Вуласа ырра вĕренетпĕр

25 Фев, 2016

Раççейри Литература çулталăкĕ, Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕ историе кĕрсе юлчĕç. Вĕсен пĕлтерĕшне тĕрлĕрен хаклаççĕ: хăшĕсемшĕн ячĕшĕн çеç йĕркеленĕ, хăй еккипе кăна иртнĕ-мĕн, теприсем вара пурнăçланă ĕçсемпе кăмăллă. Кирек мĕнле литературăна та вулакан патне çитерме пулăшаканĕ вăл – вулавăш. Вĕсем пĕрле çыхăнса ĕçлени Раççейри Литература тата тăван республикăри Константин Иванов çулталăкĕсене ăнăçлă ирттерме май панă. Çакна шута илсе тĕл пултăмăр та Наци библиотекин директорĕпе, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Светлана Стариковăпа.

– Светлана Михайловна, сăмаха Литература çулталăкĕ çине куçариччен, хăвăр ертсе пыракан учрежденипе кĕскен те пулин паллаштарсамăр.

– Наци библиотекине йĕркелесе янăранпа кăçал 145 çул çитрĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн библиотека пурте усă курма пултаракан вулавăш кăна мар, патшалăх шайĕнче кĕнеке упракан тĕп учреждени те, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсен центрĕ те. Çавăн пекех Чăваш Енри тата ун тулашĕнчи чăвашсемпе ĕçлекен библиотекăсен методика центрĕ те шутланать.

2006-2009 çулсенче библиотека çуртне реконструкцилерĕмĕр. Çакăн хыççăн вăл курăмлă улшăнчĕ: çĕршыври чи пысăк библиотекăсемпе архивсен электрон çăлкуçĕсемпе тÿрремĕнех çыхăнма, электрон вулав залĕ, тренинг-центр, вулав тата право информацийĕн центрĕсене уçма, халăха информацин çĕнĕ технологийĕсемпе тивĕçтерекен центр йĕркелеме май пачĕ. Официаллă тĕлпулусем, пресс-конференцисем ирттерме тата ытти валли те майсем пур.

Виçĕ çул каялла библиотекăна Чăваш Республикин Патшалăх кĕнеке палатипе пĕрлештерчĕç, унта упраннă 77367 документ пирĕн фонда куçрĕ. Çапла вара кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне библиотека фондĕнче 2 млн та 31 пин те 741 экземпляр документ упранать. Çав шутран 196 пинĕшĕ – тавра пĕлÿ тата наци докуменчĕсем, вĕсенчен 60 пинĕ - чăвашла пичетленнисем.

- Вулавăшра «Чăваш кĕнеки» центр пурри те савăнтарать.

- Кунта республикăпа, унăн литературипе, культурипе тата историйĕпе, çутçанталăкĕпе, ăслăлăхĕпе, социаллă аталанăвĕпе çыхăннă тĕлĕнмелле литература упранать. Вĕсенчен чылайăшне вунсаккăрмĕш ĕмĕртех кăларнă. Центр таврапĕлÿ кăларăмĕсене цифра форми çине куçарас енĕпе нумай ĕçлет, наци электрон библиотекине йĕркелет.

Библиотека хăнисемшĕн тата унăн вулаканĕсемшĕн наци культурисен тата патшалăх символĕсен залĕсем те интереслĕ.

- Светлана Михайловна, Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕ патне таврăнар-ха. Иртнĕ çулталăкра эсир ертсе пыракан учреждени ĕçченĕсем хăш енĕпе уйрăмах çине тăрса вăй хучĕç?

- Наци библиотеки Литература тата Константин Иванов çулталăкĕсене ăнăçлă ирттерчĕ: чылай пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçа кĕчĕç. Вĕсем çинчен уйрăммăн чарăнса тăма та пулать. 2015 çулта «Чăваш литературоведенийĕпе критики: 1990-2010 çç.» библиографи кăтартăвĕ хатĕрлесе кăлартăмăр. Кунта 400 яхăн чăваш çыравçин ĕçĕ-хĕлне çутатса панă литературăна кĕртнĕ. Çавăн пекех тăван литературăн, литература тĕпчевĕн историйĕпе теорийĕн аталанăвĕн тĕп енĕсемпе те паллашма пулать.

Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле «Чăваш сăмахĕн ÿнерçи» мультимедиа кăларăмĕ хатĕрлерĕмĕр. Кунта çыравçăн кун-çулне кăна мар, унăн произведенийĕсене те туллин уçса панă. Сăмахран, «Хура çăкăр», «Михха», «Салтаксем» хайлавсен сыпăкĕсене кĕртнĕ. Хайлавсене итлесе те пăхма пулать.

Чăваш кĕнекин историне тĕпчекенсемшĕн «Чăваш кĕнеки: 1961-1980» каталог-репертуар та кăсăклă пулĕ тетĕп. Унта республикăра тата Раççей регионĕсенче асăннă тапхăрта чăвашла пичетленнĕ кĕнекесемпе брошюрăсене шута илнĕ. Сăмах май, чăвашла кун çути курнă 2144 кăларăм çĕршыври 11 библиотекăра упраннине тупса палăртрăмăр: Раççей наци библиотекинче, Раççей патшалăх библиотекинче, Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчи наци библиотекисенче тата ыт.те.

- Ман шухăшпа, библиотека иртнĕ çул пурнăçа кĕртнĕ икĕ проекта - «Нарспие» вулатпăр» тата «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» - уйрăммăн палăртмаллах. Мĕнлерех ĕçлерĕр вĕсемпе?

- Наци литературин чи лайăх произведенийĕсене халăхра сарас тĕллевпе «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» интернет-акци йĕркелерĕмĕр. Интернет-сасăлава тата хайлавсене пахалас ĕçе 2000 ытла çын хутшăнчĕ. Акци пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 100 чăваш çыравçин кĕнекисенчен тăракан электрон коллекцине хатĕрлерĕмĕр. 2015 çулхи авăн уйăхĕнче çак кĕнекесен пуххине Наци библиотекин сайтне вырнаçтартăмăр. Электрон форми çине куçарнă хайлавсене Интернет урлă кирек ăçтан та вулама пулать. Çак йышри чылай хайлава библиотекăсенче тупма çук, тахçанах кăларнипе «ватăлнă». Сăмах май, хăшне-пĕрне Чăваш кĕнеке издательствине çĕнĕрен пичетлеме сĕнĕпĕр.

«Нарспие» вулатпăр» проект - тĕнче шайĕнчи акци. Вăл 29 çĕршыври тата 45 хулари çынсене пĕрлештерчĕ. Раççей, Китай, Америка, Франци, Германи, Канада, Испани, Англи, Инди, Турци, Австрали, Венгри, Финлянди тата ытти çĕршыври тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ профессири çынсем вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăна тĕрлĕ чĕлхепе вуларĕç. Константин Ивановăн гениллĕ хайлавĕ 20 чĕлхепе янăрарĕ. Çак акци тĕрлĕ çĕршыври çынсене чăваш халăхĕн те тĕнче шайĕнчи поэт пуррине кăтартрĕ, К.Ивановăн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Çавăн пекех библиотекăра «Константин Иванов - чăваш поэзийĕн классикĕ» виртуаллă курав та йĕркелерĕмĕр. Куравра «Нарспи» поэмăн 15 чĕлхепе пичетленсе тухнă кăларăмĕсем те вырăн тупрĕç, унпа нумай вулакансем паллашма пултарчĕç.

- Ивановпа çыхăннă ытти мероприятирен тата хăшне асăнса хăварас тетĕр?

- «Константин Иванов. Чăваш классикине вулатпăр» аудиодиск та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Поэтăн вунă произведенине – çав шутра «Нарспи» поэмăна, «Тимĕр тылă» балладăна - Чăваш халăх артистки Светлана Савельева тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова вуларĕç.

- Иртнĕ çул эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă турăмăр. Мĕнлерех ĕçсем туса ирттерчĕ сирĕн библиотека?

- Чи малтанах Чăваш наци телерадиокомпанийĕпе пĕрле пурнăçланă «Ачасем валли Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен вулатпăр» радиопроекта асăннă пулăттăм. «Тăван радио» эфирĕнче чăваш тата вырăс çыравçисен вăрçă çинчен çырнă 40 ытла хайлав янăрарĕ.

Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тухса тăнă «Красная Чувашия» тата «Чăваш коммуни» хаçатсене цифра форми çине куçарса электронлă коллекци йĕркелерĕмĕр. 1941-1945 çулсенче тухнă çак хаçатсем электрон вулавăшра тата библиотека сайчĕ çинчен вырăн тупнă. Вĕсемпе вулакансем тÿрремĕнех паллашма пултарчĕç, халĕ те вĕсемпе паллашма май пур.

