Чăвашкино пуласлăх. - çамрăксем

19 Фев, 2016

Ĕнер республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче сумлă хăнасем - ЧР кинематографистсен союзĕпе «Суварфильм» видеокомпани ертÿçи Олег Цыпленков тата «Диал» пĕрлешÿ директорĕ Алексей Иванов - пулнă.

Вĕсем Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕн студенчĕсене Чăвашкино кун-çулĕ, чăвашсен пĕрремĕш режиссерĕпе Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юн киноактриса çинчен каласа кăтартнă. Режиссерсем паянхи чăваш кинематографийĕ пирки те сăмах пуçарнă. Олег Цыпленков пĕлтĕр иртнĕ Пĕтĕм чăвашăн «Асам» кинофестивалĕн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăнă, Алексей Иванов вара «Аксар» студин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех хăнасем режиссерпа операторăн ĕç вăрттăнлăхĕсене уçса панă, çамрăксене Чăваш киновне аталантарас ĕçе хутшăнма сĕннĕ.

«Унăн яч. - .м.рл.хе»

Çак ятпа Патăрьел районĕнчи «Çăкăр» историпе этнографи музейĕнче Чăваш халăх поэтне Геннадий Айхине /1934-2006/ асăнса курав уçăлнă.

Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕнћялта çуралса ÿснĕ сăвăç вилнĕренпе нарăс уйăхĕнче 10 çул çитрĕ. Курава сумлă çыннăн паллă кĕнекисене тăратнă. Вĕсен хушшинче Борис Пастернака халалланă «Разговор на расстоянии» кăларăм питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех куравра поэт йăмăкĕн Ева Лисинăн кĕнекисем те вырăн тупнă. Экспонатсемпе чи малтан Шăнкăртамри 2-мĕш вăтам шкулăн вĕренекенĕсем паллашнă. Экскурси йĕркелекен Наталия Румянцева ачасене мухтавлă ентешĕ тата унăн кĕнекисем çинчен кăсăклăн каласа панă.

Г.Айхи вырăсла та, чăвашла та çырнă. Унăн хайлавĕсене 45 чĕлхене куçарнă, вĕсем тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕршывра кун çути курнă. Хăй те вăл тĕнчери паллă çыравçăсен нумай сăвви-калавне чăвашлатнă.

Çамрăк ăстан курав.

Йĕпреç районĕнчи алĕç ăстисемпе çамрăксем тĕп библиотекăра ентешĕпе - Мария Корнилова дизайнерпа - тĕл пулнă. Пĕчĕк Упакасси пики вĕсене альбомсем тăвас ăсталăх - скрапбукинг - çинчен каласа кăтартнă.

Чăваш патшалăх университечĕн дизайнпа компьютер технологийĕсен факультетĕнче магистратурăра вĕренекен хĕр скрапбукингпа темиçе çул каялла кăсăкланма пуçланă. Çавăн пекех вăл кардмейкингпа /открыткăсем тăвасси/ интересленет. Çамрăк ÿнерçĕ пухăннисене те тĕрлĕ япаларан - хутран, тÿмесенчен, чĕнтĕртен, хăюран, журнал листисенчен... - фотоальбомсем тума, фоторамăсене илемлетме, сăнÿкерчĕклĕ открыткăсем ăсталама вĕрентнĕ. Йĕпреçсем дизайнерăн ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ.

Куславккасем ентешне манмаçç.

Совет Союзĕн Геройĕ Сергей Бутяков шурă финсемпе çапăçса 1940 çулхи нарăс уйăхĕнче паттăрла пуç хунă. Куславкка районĕнчи Анат Шуршу ялĕнче çуралнăскерĕн ачалăхĕ Мари Республикинчи Звенигово хулинче иртнĕ.

Паттăр танкиста Куславккасем ялан асра тытаççĕ. Кăçал вăл çуралнăранпа 100 çул çитет. Çавна май спорт ветеранĕсем Михаил Андреевпа Валерий Семенов, культура ĕçченĕ Михаил Гуреньков тата шкул ачисем Сергей Осипов, Алексей Сергеев, Евгений Катерин йĕлтĕрпе «Анат Шуршу ялĕ - Звенигово хули» маршрутпа ентеш пурăннă тăрăха çитрĕç. Звенигово хулинче С.Бутяков палăкĕ умĕнче митинг иртрĕ. Унта районти ветерансен канашĕн тата хула администрацийĕн представителĕсем чăваш ачи пирки ăшă сăмахсем каларĕç. Митинг хыççăн йĕлтĕрçĕсем Чăваш Утар ялне çул тытрĕç. Ку - маттур тепĕр чăвашăн, Совет Союзĕн Геройĕн Никифор Марковăн тăван ялĕ. Унта вĕсем вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.

Кăçал кĕркунне Анат Шуршусем С.Бутяковăн çуралнă кунне паллă тума хатĕрленеççĕ. Халĕ ялта музей тума тытăннă.

А.МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.