- Чăвашла верси
- Русская версия
Ют хĕрарăм патне кайнă упăшкине кĕтет
Етĕрне районĕнчи Чаканарта пурăнакан Лидия Комиссарова упăшка пур çĕртех пилĕк ачапа пĕччен тăрса юласса тĕлĕкре те тĕлленмен. Лидăпа Виктор 2001 çулта паллашнă. Хĕрпе каччăлла çÿренĕ чухне пĕр-пĕриншĕн çуннă вĕсем. 33 çулти хĕрарăм çав саманта паянхи пек астăвать.
- Эпĕ ăна качча тухасса шухăшламан. Виктор манăн кăмăла çавăрассишĕн нумай тăрăшрĕ. Эпĕ тухасса кĕтсе пÿрт умĕнче миçе çĕр каçрĕ-ши? Урăлла та, ÿсĕрле те килетчĕ. Шăнса кайсан вутă сарайне кĕрсе ларатчĕ. Эрех сыпкаланăскере вилесрен хăраса аннепе пĕрре мар киле çавăтса кĕнĕ. Йăнăшне ăнлансан каçару ыйтатчĕ, мана çеç юратнине ĕнентеретчĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ çамрăк хĕрарăм.
2004 çулта вĕсем çемье чăмăртанă. Туй хыççăн Шупашкарта пурăннă. Унтах пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ çуралнă. Лидия ниçта та ĕçлемен. Çемье кашни икĕ çултан «çĕнĕ кайăкпа» пуянланнăран, ахăртнех, вăхăчĕ те пулман. Пĕр ача çуратсан хĕрарăма тухтăрсем эпилепси чирĕпе аптăранине пĕлтернĕ. Кил ăшшин управçи каласа кăтартнă тăрăх, çак амакпа йăхра никам та чирлемест. Унăн амăшĕ аса илнине ĕненес тĕк шкулта вĕреннĕ чухне Лидăна алăкпа стена çумне хытах хĕстернĕ. Пуç мими кисреннĕрен çак чир амаланнă ĕнтĕ. Лидия тухтăрсен сăмахне итлемен - Турă панă тĕпренчĕксене пурне те çуратма тĕллев лартнă. Малалла вулас...
Комментировать