Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕнче

20 Фев, 2016

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă район депутачĕсен Пухăвĕн анлă ларăвне хутшăнчĕ. Унта муниципалитетăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе тата кăçал чи малтан пурнăçламалли тĕллевсемпе паллашрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов докладра экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăрах ял хуçалăхĕнче, промышленноçра, суту-илÿре, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх комплексĕнче, социаллă тытăмра тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ. Производство калăпăшĕ, шалу ÿснĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ, ĕçсĕррисен шучĕ чакнă.

Шăмăршă ял хуçалăх районĕ шутланать. Мĕнпур тавар туса илнин, тĕрлĕ ĕç пурнăçланин тата пулăшу кÿнин калăпăшĕнче ял хуçалăх продукцийĕн тÿпи 79: йышăнать. Пĕтĕм тытăмри хуçалăхсенчи производствăн индексĕ 102,3 процентпа танлашнă. Республикăн вăтам кăтартăвĕ - 107,9:. Ÿсĕм чылай енĕпе пур пулин те вăл Чăваш Енĕн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Сăлтавĕ - тырпул тухăçĕ, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ пысăк марринче.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнчи номерĕнче.

 

 Фото Бориса Филатова

Рубрика: 
Теги: