Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кĕтекен хĕрарăма ăссăр арçын кăна хирĕçлет”
- "Кунг-фу Панда 3" фильмăн Лос-Анджелесра иртнĕ премьеринче эсир мăшăрăрпа иксĕр çăлтăр çулĕпе Анджелина Джолипе, Джек Блэкпа, Люси Льюпа пĕрле утнă. Хăçантанпа эсир Голливудра "хамăрьял” пулса кайнă? Дастин Хоффман вара сирĕн галстука та тÿрлетнĕ...
- Тĕрĕссипе, Дастин Хоффмана пурнăçра пĕрре те курманччĕ. Премьерăра пĕрремĕш хут тĕл пултăмăр. Эпĕ 2008 çултанпа По Пандăна калаçтарма пулăшнине пĕлсен Хоффман "Вау!" терĕ те çывăх юлташла манăн галстука пырса тÿрлетрĕ. Паллах, ку актерсемпе хутшăнни маншăн - пысăк чыс. Джек Блэк, эпĕ унăн сассине вырăсла куçаратăп, мультфильмăн виçĕ пайне те эпĕ "калаçтарнине” пĕлсен питĕ тĕлĕнчĕ. Ытти çĕршывра дубляж актерĕсене тăтăшах улăштараççĕ-мĕн.
- Премьера хыççăн мĕнле шухăшсем çуралчĕç?
- Йĕркелÿçĕсем кашни саманта, вак-тĕвеке шута илни тÿрех курăнчĕ. Полицейскисем кинотеатр патне пыракан тĕп çула хупса хучĕç. Пире куракансен хушшипе хĕрлĕ джипсемпе илсе çитерчĕç. Паллах, Америкăна ахаль турист пек те кайса курма пулать. Анчах та çăлтăр çулĕпе çăлтăрсемпе пĕрле утасси маншăн - пысăк чыс. Ĕçтешĕмсем те ман вырăнта пулнă тăк питĕ савăнĕччĕç. "Мистер, çаврăнăр-ха, йăл кулăр..." - çак сăмахсене Дастин Хоффмана мар, Джек Блэка та мар, шăпах мана каланине илтме мĕн тери кăмăллă! Çапах та Голливуд пирки "открытка çинчи идеал шайĕнчи ÿкерчĕк" темĕттĕм. Паллă çынсен чаплă çурчĕсем çумĕнчех çапкаланчăксем пурăнаççĕ. Паллах, йăлтăр-ялтăр, ун çумĕнчех - юхăнчăк, чухăнлăх... Чăн та, Викăпа иксĕмĕршĕн кăмăллă самантсем ытларах пулчĕç.
- Темшĕн эсир туй кĕрлеттерме васкамарăр - Сочире паллашнă хыççăн Мендельсон вальсĕ тăватă çултан кăна янăрарĕ.
- Ун чухне эпĕ, "Утомленные солнцем” КВН ушкăнĕн капитанĕ, вĕçĕмсĕр гастрольсенчеччĕ. Эпĕ Сочире пурăннă, Вика - Краснодарта, ашшĕ-амăшĕ патĕнче. Эпир уйăхра пĕрре тĕл пулнă тен. Пĕррехинче чăтаймарăм: "Атя пĕрле пурăнса пăхатпăр”, - терĕм. Вика Сочи хулине куçса пычĕ. Чăн та, кĕçех ăна унта та пĕччен пăрахса хăвартăм эпĕ - Гарик Мартиросян ТНТ канала "Наша Russia" проекта чĕнчĕ. Ку мана кĕсьене хулăнлатма та май пачĕ. Çапла вара Викăна Мускава пушă çĕре илсе пымарăм.
- Туя çапах та Сочире ирттертĕр-и?
- Паллах! Пирĕн пĕтĕм тăван унта вĕт! 07.07.07 цифрăна ăнсăртран суйламан - Вика çуралнă çав кун. "Çиччĕсем”, "саккăрсем" каярахпа модăна кĕчĕç. Эпир вара пĕрремĕш пулнă. Пирĕн ача час çуралмарĕ. Пĕрлешнĕренпе çичĕ çултан кăна аслă хĕр пĕрчи Эстелла кун çути курчĕ, каярахпа иккĕмĕшне аист илсе килчĕ. Иккĕшĕн çуралнă кунĕсене хушсан каллех çиччĕ пулать. Голливудри манăн пĕрремĕш премьера та çиччĕпех çыхăннă - кăрлачăн 16-мĕшĕ. Хушсан çиччĕ пулать. Пирĕн çемьешĕн питĕ телейлĕ цифра ку. Çиччĕ пирĕн çемьене телей кÿрет.
- Эсир кăмăллă лару-тăрура паллашнине пĕлетĕп.
- Эпир Краснодарта Çĕнтерÿ кунĕнче 2003 çулта паллашрăмăр. Виктория "çĕнтерÿ" пулнине пĕлтерни çитмен, хуняçа та Виктор ятлă манăн. Апла - икĕ хут Çĕнтерÿ! Маншăн чăнласах телейлĕ пулчĕ çав çул. Пирĕн команда КВН Аслă лигинче çĕнтерчĕ.
- Викăна Мускавра пушă вырăнта кĕтсе илмен терĕр...
- Мир проспектĕнче пĕр пÿлĕмлĕ хваттер тара илтĕмĕр те майĕпен ăна юлташсемпе, япалапа тултарма пуçларăмăр. МКАД тулашĕнче пурăнма питĕ йывăр пулĕччĕ - иксĕмĕр те çынна хăнăхнă. Кунта вара - центр, çын хушшинче...
- Сирĕнне регистраци тăтăшах тĕрĕслетчĕç-и?
- Пĕртен-пĕрре. Йĕркепе килĕшÿллĕн малтан хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан манăн паспорта аллисенче çавăрттаркаларĕç. Çакăн хыççăн кăна хăйсен манпа сăн ÿкерĕнес килнине каларĕç. Вçе, милици-полици таврашĕпе урăх çыхланман.
- Виктория, эсир Галустян мăшăрĕ пулнине çынсене тÿрех калатăр-и?
- Хама паллă çыннăн мăшăрĕ пек кăна пĕрре те туяс килмест. Çынсем çакна пĕлнĕ хыççăн хăйсене урăхларах тыткалани те вĕчĕрхентерет кăна. Йăпăлтатма, сăмах шырама пуçлаççĕ. Тин кăна эпĕ вĕсене пачах та кăсăклантармастăмччĕ, Галустян арăмĕ пулнине пĕлсен вара, мĕнле каламалла та, мана хак пама пуçлаççĕ. Çавăнпа та упăшка пирки май пур таран калаçмастăп. Анчах сăмах хăех темшĕн ун патне çаврăнса çитет. Пĕри унăн шÿтне аса илет, тепри - кăларăмне...
- Хăна йышăнма юрататăр-и?
- Пирĕн алăк яланах уçă. Кĕтмен хăнасене кăна кăмăлласах каймастăп. Викăпа иксĕмĕр те - кăнтăр енчен, хăнана сăйлама юрататпăр, çавăнпа пирĕн сĕтел тулли пулмалла. Хăнана пижамăпа мар, капăрланса кĕтсе илмелле пирĕн. Какая шашлăк валли маринадласа, сивĕтмĕше эрех хурса ĕлкĕрмелле. Маларах калаçса татăлсан пирĕн патра яланах питĕ пысăк та хаваслă ушкăн пуçтарăнать. Эпĕ ытларах килте канма юрататăп, ресторанра мар. Ачасене те килтех килĕшерех парать, кунта вĕсем темĕн те хăтланма пултараççĕ, никам та чалăшшăн пăхакан çук. Вика, тен, урăхларах шухăшлать, çапах та ун çине ĕç ытларах тиенет-çке. Анчах та пирĕн çавăн пек юлташсем - вĕсем сĕтел хатĕрлеме те, савăт-сапа пуçтарма та пулăшаççĕ.
- Эсир хăвăр та аван хатĕрлетĕр пулĕ-ха, аçăр повар вĕт.
