Тĕрĕслĕхре - вăй!

25 Фев, 2016

Нарăсăн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă савăнăçлă пухăва хутшăннă.

Унта çавăн пекех федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Правительство членĕсем, Афганистанри тата ытти вырăнти вăрçăсен ветеранĕсем, вĕсен тăванĕсем, кадетсем, ыттисем пулнă.

Республика Пуçлăхĕ хăйсен пурнăçне çĕршыва хÿтĕлессине халалланă çынсене уяв ячĕпе саламланă, Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене мирлĕ тÿпешĕн уйрăммăн тав тунă. Михаил Васильевич аслă ăрусен паттăрлăхĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртнă. «Пирĕн ентешсем Афганистанра интернационалист тивĕçне пурнăçланă, Çурçĕр Кавказра Раççей пайланманлăхне, Конституци стройне хÿтĕленĕ. Паян РФ Сывлăш-космос вăйĕсем Сирире боевиксемпе кĕрешеççĕ, Раççей чиккине шанчăклă хÿтĕлеççĕ, çавна май Раççейĕн кашни гражданинĕ ыранхи куна шанчăкпа пăхать», - тенĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ юлашки çулсенче Хĕç-пăшаллă Вăйсен кадрсен тытăмĕ çирĕпленсе пыни çинчен каланă: «Оборона министерстви чи маттур çамрăксене çар училищисене йышăнать. Контрактниксен шучĕ пуçласа призывниксен йышĕнчен иртнĕ. 2015 çулта çарта 352 пин профессионал службăра тăнă, 2016 çулта вара вĕсен йышĕ 384 пине çитмелле».

Михаил Игнатьев Чăваш Енре çарпа патриотизм воспитанийĕ, çамрăксене çарта тăма хатĕрлес енĕпе пысăк ĕç пурнăçланине цифрăсемпе çирĕплетнĕ. Республикăра, сăмахран, кадетсен юхăмĕ вăй илсе пырать - вĕсен ретне тăнисен йышĕ 3,5 пине çитнĕ. Çамрăксене спортпа туслă пулма пулăшмашкăн спорт инфратытăмĕ аталанать. Çавна май çар ретне тăракансен шутĕнче спорт мастерĕсем, спорт мастерĕн кандидачĕсем йышланаççĕ. Республика призыв планне çуллен ăнăçлă пурнăçлать, кашни çулах пирĕн ентешсем Президент полкĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçламалли чыса тивĕçеççĕ. Юлашки икĕ çулта кăна Чăваш Енĕн 300 çамрăкĕ аслă çар училищисене вĕренме кĕнĕ - çак цифра çуллен ÿссе пырать.

ЧР çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Исаев паян вăй ведомствисен сотрудникĕсен тулашри тата шалти хăрушлăха хирĕç тăмашкăн ялан хатĕр пулмаллине аса илтернĕ. Федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн уяв саламне вуласа панă. «Юлашки çулсенче Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен хатĕрлĕхĕ палăрмаллах çирпленни куçкĕрет, - тенĕ саламра. - Çар служащийĕсен хатĕрлĕхĕ те паянхи наукăпа техникăн чи пысăк стандарчĕсене тивĕçтерет. Пирĕн халăх хăйĕн пĕрлĕхĕпе вăйлă, пире экономика енĕпе хĕстерсе те, политика санкцийĕсемпе те хуçаймĕç».

Пухăннисене Шупашкарти арçынсен мăнастирĕн архимандричĕ Василий ырă сăмахсем каланă. «Вăй - тĕрĕслĕхре, - тенĕ вăл, - тĕрĕс пурăнсан вăйлă пулăпăр». Çавăн пекех çĕршыв хÿтĕлевçисене Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков саламланă.

Д.ВОЛКОВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.