ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

26 Фев, 2016

Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх - канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр е йĕпе юр çăвать, хушăран çил-тăман вĕçтеркелеме пултарать. Паян, нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче, кăнтăрла 3 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ пулать, каçхине 1 градус ăшă - 4 градус сивĕ. Ыран, нарăсăн 27-мĕшĕнче, кăнтăрла 2 градус ăшăран пуçласа 3 градус таран сивĕ, каçхине 1-6 градус сивĕ пулать. Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче - 1-5 градус сивĕ.

Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен 8-13 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 7 сехет те 30 минутра тухать, каçхине 18 сехетре анать. Кун тăршшĕ - 10 сехет те 30 минут.

Теги: