Тĕшĕ тымара пăхать
ИРТНĔ ÇУЛСЕМПЕ ТАНЛАШТАРСАН КĂÇАЛ ХĔЛ ĂШĂ КИЛЧĔ ПУЛИН ТЕ ЮР ХУЛĂН. ЮЛАШКИ ВĂХĂТРА ÇИЛ-ТĂМАН ЧАС-ЧАСАХ АЛХАСНИ ĂНА ЫТЛАШШИ ИРĔЛМЕ ПАМАСТЬ ТЕМЕЛЛЕ. АНЧАХ ÇАКĂ ЕШĔЛ КАЛЧАНА СИЕНЛЕМĔ-ШИ?
Республикăра кĕрхи культурăсем 81 086 гектар йышăннă. Чи пысăк лаптăксем - Улатăр /7056 гектар/, Муркаш /5200/, Пăрачкав /6950/, Çĕрпÿ /7441/, Елчĕк /6251/ тăрăхĕсенче.
Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем кĕрхи тулă, урпа, тритикале лаптăкĕсене тĕрĕсленĕ. Юр хулăнăшĕ вырăн-вырăнпа 5-рен пуçласа 75 сантиметрах çитнĕ. Кăнтăр районсенче сăртлă вырăнсенче юр ирĕлнĕ лаптăксене те асăрханă. Вĕсенче ÿсен-тăран 1-12 процент сайраланса юлнă. Вырăн-вырăнпа вăл 25 процентах çитнĕ. Калчана кăвакăш ерни, шăшисем тапăнни курăнман. Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне Патăрьел /140 гектар/, Куславкка /138/, Комсомольски /64/, Красноармейски /103/ районĕсенче кĕрхи тулă уйрăмах сиенленнĕ. Патăрьел /55 гектар/, Комсомольски /72/, Красноармейски /15/ тăрăхĕсенче кĕрхи ыраш япăх хĕл каçнине палăртнă. Тритикале вара çур енне лайăх вăй илес шанăç пысăк.
Асăннă вăхăт тĕлне çурхи ака-сухана хатĕрленсе 48743 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Тĕрĕслеттернĕ хыççăн 39 844 тонни /82 процент/ кондицие ларни палăрнă. Улатăр, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай енче кăтарту пысăкрах. 8899 тонни акма юрăхсăр. Ун пекки Элĕк, Патăрьел, Канаш, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче самай. Вăрлăх çÿп-çаппа хутăшнипе 8774 тонна кондицие ларман. 1066 - шăтаслăхĕпе, 778 тонни сăтăрçăсем пулнипе тивĕçтермест. Канаш /315 тонна/, Муркаш районĕсенче /115/ уйрăмах нумай. Республикипе вăрлăха тасатса кондицие çитерессипе 113 звено ĕçлет /2015 çулхи çак вăхăт тĕлне - 93/.
Елчĕк районĕнче те хуçалăхсем хĕрсех ака-сухана хатĕрленеççĕ: техника юсаççĕ, вăрлăх янтăлаççĕ, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ.
- Кăçал районĕпе 39 620 центнер вăрлăх кирлĕ пулать, - терĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн регионри управленийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Лидия Ишмуратова. - Вăрлăх çителĕклех, палăртнин 104 проценчĕ чухлĕ янтăланă. Ăна йăлтах тĕрĕслеттернĕ. Нарăсăн 20-мĕшĕ тĕлне унăн 82 проценчĕ акма юрăхли палăрчĕ. Кондицие ларманни 18 процент. Ытларах вăл çÿп-çаплă пулнипе акма юрăхсăр. Ленин ячĕллĕ, «Эмметево», «Яманчурино», «Сатурн», «Победа», «Комбайн», «Рассвет», «АСК-Яльчики» ял хуçалăх организацийĕсенче, Ю. Цветков, А. Мясников фермерсен хуçалăхĕсенче тĕрĕслеттернĕ вăрлăх йăлтах кондицие ларнă. Районта вăрлăха тасатассипе 5 звено ĕçлет.
Тухăçлăх вăрлăх репродукцийĕнчен те килет. Вăл мĕн чухлĕ çамрăкрах - тухăçлăх та пысăкрах. Районĕпе илсен супер элита, элита - 11, 1-4 репродукцилли - 83 процент. 6 проценчĕ вара сортсăр шутланать. Вăрлăха çĕнетессипе «Прогресс», «Комбайн», Ленин ячĕллĕ, «Сатурн», «АСК-Яльчики», «Рассвет» хуçалăхсемпе Ю. Цветков, В. Падуев, Б. Головин фермерсем лайăх ĕçлеççĕ.
Акмалли вăрлăхра - супер элита е элита-и вăл - бактери, кăмпа чирне саракан микробсем тĕл пулаççĕ. Чир-чĕр тĕсне, вăл сиен кÿнĕ калăпăша палăртма фитоэкспертиза ирттерме тивет. Унсăрăн вăрлăха сиенсĕрлетме мĕнле им-çам кирлине те пĕлеймĕн. Хальхи вăхăтра вут пуççи чирĕ вăй илни сисĕнет. Çакă хуçалăхсенче им-çампа сахалрах усă курма тытăннипе те çыхăннă. Вăрлăхăн пысăк пайĕ гельминтоспориз, альтернариоз, пăнтăх чирĕсемпе сиенленнĕ. Çавăнпа акас умĕн ăна им-çампа чÿхени пĕлтерĕшлĕ. Паха вăрлăх хатĕрлесси - кашни çĕр ĕçченĕн, специалистăн, ертÿçĕн тĕп тивĕçĕ. Çакна ăнланса, тĕпе хурса ĕçлесен пирĕн уй-хирте пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнĕ.
Лариса Никитина.
Комментировать