Ятарлă счет çинче

25 Фев, 2016

Пирĕн çурта 80-мĕш çулсенчех тунă. Тĕп юсав валли çурт харпăрлăхçисем ятарлă счет уçасшăн. Çакна мĕнлерех тумалла-ши? Çынсем капюсавшăн тÿлесшĕн мар. Эпĕ пухура вĕсене çав-çавах тÿлемеллине ăнлантартăм. Документсем пуçтарса управляющи компанине кайса патăм. Анчах вырăнти пĕр пуçлăх та ятарлă счет пирки йĕркеллĕ ăнлантарса памарĕ.

Виталий Иванов, Çĕрпÿ хули.

Сирĕн ыйтăвăра Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕнчен çапла хуравларĕç:

- РФ Çурт-йĕр кодексĕн 169-мĕш статйин 3 пайĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çурт харпăрлăхçисен тĕп юсавшăн тÿлемелле. Чăваш Енри капюсавăн республикăри программине 2014 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă. Çак вăхăтран пуçласа çурта тĕпрен юсанăшăн тÿлеттереççĕ. РФ Çурт-йĕр кодексĕн 170-мĕш статйипе харпăрлăхçăсем капюсав фондне мĕнле йĕркелессине хăйсем суйласа илеççĕ: взноса ятарлă счет çине е регионри оператор çине куçарас пирки.

Енчен ятарлă счет çине куçарма йышăнсан çурт-йĕр харпăрлăхçисен пухăвĕнче çакна йышăнмалла:

1/ капюсавшăн уйăхсерен тÿлемелли взнос виçине /вăл тĕп юсавшăн чи пĕчĕк виçерен сахал пулмалла мар/;

2/ ятарлă счет хуçине;

3/ ятарлă счет уçма палăртнă кредит организацине.

Уйăхри взноса ЧР Министрсен Кабинечĕ палăртнă /2013 çулхи раштавăн 13-мĕшĕ, 513 №/ чи пĕчĕк виçепе тÿлеме йышăнсан нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха юсассине тата унăн вăхăтне капюсавăн регионри программипе килĕшÿллĕн палăртаççĕ. Тĕп юсавшăн уйăхсерен, палăртнă вăхăтра, тÿлев докуменчĕпе куçармалла. Ятарлă счет хуçи ЧР патшалăх çурт-йĕр инспекцине кăрлачăн 20 - утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчен кая мар харпăрлăхçăсем капюсавшăн тÿленине, хисепне кăтартакан документ тăратмалла. Ун тăрăх инспекци мониторинг туса пырать. Енчен взнос тÿлемелли хисепрен 50 процент сахалрах пуçтарăнсан ятарлă счет хуçине, çурт харпăрлăхçисене асăрхаттараççĕ, парăма татма вăхăт параççĕ. Ун хыççăн та парăмпа татăлмасан инспекци вырăнти хăй тытăмлăх органне пĕлтерет. Вăл вара çуртăн капюсав фондне регионри оператор счечĕ çинче йĕркелет, кун пирки ятарлă счет хуçине пĕлтерет.

Харпăрлăхçăсен ятарлă счет хуçине улăштарма ирĕк пур. Кун пек чухне ун счетĕнчи капюсавшăн пухăннă укçана теприн çине куçараççĕ. Харпăрлăхçăсем банкран, ятарлă счет хуçинчен пухăнакан укçапа, вăл ăçта кайнипе кăсăкланма пултараççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.