«Ял ачисене - кĕнеке» ыркăмăллăх акцийĕ те ăнăçлă иртрĕ. Тĕрлĕ ведомство, министерство, издательство тата кĕнеке кăларакан организацисем, писательсем, вулакансем пулăшнипе 33 пин патне кĕнеке пухнă, вĕсенчен 10 пинĕшĕ – ачасем валли. Паллах, асăннă акцин тĕллевĕ пархатарлă - ялти вулавăшсен фондне пуянлатасси, çитĕнекен ăрăвăн вулав культурине çĕклесси.

«Провинцири тĕлпулу» акци, ăна та Наци библиотеки пуçарăвĕпе йĕркеленĕ, республикăра пурăнакансене Раççейри тата Чăваш Енри паллă çыравçăсемпе, публицистсемпе, чĕлхеçĕсемпе, музыкантсемпе, художниксемпе çывăхланма пулăшрĕç. Çавна май Шупашкарти, Улатăрти, Канашри, Çĕнĕ Шупашкарти, Сĕнтĕрвăрринчи, Элĕкри, Вăрнарти, Муркашри, Вăрмарти, Етĕрнери тата ытти тăрăхри вулавăшсенче туслă тĕлпулусем иртрĕç. Вулакансем вĕсенче Лев Анисовпа /Мускаври çыравçă-историк/, Николай Нарышкинпа /Хусанти таврапĕлÿçĕ-публицист/, Гарри Бардинпа /Мускаври художник-мултипликатор/, Екатерина Генивăпа /Раççейри М.И.Рудомино ячĕллĕ ют çĕршыв литературин патшалăх библиотекин генеральнăй директорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ/ тата чăваш поэчĕсемпе, писателĕсемпе курнăçса калаçрĕç. Провинцири тĕлпулусем кăçал та иртеççĕ, чăваш çыравçисемпе тĕпчевçĕсем вулакансемпе татах та тĕл пулĕç.

- «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи лайăх кĕнеке» акци-конкурс йăлана кĕрсе çирĕпленчĕ пулĕ ĕнтĕ?

- Пĕлтĕрхипе 13-мĕш хут иртрĕ вăл. 2013 çулта чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ 192 кĕнекене пахалама тиврĕ. Чи лайăх кĕнекепе автора палăртма пурĕ 51 пин çын хутшăннăччĕ. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш чĕлхин кунĕ умĕн чысларăмăр. Кăçалхи конкурсра 2014-2015 çулсенчи кĕнекесем хутшăнаççĕ. Пĕтĕмлетÿне çÿ уйăхĕнче ирттерме палăртнă.

Наци кĕнекисен «Кĕнеке урлă – халăхсен çураçулăхĕ патне» фестивалĕн географийĕ çулленех пуянланса пырать. Фестиваль витĕмĕпе пурĕ 19 мероприяти, кĕнеке тата ÿнер куравĕсем йĕркелерĕмĕр. Вĕсене 2,5 пин çын хутшăнчĕ. Çавăн пекех иртнĕ çул Чĕмпĕрти В.И.Ленин ячĕллĕ ăслăлăх библиотекинче Чăваш кĕнекин кунне ирттертĕмĕр. «21-мĕш ĕмĕрти библиотека» смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче - Пĕтĕм Раççейри библиотека ĕçченĕсен кунĕнче – паллаштартăмăр.

Пĕтĕм Раççейри «Библиокаç - 2015» акцие чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалларăмăр. Сăмах май, çак акци библиотекăра тăваттăмĕш хут иртрĕ. Çак тапхăрта йĕркеленĕ çирĕме яхăн лапамра «Кам вăл Нарспи?» тавлашу кĕтесĕ, «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» литература турнирĕ, «Алран кайми», «Доктор Бассам» документлă фильмсен презентацийĕсем, «Нарспи» фильм-мюзиклăн кăтартăвĕ тата ытти те иртрĕç.

- Светлана Михайловна, тавтапуç сире пирĕнпе калаçма вăхăт тупнăшăн. Кăçалхи тĕллевĕрсене те пурнăçа кĕртмелле пултăрччĕ.

Надежда СМИРНОВА калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.