- Телее, аттен тепĕр ывăл та пур, Давид. Тутлă апат-çимçĕпе çыхăннă пултарулăх йăлтах ăна куçнă. Эпĕ, йышăнатăп, хам пурнăçра нихăçан та апат хатĕрлесе курман, пĕлместĕп те.
- Эсир вара аннĕртен, врачран, тĕслĕх илнĕ - медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Виктория, фельдшер çемьерех пурри аван-тăр...
- Кулăшла тĕслĕх аса килчĕ... Пĕррехинче хытах чирлерĕм, ниепле те сывалса пĕтейместĕп. Миша тарăхрĕ те мана хăй сиплессине каларĕ. Хайхи темĕнле пысăк таблетка илсе килчĕ, ăна мана ĕçме хушрĕ. Эпĕ, вăйсăрлансах çитнĕскер, ăна-кăна пăхса тăмарăм. Анчах та эмеле ниепле те çăтса антарса яраймастăп. Тем чăшлать манăн çăварта... Миша тарăхать: "Эмел те ĕçейместĕн-и?!" - тет. Каярахпа çакă паллă пулчĕ - ку таблеткăна малтан шывра ирĕлтермелле пулнă-мĕн... Анчах та кун пекки пĕрре кăна пулнă. Миша темĕн тума та пĕлет. Сурансене те хăех çыхать. Пĕр япала кăна çитмест пире. Мишăн ялан е ÿкерĕнме каймалла, е гастрольсем, вăт килте ытларах пулсанччĕ...
- Эсир ачăрсене тĕлĕнмелле ятсем панă: Эстелла, Элина... Кам суйланă?
Виктория: Эпир пĕрремĕш ачана питĕ вăрах кĕтрĕмĕр. Çавăнпа та ăна хăйне евĕр ят парас килчĕ. Иккĕмĕш те хĕр пулассине пĕлсен пĕр евĕртерех янăракан ят шырарăмăр. Манăн пĕлĕшсен хушшинче Элина ятлисем пур, пурте пĕр пекрех вĕсем: çепĕç, туйăмлă, çав вăхăтрах характерлă. Вăт пирĕн те кĕçĕнни хăйне кÿрентерме памасть, кирек мĕнле ыйтупа та хăйĕн шухăшне палăртать.
Михаил: Ачасен ячĕсене вĕсем амăшĕн варĕнче выртнă чухне суйланă та эпĕ пуринпе те килĕшеттĕм. Пысăк хырăмлă хĕрарăма ăссăр арçын кăна хирĕçлеме пултарать /кулать/.
- Тĕне кĕртнĕ-и ачăрсене?
- Аслин хресна ашшĕ - кинокомпани енĕпе манăн партнер Армен Аманикян. Кĕçĕннин хальлĕхе хресна ашшĕ-амăшĕ çук-ха.
Виктория: Хăй вара кăсăкланать те ĕнтĕ - мĕншĕн Эстеллăн пур вĕсем, унăн вара - çук? Эпир Мишăпа кăштах ăслăлантăмăр курăнать - мĕншĕн пирĕн ачасемшĕн татса памалла? Эпир Элинăна сăнама пуçларăмăр - кам патне ытларах туртăнать вăл? Ку тĕслĕхре тĕрĕс тунă пек туйăнать, каларăм ĕнтĕ, Элина - хăйĕн шухăшне палăртма хăнăхнă. Пулас хресна ашшĕ-амăшне те хăех суйлать пулĕ тетпĕр.
- Ачăрсене мĕнле воспитани паратăр?
- Эстеллăна шкула васкаса ямăпăр. Тĕрĕссипе, хăшне ярассине палăртман-ха та. Ача садĕнче вăл акăлчанла вĕренет, пианино калама хăнăхать, художество студине çÿрет. Гимнастикăпа, конькипе ярăнассипе аппаланать.
- Конькие ашшĕне кура суйланă-и?
- Пăр çинче эрешсем туса ярăнасси - чăнкă! Викăпа иксĕмĕрĕн çакăн пек май пулманнишĕн шеллетĕп эпĕ. Кун пек ачасем тăтăш чирлеменнине, вĕсен иммунитечĕ çирĕпреххине сăнарăмăр эпир. Çавăнпа Эстеллăна та пăр çине илсе килтĕм. Сăмах май, Викăна та коньки çине тăратрăм, ку таранччен ярăнманччĕ вăл.
