Нарăс кантăка эрешлемест
Çанталăк çирĕпленнĕ йĕркене пăхăнми пулчĕ: хĕлле сунчăк тытмалла, çулла сивĕрен пытанмалла. Е тавралăх ешернĕ вăхăтра пăрлă çумăр шар кăтартать, е кĕркунне, улма-çырла пуçтарса кĕнĕ хыççăн, сад çĕнĕрен чечеке ларать.
"Нарăс çиллес, анчах ĕçне пĕлет: вĕçтерет, хĕвет, кантăка эрешлет. Çуркунне çитессе сисет", - теççĕ тавралăха сăнакансем. Хăйĕн хăвачĕпе пиччĕшĕсенчен те ирттересшĕн имĕш хĕлĕн юлашки уйăхĕ. Анчах сивĕ питрен чĕпĕтмест. Ура айĕнче - шыв кÿлленчĕкĕ, ниçтан пăрăнса иртме çук. Хĕлĕн "мăйраки" хăш вăхăтра хуçăлчĕ-ши? Е "мăйракаланма" та ĕлкĕреймерĕ-ши вăл? Халĕ пуш уйăхĕ мар, нарăс тумлампа пуян. Манăн мăшăр, тĕслĕхрен, кăçал хĕллехи курткине те шкапран кăларман. Юлташсем ача садĕнчи пепки валли кăçатă йăвалаттарнăччĕ. Вăл та кирлĕ пулман.
Йĕри-тавра - тĕлĕнтермĕш. Çанталăк ăшăтнине пула Сочире, сăмахран, нарăс пуçламăшĕнчех мимоза çеçке çурнă. Краснодарта кукшапуç вăрă сапма хатĕрленет... Хĕвел хĕртсе пăхсан кĕçех пирĕн патра та çутçанталăк чĕрĕлме пуçлĕ.
"Пуш уйăхĕ ăшă тăрĕ-и? Çулла пĕлтĕрхи пекех çумăр лÿшкесе кăмăла пăсĕ-ши?" - çак ыйтусен хуравне шыраса федерацин республикăри гидрометеорологи центрĕн пай пуçлăхĕпе Марина Китарьевăпа çыхăнтăмăр.
"Вăрахлăх прогноз калама йывăртарах. Мускав пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйăхĕнчи çанталăк нормăран иртмест. Вăтамран 4-6 градус сивĕ пулать. Пĕр эрне 20 градус сивĕ, тепри 10 градус ăшă пулсан та виçепе шайлашăнать. Тĕрĕссипе, нарăс уйăхĕнчи çанталăка та маларах пĕлмен. Йăлтах атмосферăпа çыхăннă. Çĕр чĕтренни те, цунами те, вăйлă пушар та... ăна усал витĕм кÿрет.
Эпир иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче йышăннă саккунсене пăхăнса çанталăка палăртатпăр. Шăпах çавăн чухне гидрометеорологи тытăмĕ вăйлă аталанма пуçланă. Анчах унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Эпир ĕçлекен йĕрке кивелчĕ. Пирĕн хамăрăн ĕçе çĕнĕлĕх кĕртмелле.
Çур çул малаллахи çанталăка палăртма май çук. Çитес 5 кунра мĕн кĕтнине вара çăмăллăнах калама пулать ", - ăнлантарать Марина Анатольевна.
Дневник çыракан
Пирĕн йышра çанталăк улшăнăвĕсемпе кăсăкланакан чылай. Аслă ăру çыннисем уйрăмах нумай пĕлеççĕ. Манăн вулакансене общество корреспонденчĕпе, Çĕрпÿре пурăнакан Геннадий Павловпа паллаштарас килет. Вăл Красноармейски районĕнчи Туçи Чуракасси шкулĕнче вĕреннĕ чухнех çанталăка сăнама пуçланă. Хăйĕн ÿкерчĕкĕсенче кайăксем хăçан вĕçсе килни таранчченех палăртса пынă. Сакăрвуниккĕрен иртнĕскер çаплипех йăлт çырса пырать.
