«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш
Хăшпĕр депутатăн вара - суйлав шухăш... Çакă ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнер иртнĕ черетлĕ 36-мĕш сессийĕнче куçкĕрет палăрчĕ. Парламент суйлавĕ çывхарнă май хăшĕсем трибуна çинчен хăйсем пирки çине-çинех аса илтересшĕн, хăйсене кăтартасшăн...
Çавăнпах-тăр Игорь Моляков эсер-депутат сессие уçнă-уçман унăн кун йĕркине улшăну кĕртес шутпа тавлашу пуçарчĕ: пахчаçăсене пулăшмалли саккун кирлĕ-мĕн, Правительство çуртĕнче тунă мунча ыйтăвне тепĕр хут тишкермелле. Унăн сĕнĕвĕсем регламентпа килĕшсе тăманни çинчен асăрхаттарсан тин лăпланам пек пулчĕ, «микрофона чарманшăн тавах» теме те манмарĕ. ПК спикерĕ Юрий Попов ăна шÿтлесе «Игорь Юрьевич, эсир манăн тус пекех вĕт» тесех трибуна патĕнчен хăйĕн вырăнне ăсатрĕ.
Интернетпа çыхăнман ялсен переченĕ çинчен калакан саккун проекчĕн тишкерĕвĕ кĕтмен çĕртен тавлашу çуратрĕ. Ку тÿрремĕнех эрех суту-илĕвне пырса тивет. Эрех сутакан лавккасен халĕ сутнă тавар пирки Интернет урлă ятарлă системăна информаци памалла. Интернет çук пулсан вара? Хайхи саккун шăпах предпринимательсене вăхăтлăх тăхтав парĕ. Анчах кайран бизнесшăн чăрмав пулмĕ-и? Ялсенче суту-илÿпе ĕçлекенсем тупăшăн 25-30: шăпах алкоголь продукцийĕнчен илнине аса илтерекен те тупăнчĕ. Пăшăрханакансене лăплантарчĕç: республикăра çыхăну тытăмĕ вăй илсе пырать - вăхăт иртнĕ май Интернет пур çĕрте те пулĕ.
Экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли саккун проекчĕпе çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Сергей Павлов сăмах илчĕ те - Моляковăн каллех ыйту пур иккен: Çĕнĕ Шупашкарта глифосат кăларма пуçламалли проект тĕлĕшпе техника документацийĕ пур-и? «Пирĕн министерствăна унашкал документаци килмен-ха, - пулчĕ хурав. - Глифосата илес-тĕк, чăнах та, вăл гербицид тытăмне кĕрекен хутăш, çавнашкал гербицидсемпе Чăваш Енре те усă куратпăр».
Патшалăх граждан служби çинчен калакан саккунăн хăшпĕр положенине чарса лартасси пирки ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев кĕскен çеç каларĕ: патшалăх граждан служащийĕсен шалăвне индексацилессине 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен чарса лартас, çавăн пекех чиновниксем валли хваттер туянма субсиди уйăрас мар. Пуçланчĕ вара! Парламент Комитечĕн председателĕ Петр Краснов патшалăх служащийĕсен ĕç укçине 2013 çултанпа пĕрре те индексацилеменнине аса илтерчĕ. Унăн шучĕпе, муниципалитетсен служащийĕсен шалăвĕ пĕчĕк. Çав вăхăтрах Патшалăх Думин депутачĕсем хăйсен шалăвне 2,5 хут пысăклатнă, кайран кăшт чакарам пек тунă - 10:.
Юрий Егорович республикăри патшалăх служащийĕсен уйăхри вăтам шалăвĕ 2013 çулта 33,9 пин тенке яхăн пулнине аса илтерчĕ. Пĕлтĕр кăшт чакнă - 32,6 пин. Иккĕленмест: республикăра вăтам ĕç укçи çак виçерен чылай пĕчĕкреххине шута илсен чиновниксен укçана индексацилеменнипе хальлĕхе çырлахмалла. Çак самантра каллех Моляков сас пачĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн йышĕпе цифрăсем асăнсах кăсăкланчĕ. Вăл тĕрĕс мар цифрăсем асăнни Васильева тарăхтарнăн та туйăнчĕ: «Ку цифрăсене эсир ăçтан илетĕр? Администрацире патшалăх тата граждан служащийĕсен йышĕ - 106 единица. Унччен 96 пулнă. Икĕ патшалăх должноçĕ хушăннă - вице-премьерсем». Чиновниксем валли хваттер туянма субсиди панине илес-тĕк - 2013 çулта 19 çынна пулăшнă, 2014 çулта - 33 çынна. Ун хыççăн паман. Халĕ субсиди илес кăмăллисен списокĕнче - 97 çын.
