17 кашкăр тытнă

29 Фев, 2016

Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче мамăк тирлĕ чĕрчуна тытмалли сунар сезонĕ вĕçленчĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра 17 кашкăра персе ÿкернĕ. Вăрнар район сунарçисем тискер 7 чĕрчун тытнă. Çĕмĕрлесем те çивĕч куçлă. Вĕсем пиллĕкĕшне тĕп тунă. Элĕк, Улатăр, Тăвай, Патăрьел районĕсенчисем пĕрер кашкăр йĕрĕ çине ÿкнĕ.

Кашкăр персе ÿкернĕ сунарçăсене хир сысни е пăши тытма ирĕк параççĕ. Сунарçăсен трофейĕсене Çутçанталăк министерствинче шута илеççĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.