса пырать. Пирĕн хутлăхра çак сăлтавпа вилнин кăтартăвĕсем пысăк марри лăпланса лармаллине пĕлтермест, амака сирмешкĕн хушма мерăсем йышăнмалла, хĕрарăмăн пурнăçне сыхласа хăвармалла. Михаил Игнатьев кăçал онкологи диспансерĕн хирурги корпусне хута ярасси çинчен пĕлтерчĕ. Çапла вара çуллен тата 5 пин операци тума, пациентсен пурнăçне тăсма май килĕ.

«Тĕллев - йывăр чирпе нушаланакансене пулăшмашкăн хамăртан килнине пурне те тăвасси. Çапах сывлăхăмăршăн хамăр яваплине те манмалла мар», - аса илтерчĕ Пуçлăх.

Вăйпитти хĕрарăма, ача амăшне, тăван кил ăшшин управçине вăхăтсăр çухатни - пысăк инкек. Ăна сирме пултармалла: кăкăр парĕн усал шыççине малтанхи тапхăрта тупса палăртсанах сиплеме тытăнсан тăкак 50 пин тенкĕпе танлашать-тĕк, III-IV тапхăра кайнипе кĕрешмешкĕн 1,5 млн тенкĕ ытла кирлĕ. Паллах, расхутăн пысăк пайĕ патшалăх çине тиенет. Анчах çывăх çынсен те самаях тăкакланма тивет: çул укçи тата ытти.

Асăннă программа Чăваш Республикин Правительствипе «Хĕрарăмсен сывлăхне хÿтĕлекен наци фончĕ» /Мускав хули/ 2015 çулхи раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче тунă Килĕшÿ тăрăх пурнăçланать. Ыркăмăллăх фончĕн президенчĕ Оксана Молдованова проект тĕллевĕсемпе, унăн мероприятийĕсен тĕп çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ.

 

Пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле

Рак сарăлсах пырать, инкек - юнашарах. Усалăн çави çывăх çыннăмăрсене пирĕнтен уйăрать. Чылайăшне пулăшма май килнĕ пулĕччĕ. Анчах чир шала кайнă. Кун пек чухне хальхи йышши кăткăс оборудовани те, квалификациллĕ тухтăрсем те ним тăваймĕç. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче мар, пирĕн чунăмăрсенче пысăк улшăну кирлĕ. Тĕнчери чылай çĕршывра хальхи вăхăтра ракпа кĕрешекенсен юхăмĕ сарăлса пырать. Вăл пациентсене, вĕсен çывăх çыннисене, ăсчахсене, тухтăрсене пĕр чăмăра пĕрлештерет, ăслăлăхăн анлă тĕпчевĕсене хÿтĕлет. Влаçăн, бизнесăн тата граждан обществин ракпа кĕрешмешкĕн вăйсене пĕрлештермелле. Экономика лару-тăрăвĕн кăткăс условийĕсенче Чăваш Республикинче рак профилактикине, уйрăммăн илсен - кăкăр парĕн усал шыççине, сирмелли тата ăна пуçламăш тапхăрта диагностикăламалли программăна инвестицилесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ку амак - хĕрарăмсен хушшинче час-часах тĕл пулаканни, ăна палăртма ансат. Пĕрремĕш тапхăрти чиртен пациентсен 96 процентне сиплеме пултараççĕ.

Предприяти-компани ертÿçисен халăха хăйсен тĕслĕхĕпе хавхалантарса диспансеризацие пуçаруллă хутшăнтармалла, маммографи комплексĕсене вырăна чĕнсе илсе хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслеттерме май туса памалла, ĕç условийĕсене лайăхлатмалла, хăйсен партнерĕсене, тавар туянакансене социаллă сĕмлĕ маркетинг урлă /кун пек чухне тавар сутса е пулăшу парса тунă тупăшăн пĕр пайĕ Чăваш Республикинчи рак профилактикин программине хывăнать/ усал шыçăпа кĕрешмешкĕн йыхравламалла.

Валентина СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.