- Эсир пĕр вĕçĕмсĕр мĕне те пулин вĕренетĕр. Нумаях пулмасть юрист дипломне илтĕр. Виктория психологи факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Мĕн тума кирлĕ сире ку?
- Манăн хамăн кинокомпани пулнипе тĕрлĕ килĕшÿпе, контрактпа ĕçлеме тивет. Саккун капла та кăсăклă маншăн. Право патшалăхĕнче пурăнса вĕсене пĕлменни тĕлĕнтерет те. Маларах вара эпĕ Сочире туризм тата курорт ĕçĕ пирки диплом çырнăччĕ. Совет Союзĕн историне тишкернĕччĕ - космоса пĕрремĕш хут вĕçнинчен пуçласа перестройка таранччен. Аудиторие телекамерăллă çынсем кĕнинчен тĕлĕннĕччĕ. Кайран ăнлантăм - вĕсем Галустян шÿтлеме пуçласса кĕтнĕ-мĕн. Анчах ман пуçра шÿт шухăшĕ марччĕ...
Вика вара экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕçлеме пуçласан ку хăйне пачах та кăсăклантарманнине туйса илнĕ. Пĕр вăхăт кил хуçи рольне виçсе пăхнă хыççăн тĕрлĕ курсра ăс пухнă: актер ăсталăхĕ, диджей. Анчах та пĕр ĕçĕпе те аппаланма ирĕк памарăм. Каярахпа хăйне мĕн кирлине ăнланса илчĕ. Унăн çĕнĕ профессийĕ çемьене те ырă витĕм кÿрет. Малтанах эпĕ мĕн те пулин хĕрсе кайса каласан пирĕн килте тавлашу тухатчĕ. Халĕ манăн сăмахсене урăхларах йышăнать, эпĕ те вăл мĕн каланине тăнлакан пултăм.
- Психолог арăм - лайăх апла. Михаил, сире шăпа парне хыççăн парне кÿрет курăнать...
- Питĕ ансат - енчен те темĕн мана хирĕçле пырать тĕк эпĕ пуçпа стенана çапмастăп, пурнăçа урăхларах хаклама тăрăшатăп: лару-тăрăва кура. Хампа мĕн пулса иртнине шăпа парни вырăнне йышăнма тăрăшатăп. Çав çул чăнах та питĕ ăнăçлă пулчĕ - Викăпа паллашрăм, КВНра выляса илтĕмĕр. Анчах та çулталăкранах хăрушă аварие çаклантăм, икĕ ура та хуçăлчĕ. Анчах та ун чухне те аптраса ÿкмерĕм. Ку çÿлтен паллă панăн туйăнчĕ - ытла хытă ан сик.
- Халĕ вара ăçталла сикетĕр?
- Эрменсен пысăк çемье пуянлăх шутланать. Шел те, хамăн тымарсене пĕлсех каймастăп. Çĕр çул каялла Турцире эрмен халăхне хирĕçле хăрушă геноцид пулнă, çавна пула пирĕн нумайăшĕн йăх йывăççи çухалнă. Мăн асаттерен пуçласа хамăн историе çапах та пĕлетĕп. Асаттен вуникĕ шăллĕ-пиччĕшĕ тата виçĕ аппăшĕ-йăмăкĕ пулнă. Асаннен, унăн хушамачĕ Саулян пулнă, йăхĕ вăрăм ĕмĕрпе палăрнă. Пирĕн юн питĕ лайăх! Атте-анне пирĕн пата тăтăшах килеççĕ. Ачасене кашни çуллах вĕсем патне ăсататпăр - Сочие е Краснодара. Ну, Викăпа иксĕмĕр вĕсем тинĕс хĕрринче шампăлтатнă май йыш хушма тăрăшăпăр, Эстеллăпа Элина шăллĕне е тепĕр йăмăкне хирĕç пулас çук пек туйăнать.
Комментировать