"Атте шкулта географи вĕрентнĕ. Мана, пĕчĕкскерне, хăйĕнпе пĕрле урока илсе каятчĕ. Çанталăка сăнамалли приборсем çавăн чухнех илĕртме пуçланă", - чунне уçать Геннадий Павлович.
Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Мускав çывăхĕнчи çапăçура пуç хунă. Вăл пуçланă ĕçе - çанталăка сăнассине - ывăлĕ малалла тăсать. Çакă уншăн - чун киленĕçĕ. Ахальтен мар темиçе дневник пуçтарăннă унăн. Хăйĕн сăнавĕсем тăрăх хатĕрленĕ çанталăк прогнозне Çĕрпÿ район хаçачĕ урлă вулакансене пĕлтерсе тăрать. 2000 çултанпа тытса пыракан ятарлă колонкăпа çынсем кăсăклансах паллашаççĕ.
"Çамрăк чухнехипе танлаштарсан çанталăк улшăнчĕ, - шухăша путса калаçать сăнавçă. - Нарăс уйăхĕнче кăçатă вырăнне резина атă тăхăнмалла".
Юлашки çулсенче хĕллехи çанталăк палăрмаллах ăшăтни куçкĕрет. Çав вăхăтрах 2012 çулти нарăсăн 11-мĕшĕнче, сăмахран, пирĕн тăрăхра 35 градус сивĕ тăнă. Унашкалли юлашки 70 çулта пулман. Ун чухнехи пĕр уйăхри вăтам температура 18,5 градуспа танлашать. 2013 çулти нарăсăн 8-мĕшĕнче пăрлă çумăр çунă. Уйăхри вăтам температура иртнĕ çулти пекех. 2014 çулти нарăсра - вăтамран 11 градус, 2015 çулта - 7 градус пулнă. Кăçал тата ăшăрах.
Вĕçен кайăк та пăтрашăнать
Вĕçен кайăксем графика пăтраштарма пуçлани пирки Интернетра вуласа пĕлнĕччĕ. "Пĕр çул кураксем нарăсăн 28-мĕшĕнчех вĕçсе килчĕç. Ытти чухне пушăн 6-8-мĕшĕсенче малтанхи хут курнă вĕсене. Кураксем маларах çитсен çуркунне те иртерех килет. Асăрханă-и, вĕçсе килсенех вĕсем кивĕ йăвасене йышăнма пуçлаççĕ. Пĕлтĕрхисене йĕркене кĕртме çăмăлрах. Вăйлăраххи лайăххине ыттисенчен туртса илет.
Курак килсен уйăхран юр ирĕлсе пĕтет теççĕ. Çанталăк улшăннине пула çакă та чăна килмест", - тет Геннадий Павлов.
Пуш уйăхĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, сивĕрех пуласса систерет вăл. Çуллахи уйăхсенче вара çанталăк ăшăрах тăрĕ.
Шкулта кĕçĕн класри ачасене çанталăка сăнама хăнăхтараççĕ. Кулленхи прогноза уйрăм тетраде çырмалла вĕсен. Анчах хăшĕ-пĕри таблицăна тултарса пыма манать. Кун пек чухне ашшĕ-амăшĕ тÿрех Геннадий Павловпа çыхăнать. Ĕмĕрĕпех çанталăкпа кăсăкланаканскер хаваспах пулăшать вĕсене.
Пĕрре хула çыннисем те тĕрĕслĕх шыраса пынă ун патне. Пĕр организаци çуллахи уйăхсенче шывпа тивĕçтернĕшĕн ытларах укçа шыраса илесшĕн пулнă вĕсенчен. Пахчана шăварнине шута илнĕ ĕнтĕ специалистсем. Анчах ун чухне пĕрмай çумăр çунине ниепле те ĕнентереймен халăх. Шăпах Геннадий Павловăн дневникĕ лару-тăрăва уçăмлатма пулăшнă та.
Халĕ Геннадий Павлов çурт тăрринчен юхакан шыва пуçтарса пахчана сапать. Агроном дипломĕллĕскер çĕр çинче типтерлĕ ĕçлеме, юр, çумăр шывĕпе усă курма хăнăхнă.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Комментировать