- Чăвашла верси
- Русская версия
Сасси улшăнсан юрлас ĕмĕчĕ татăлнă
Чăваш эстрадипе чăваш опери хушшинче мĕнле çыхăну пур-ши? Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Мăн Этмен ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил ИВАНОВ юрăçпа паллашиччен эпĕ кун пирки пачах та шухăшламан. Пĕр енчен, вĕсене юрă çыхăнтарать. Тепĕр енчен, чăваш эстрадинче юрă шăрантарсан куракансем тăвăллăн алă çупнă хыççăн артист кулиса хыçне çухалать. Оперăра вара сăнарсем хайлав вĕçĕчченех пĕрле, вĕсем сцена çинче юрласа «калаçаççĕ». Эстрадăна халăх питĕ кăмăллать. Оперăна вара кашниех ăнланаймасть. Оперăна кăмăллакансем тата юрлакансем - урăхла чунлă, вĕсен тавра курăмĕ ыттисенчен уйрăлса тăрать. Хăйĕн телейне пыск искусствăра тупнă Михаил Иванов чăваш эстрадинче мĕн шырать-ха? Тупсăмне пĕлес тĕллевпех ăна хамăн кухньăна йыхравларăм.
- Миша, эсĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче вăй хуратăн. Санăн çăкăр ĕçлесе илмелĕх юратнă ĕç пур, анчах эсĕ хăвна чăваш эстрадинче тĕрĕслесе пăхасшăн. Кĕске вăхăтра хăв тĕллĕн тата Алена Сергеевăпа пĕрле 5 юрă шăрантартăн. Василий Шихранов сăвăç хĕпĕртенипе хăйĕн сăмахĕсемпе хайланă юрăпа клип ÿкерчĕ. Мĕн илĕртет сана чăваш эстрадинче?
- Пытармастăп: чăваш эстрадине мĕн пĕчĕкрен кăмăллатăп. Шкулта вĕреннĕ чухнех сцена çинче юрă шăрантарас килетчĕ. Ÿснĕçемĕн сасă улшăннине пула юрлас ĕмĕт татăлчĕ. Вăрттăн тепĕр ĕмĕте вара пурнăçларăмах: хуткупăс калама вĕрентĕм. Атте купăс каланине куç илмесĕр сăнаса лараттăм. Унăн сасси чуна хавхалантаратчĕ. Атте кĕвĕ калама хăнăхтарчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вăл агрономра та, колхоз ертÿçинче те вăй хучĕ. Ĕçрен ывăнса килсен купăс тытатчĕ те кăмăлне ирĕке яратчĕ. Унăн сасси питĕ асамлăн илтĕнетчĕ. Мана, 12 çулти шăпăрлана, атте уявсене хăйĕнпе пĕрле илсе каятчĕ. Тепĕр чухне туйра е салтак ăсатнă чухне харăсах виçĕ купăсçă халăха савăнтараттăмăр. Ташă кĕввисем уйрăмах хитре янăратчĕç. Малалла вулас...
Комментировать