Фашистсем çынсен ÿтне кÿлле пăрахма хатĕрленнĕ

25 Фев, 2016

Тверь облаçĕнчи Ильино салинче кун çути курнă Михаил Лавиншăн Шупашкар тăван тăрăха çаврăннин сăлтавĕ - вăрçă. 1941 çулта вăл иккĕри ача кăна пулнă, çавăнпа хăш-пĕр саманта амăшĕ Мария Ароновна каласа кăтартнинчен çеç астăвать.

«Ильинăра расна тĕне ĕненекен 5 пине яхăн тĕрлĕ наци çынни килĕшÿре пурăннă, чаплă çуртсем çĕкленĕ, ывăл-хĕр ÿстернĕ. Эпир - еврейсен йăхĕнчен, аннен юнĕнче еврейсен таса юнĕ чупнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пурнăç тĕпрен улшăннă. Арçынсене, вăл шутра аттене те, фронта илсе кайнă. Пирĕн ял çывăхĕнче çапăçусем пынă. Сала пĕрре - нимĕçсен, тепре пирĕннисен аллине куçнă. Бомбăсем сирпĕннĕ... Пĕри пирĕн çурт çинех ÿкнĕ. Анне манпа тата пиччепе Аронпа тĕпсакайне пытаннă. Эпир çăлăннă-ха, анчах килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă...» - иртнĕ кунсене куç умне кăларчĕ Михаил Абрамович. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.