«Раççейĕн чаплă ывăлĕсем»
Тĕп хулари "Радуга" культурăпа кану центрĕнче "Раççейĕн чаплă ывăлĕсем - Сергий Радонежский" проект пурнăçа кĕме пуçланă. Ку - "Раççейĕн чаплă ывăлĕсем" ярăмри культурăпа вĕренÿ проекчĕн улттăмĕш тапхăрĕ.
Культура çулталăкĕнче Раççей халăхĕ Сергей Радонежский çуралнăранпа 700 çул çитнине паллă тăвĕ. Унăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет сумĕ çĕр-шывăн чаплă вăйĕсене пĕр тĕвве пуçтарма май панă, пилĕпе Мускав кнеçĕ Дмитрий ертсе пыракан ушкăн тутар-монголсемпе паттăррăн çапăçнă, 1380 çулта Куликов уйĕнче çĕнтернĕ.
Проекта хатĕрлеме тĕрлĕ коллекци материалĕсемпе усă курнă.
Центр ĕçченĕсем тĕп хулари тата республикăри шкул ачисемпе студентсем валли вун-вун экскурси ирттернĕ. Раççейĕн чаплă çыннисемпе - Михаил Лермонтовпа, Михаил Кутузовпа, Кузьма Мининпа, Дмитрий Пожарскипе, Романовсен династийĕпе, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсемпе тата вырăс искусствин классикĕсемпе - паллаштарнă та ĕнтĕ.
Надежда СМИРНОВА.
Комментировать