Çакланаттăм вĕт!

27 Фев, 2016

Ултав çулĕпе утакансем пирки хаçатра çырсах тăратпăр - вулакана вĕсен серепине çакланассинчен сыхланма сĕнетпĕр. Ара, темĕн те пĕр шухăшласа кăлараççĕ вĕт ямăттине хапсăнакансем. Е ватă çынсем патне социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем пек пырса кĕреççĕ, е "йÿнетнĕ хакпа” тавар сутаççĕ вĕсене. Хăйсем, çивĕч куçлăскерсем, çак вăхăтра кил хуçи укçине хăш вырăнтан илнине сăнаççĕ те тем хушăра çаратса тухса каяççĕ ватă çынсене. Лешсем çакна сиссе те юлаймаççĕ...

Пĕр вăхăт телефонпа улталасси анлă сарăлчĕ. Çывăх çын инкеке лекнине пĕлтереççĕ те укçа тÿлесен çăлăнмашкăн май пуррине систереççĕ. Кун пек чухне шухăшласа тăрăн-и? Хыпкаланнă май асăннă счет çине туххăмрах куçать укçа. Çапла пĕр хĕрарăм патне "мăнукĕ" шăнкăравланă. Аварие çакланнă иккен, хăвăртрах укçа кирлĕ. Хĕрарăм хирĕçлемен, анчах та нухрата килте тытманнине пĕлтернĕ - банка каймалла. Ултавçăсем кĕсйисене шăла-шăла, ара, унта часах пысăк укçа кĕрсе выртас шанăç пур-çке, хайхискерне такси ярса панă. Машина çитсен кинемей малтан дачăна кайса килмеллине каланă - банк карточкин кочĕ унта упранать имĕш. Унтан тухсан тин банка çул тытнă хайхисем. Анчах та кинемейĕн пуçĕ пăтранни палăрнă - кочĕ дачăра мар, килтех иккен, ирĕксĕрех таврăнма тивнĕ. Каярахпа çакă палăрнă - кинемей тивĕçлĕ канăва тухиччен шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ, дачăна вăл çĕрулми патне кайнă, банка кĕрсе хваттершĕн, телефоншăн тÿлесе хăварнă. Мăнук вара унăн çук, нихăçан та пулман. Кулăшла-и? Паллах, ара, ку тĕслĕхре кинемей ултавçăсене хăй шăнман пăр çине лартса хăварнă вĕт. Анчах шел те, пурăнан пурнăçра темĕн те пулать çав.

Юлашки вăхăтра ултав Интернет уçлăхне куçрĕ. Тавар та унта туянма хăнăхса кайрăмăр вĕт. Мĕн тери меллĕ - килтен тухмасăрах туянма та, тÿлеме те пулать. Ултавçăсем çакăнпа усă кураççĕ те. Иртнĕ кунсенче кăна Чăваш Енре пурăнакан темиçе хĕрарăм 170 пин тенкĕлĕх ытла шар курнă вĕсене пула. 30-ти чиперккене пĕри Интернет урлах кредит илмешкĕн пулăшма шантарнă. Ахаль мар, паллах, пулăшнăшăн 7 пин тенкĕ тÿлемелле. Хĕрарăм палăртнă счет çине укçана пĕр шухăшласа тăмасăр куçарнă. Анчах пулăшу кĕтсе илеймен, çавна пула полици ĕçченĕсем патне çитсе ыйту çырнă.

Нарăсăн 22 тата 23-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 52-ри тата Улатăрта тĕпленнĕ 41 çулти хĕрарăм шар курнă. Интернета вĕсем япала сутасси пирки пĕлтерÿ вырнаçтарнă, "туянакан” тупăнсан банк карточкин малтан - номерне, кайран парольне пĕлтернĕ. Çапла майпа пĕри 15 пин, тепри 2,5 пин тенкĕ çухатнă. Çак информацие ют çынна нимĕн тусан та пĕлтермелле марри пирки мĕн чухлĕ çыратпăр ĕнтĕ...

Канаш хĕрарăмĕн тăкакĕ вара самай пысăк - 150 пин тенкĕ. Вăл Интернетра газ хуранне сутакана тупса укçа куçарнă. Анчах та фирма, ЧР ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хут çинче те пулман.

Çÿлерех асăннă тĕслĕхсемпе тивĕçлĕ органсем ĕçлеççĕ. Хальлĕхе вара çакă кăна паллă - ултавçăсенчен пĕри те пирĕн республикăран мар.

Ултавăн ури кĕске теççĕ. Паллах, паян мар тăк ыран çав шульăксем капкăна çакланаççех. Анчах та унччен мĕн чухлĕ çынна шар кăтартса ĕлкĕрĕç вĕсем. Пушшех те, ватă çынсен чĕрисем те çирĕпех мар, инкек сиксе тухасси часах. Тепĕр чухне хисеплĕ ватăсем хăйсене юлашки çула ăсатма пухса пынă укçа-тенке те çĕклесе тухса каяççĕ вĕт.

Вăл е ку усал хыпара илтсен яланах кун пекки пирĕнпе пулса иртмессĕн туйăнать. Анчах - туйăнать кăна çав. Ĕнер çапла чиперех ĕçлесе лараттăм, телефон смс килнине систерсе чăрлатрĕ. Кама мĕн кирлĕ пулчĕ-ши? Ак тамаша! Такам мана 230 тенкĕ хурса панă. Епле аван! Нумай мар та, пĕр вăхăта çитет çапах та. Анчах та - кам? Палламан номер. Çывăх çыннăмсен мар. Айккинче савнисем çук. Йăнăшнă пулĕ терĕм. Юрĕ, апла тăк каярахпа шăнкăравлакан тупăнĕ. Чăнах та, вăхăт нумай та иртмерĕ, татах смс çитрĕ. "Эпĕ сире укçа тĕрĕс мар хурса панă, тархасшăн, çак номер çине куçарăр”. Халиччен çын япалине тĕкĕнмен те, алă телефон енне тăсăлчĕ - куçарас, йăнăшасси такамăн та пулать. Пĕр цифрине тĕрĕс мар пуссанах укçа урăх çын патне каять вĕт. Тăхта-ха, мĕлтлетрĕ шухăш, баланса тĕрĕслес-ха малтан, чăнласах куçарса панă-и мана çав укçана? Ак тамаша, эпĕ - "минусра”, шухăш пулсан та куçарса параймастăмччĕ. Вăт тĕнче э? Вулакана шульăксен серепинчен çăласшăн тапаланатăп. Хам та чутах унта çакланаттăм вĕт!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.