ТИНКĔЛЕ КУРĂКĔ - ХĂВАТЛĂ СИПЛЕВÇĔ
Халăх медицининче тинкĕле курăкĕн /тепĕр ячĕ - упа çырли, вырăсла - толокнянка/ çулçипе шăк хăвалама, бактерисене пĕтерме, дезинфекцилеме, хытарма, шыçнине ирттерме усă кураççĕ.
Вăрах нефрит
Пÿре шыççинчен /нефрит/ сипленме тинкĕле курăкĕн 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçине вĕренĕ сивĕ 2 стакан шыва ямалла. Сакăр сехет, çĕр каçа, лартмалла. Ирхине вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат хыççăн 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 2 эрне.
Цистит чухне
Шăк хăмпин шыççи /цистит/ аптратсан 1-2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçа 1 стакан сивĕ шыва ямалла, пăтратсах тăрса пĕр талăк лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер стакан кăшт ăшăтса ĕçмелле. Курс - 2 эрне.
Ывăнсан, вăй чаксан
2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Вĕрекен шыв мунчинче 5 минут лартмалла, илсен 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 5 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 2 эрне.
Нервсем пăсăлсан
2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçа 100 миллилитр шурă эрехе ямалла. Тĕттĕм ăшă вырăнта 14 кун лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 10-15-шер тумлам ĕçмелле. Курс - 2 эрне.
Пите çамрăклатма
1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тинкĕле çулçине тин вĕренĕ 100 миллилитр шыва ямалла. Вĕрекен шыв мунчине 10 минута лартмалла. Илсен 20 минутран, сивĕнсен, кăвак тăм хушса хăйма пек пуличчен пăтратмалла. Маскăна пите сĕрмелле, 15 минутран çуса тасатмалла. Курс - эрнере 2 хут. Виçĕ-тăватă эрнерен ÿт чылай лайăхланнине асăрхатăр.
Асăрханăр! Тинкĕле препарачĕсене ача кĕтекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен, хырăмлăх язвипе аптракан çынсен ĕçме юрамасть. Унсăр пуçне çак курăк шĕвекĕсене ĕçмелли курс икĕ эрнерен иртмелле мар тата виçене çирĕп пăхăнмалла. Малалла çак чирсенчен пулăшакан ытти курăкпа сипленме юрать.
Комментировать