Экологи рейтингĕнче - 8-мĕш вырăнта

25 Фев, 2016

Пĕтĕм Раççейри «Симĕс патруль» общество организацийĕ 2015 çул кăтартăвĕсене тишкерсе хатĕрленĕ РФ субъекчĕсен рейтингне пичетленĕ. Чăваш Республики ку рейтингра саккăрмĕш вырăн йышăннă тата «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен экологи рейтингĕн» ТОП10 списокне кĕнĕ.

Ирĕклĕ рейтинга 2007 çултанпа - кашни кварталта, 2008 çултанпа çулталăкра 4 хут хатĕрлеççĕ.

Проекта пурнăçа кĕртнĕ чухне патшалăх пулăшăвĕн укçи-тенкипе, РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн грант пек уйăрнăскерпе, усă кураççĕ тата Пĕтĕм Раççейри «Наци сывлăхĕн лиги» общество организацийĕ ирттернĕ конкурс никĕсне тĕпе хураççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.