Думăри шалу пирки сăмах пулнине кура трибуна умне Раççей парламенчĕн аялти палатин депутачĕ Валентин Шурчанов та тухрĕ: «Дума депутачĕсен шалăвне пĕлтĕр те, кăçал та пысăклатман. Пĕлтĕр ĕç укçине 10: чакарма йышăнтăмăр. Çапла вара бюджетăн 125 млн тенкине перекетлесе хăвартăмăр. Çав вăхăтрах Газпром ертÿçисем хăйсене кашнинех 240 млн тенкĕ бонус тÿлеме йышăннă...»
Петр Краснов - парăнакан йышши мар, каллех трибуна патне тухрĕ:
- Политик искусстви çапла ĕнтĕ вăл: каласса калать, анчах каласа çитереймест. Чăнах та, 2015-2016 çулсенче Дума депутачĕсен укçине ÿстермен. 2014 çулта ÿстернĕ - 2,5 хут. 450 депутат валли, эпир шутласа пăхнă тăрăх, 2 млрд тенкĕ кайнă. Федераци Канашне те шута илсен - пĕтĕмпе 10 млрд тенкĕ. Ку - Чăваш Ен бюджечĕн 1/3 пайĕпе тан: миçе садик, миçе шкул тума çитетчĕ. Çавăнпа та, Валентин Сергеевич, гражданин тата суйлавçă пулнă май манăн сиртен ыйтмашкăн ирĕк пур. Апла хăтланма юрамасть...
Физкультурăпа спорт çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе спорт министрĕ Сергей Шелтуков паллаштарчĕ - ун валли те тишкерекен ыйтупа пачах та çыхăнман ыйту тупăнчĕ. Министрсем, депутатсем юлташла хоккей матчĕсем ирттереççĕ - хоккей формине мĕнле укçапа туяннă? «Хамăрăн укçапа вылятпăр, - терĕ министр. - Формăна илес-тĕк - эпĕ хамăн укçапа туяннă, 32 пин тенкĕ тăкакларăм - питĕ хаклă тееймĕн». Çакнашкал ыйтусем çурални Юрий Поповшăн та тĕлĕнтермĕш пулчĕ ахăр. Вăл Патшалăх Канашĕн хоккей командинче тулли йыш валли темиçе çын çитменни çинчен каларĕ, Молякова командăна хутшăнма чĕнчĕ: «Пирĕн вратарь çук - килĕшĕр! Форма туянма укçа çук пулсан - пурте пĕрле укçа пухса туянса парăпăр!» Игорь Юрьевич «манăн укçа çук» теме пăхрĕ те - депутатсенчен тахăшĕ ăна «министр шалăвĕпе форма кăна туянма пулать ĕнтĕ» тесе вырăна лартрĕ, унăн шалăвĕпе кăсăкланчĕ. Депутат вара хăйĕн ĕç укçин виçине пĕлтермерĕ: «Каламастăп!»
Çук, спорт министрне çапла кирлĕ-кирлĕ мар ыйтусемпе кăна аптратмарĕç. Депутатсене, сăмахран, республика хăшпĕр спорт тĕсĕ енĕпе хăйĕн позицийĕсене çухатни пăшăрхантарать. Калăпăр, арçынсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕн шкулĕ çухалчĕ теме те юрать. Министр ÿпкеве йышăнчĕ, анчах арçынсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕ тĕлĕшпех эпир Çурçĕр Кавказпа тупăшма пултарасси иккĕленÿллĕ. Чăваш Енре вăй илнĕ спорт тĕсĕсем паллă - шăпах вĕсемпе çине тăрса ĕçлемелле. Çав шутра - хĕрарăмсен ирĕклĕ кĕрешĕвĕ, йĕлтĕр спорчĕ тата ыт.те.
Темиçе саккун проекчĕ тĕлĕшпе тишкерÿ çапла шÿтлĕ-тавлашуллă пулнине пăхмасăр вĕсене ырларĕç. Асăннисемсĕр пуçне парламентарисем ял хуçалăх çĕрĕсен çаврăнăшĕ, наукăпа техника политики, çамрăксен патшалăх политики, административлă правăна пăсни çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртмелли тата ытти проект майлă сасăларĕç. Шалти ĕçсен министерствин, Тĕрĕслевпе шутлав палатин 2015 çулшăн тунă отчечĕсене итлерĕç, миравай судьясене çирĕплетрĕç.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать