Орхидея
Орхидея - чăваш çĕрĕнче çĕнĕ чечексенчен пĕри темелле. Вăл хăйнеевĕрлĕ чечек, пăхассине те ыттисенчен урăхларах йĕркелемелле. Унччен Шупашкар лавккисенче сайра тĕл пулаканскер XXI ĕмĕрте ытти чечек хушшинче çирĕп вырăн йышăнчĕ. Ăна килте ÿстерекенсем те йышлансах пыраççĕ.
Орхидея - çĕр çинчи чи авалхи чечексен йышĕнчен. Вăл 130 млн çул каяллах çĕр питне илем кÿнине палăртаççĕ ботаник-ăсчахсем. 3-4 пин çул каялла ăна Китайпа Японире эмел курăкĕ пек усă курма пуçланă. Европăна вара орхидея 200 çул каялла çеç çитнĕ. Çак вăхăтра ботаниксем унăн 30 пин ытла тĕсне /вид/ селекцилесе кăларнă.
Çак чечекĕн тĕп килĕ - тропик вăрманĕ. Вăл хăй тĕллĕн тăпрара тымар ярса ÿсекенскер мар, çĕрĕшнĕ йывăç вуллисем çинче аталанса ÿсет. Ăна ÿстерес йывăрлăх та шăпах çакăнпа çыхăннă. Çак илемлĕ чечеке тĕрлĕ условисене хăнăхтармашкăн нумай вăй хунă ăсчахсем. Халĕ, авă, хăшпĕр вăрттăнлăхсене пĕлсен, орхидейăна чечек пăхма юратакан кашни çынах çитĕнтерме пултарать.
Орхидея çутă юратать, анчах тÿрремĕн кантăк витĕр ÿкекеннине мар. Чечеке лартма анăç е тухăç енчи чÿречесем юрăхлă. Тропик ÿсен-тăранĕ пулнине кура орхидея тымарĕ, туни нÿрĕке лайăх упраççĕ. Вăл шыв çитменнипе питех аптрамасть, ытлашши нÿрĕке вара тымарсем чăтаймаççĕ. Шăвармалли шыв çемçе пулмалла. Чечек хуранне шыв лекесрен асăрханмалла. Мĕн вăхăтра шăварасси пÿлĕмри сывлăш нÿрĕклĕхĕнчен, чечекĕн аталану тапхăрĕнчен килет. Ÿснĕ вăхăтра, чечек туни тухнă чухне, çеçкере чухне орхидейăна эрнере 2-3 хутчен шăвармалла. Хĕлле чечек канать: сайрарах шăвармалла.
Ăшша юратаслăхпа 3 йыша пайлама пулать вĕсене.
- Ăшша юратаканнисем: фаленопсис, дендробиум, ванда. Çулла вĕсене 30 градуса яхăн ăшă кирлĕ, хĕлле - 15-20 градус ăшă.
- Вăтам ăшăпа çырлахаканнисем - орхидея одонтоглоссум, зигопеталум, мильтония. Çулла вĕсене 18-24 градус ăшă кирлĕ, хĕлле - 12-16 градус ăшă.
- Сивве чăтăмлисем - Австрали дендробиумĕсем, пафиопедилюмсем, лелисем. Вĕсене çулла 22 градус ăшă çителĕклĕ, хĕлле - 12-15 градус ăшă.
Орхидея куçарса лартнине юратмасть, кашни çулах куçарма кирлĕ те мар. Чечек тымарĕсене куршакра тăвăрланса çитсен куршакри тăпра вырăнне хуракан хутăш тăварланса /шурă чăмăртаксем тытăнаççĕ/ кайсан ăна урăх куршака куçармалла. Çак ĕçе питĕ асăрхануллă тумалла. Кивĕ вырăнĕнчен тымарсене амантмасăр кăлармалла, субстратран тасатмалла, типсе хăрнă, çĕрĕшнĕ тымарсене хачăпа касмалла. Тымара таса шывпа çумалла, пысăкрах куршак тĕпне дренаж валли чул, çĕнĕ хутăша кăштах хумалла, унта орхидейăна лартмалла. Субстрата тымарсем хушшине асăрханса хурса куршака тултармалла. Çиелти, туна çумĕнчи, тымарсене «тăпрапа» хупламалла мар. Орхидейăна куçарса лартнă хыççăн 2-3 кун сулхăнта тытмалла, унтан яланхи вырăнне лартмалла.
Чечек валли тĕрлĕ куршак мая килет: пластик, кĕленче, керамика... Куршака тултармалли тăпра вара - хăйнеевĕрлĕ. Пахчари тăпра орхидея валли мар. Ăна валли субстрата чечек лавккисенче туянсан лайăхрах. Çак меслетпе усă курма пулать: тăм, хăйăр, мăк, йывăç хуппи, пробка, кăмрăк илсе лайăх хутăштармалла, кăштах вĕтетмелле. Тăпра хатĕр.
Тутлăхлă япаласем çитменнипе те питех аптрамасть орхидея. Чечекĕн çĕнĕ хунавĕ ÿснĕ, çеçке çурма хатĕрленнĕ вăхăтра çеç 3-4 эрнере пĕрре удобрение шывпа хутăштарса шăвармалла. Пĕрремĕш çеçке çурăлсанах хушма апатлану ăна кирлĕ мар.
Куратпăр ĕнтĕ - орхидея пачах та юнтармăш чечек мар. Тĕрĕс, мелпе пăхсан вăл чечекçĕне çулсеренех вăрах вăхăт çеçкипе савăнтарать. Орхидея çеçке çурса пĕтернĕ хыççăн чечек тунине касса илмелле. Тепĕр чечекленÿ çĕнĕ туна çинче пулĕ.
Тĕрĕс пăхмасан орхидея чирлет. Чечекĕн çулçисем çемçелсе тĕссĕрленеççĕ-тĕк - температура режимĕ пăсăлнă. Вăхăтра асăрхаса йăнăша тÿрлетсен орхидея аванах чĕрĕлет.
Çулçăсем вĕçĕнчен типме, çĕрĕшме пуçлаççĕ-тĕк - çемçе сăвăс тапăннă. Акарицидлă препаратсемпе усă курмалла. Эрешмен пек карталакан сăвăс пуррине асăрхасан та çак препарат юрăхлă.
Орхидея ÿсмест те, чечекленмест те - çулçăсене нематода тапăннă. Нематода орхидея сĕткенне ĕмет. Нематоцид препаратпа усă курмалла. Тасалнă хыççăн çĕнĕ куршака куçарса лартмалла.
Орхидейăна киле валли туянас е кама та пулин парнелес тетĕр пулсан чи малтан вăл мĕнле температурăра лайăх аталанса ÿсме пултарнине ыйтмалла. Паллах ĕнтĕ, шăрăха юратаканнисем пирĕн тăрăхра юрăхлах мар. Вĕсене пăхма кăткăсрах. Шăрăха питех уяманнисене пирĕн тăрăхра çитĕнтерме аванах.
Комментировать