Кашниех хутшăнтăр

18 Мар, 2014

Чăвашла пĕтĕм халăхпа диктант çырма пуçăниччен уйăх ытларах вăхăт юлчĕ.

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче акципе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ: диктант çырас тĕлĕшпе яваплăх асăннă институт, «Хыпар» Издательство çурчĕ тата Чăваш наци телерадиокомпанийĕ çинче пулĕ. Паллах, çак ĕçе пĕтĕмĕшле Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви йĕркелĕ. Сăмах май, ведомство Интернет-порталра ятарлă баннер уçĕ. Диктанта пĕлтĕрхиллех Интернет анлăшĕнче те итлесе çырма май килĕ.

Йĕркелÿ комитечĕ паян-ыранах республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене, муниципалитетсен вĕренÿ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕсене, Чăваш наци конгресне /диктант çырма тулайри чăвашсем еплерех хутшăнассишĕн вăл яваплă/ çыру çитерĕ. Унта акци пирки тĕплĕн пĕлтерĕç.

Диктант текстне кам çырассине те татса пачĕç ларура. Сумлă çак ĕçе пурнăçлама Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятельне, Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн ĕçченне, нумай кĕнеке авторне Марина Карягинăна шанчĕç.


Ирина ИВАНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.