Пур çавăн пек професси:Тăван çĕршыва хÿтĕлесси

19 Фев, 2016

Чăваш Енри çарпа патриотизм клубĕсемпе пĕрлешĕвĕсен иккĕмĕш слетне кăçал 150 ытла çамрăк патриот хутшăнчĕ. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти шкулсен, Ача-пăча полици академийĕнче вĕренекенсен вунвиçĕ команди тĕп хулари Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче тĕрлĕ енлĕ ăмăртура хăйсен вăйне, ăсне кăтартрĕ.

Мероприятие çавăн пекех ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем полици академийĕн воспитанникĕсене вунă çула яхăн теори пĕлĕвĕ параççĕ тата практика занятийĕсем ирттереççĕ. Слет хăнисен шутĕнче академирен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра РФ Наркотĕрĕслев службин Çĕпĕр юридици институчĕн пĕрремĕш курсĕнче пĕлÿ илекен Артем Фомин тата Александр Литвинец пулчĕç.

Жюри членĕсене лайăххисенчен лайăххисене палăртма çăмăлах пулмарĕ ахăртнех. Виççĕмĕш вырăна Шупашкарти 37-мĕш шкул команди йышăнчĕ. Иккĕмĕшсем - тĕп хулари 41-мĕш шкул патриочĕсем. Иккĕмĕш слет çĕнтерÿçи - Ача-пăча полици академийĕн «Тăван çĕршыв» команди. Право хуралĕн службин профилĕпе хушма пĕлÿ паракан учреждени /сăмах май, Раççейре кун пекки урăх çук/ воспитанникĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçлипех йышăнчĕç. Вĕсем çирĕп сывлăхлă, тарăн пĕлÿллĕ, чылайăшĕн спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе разрядсем те пур тата çамрăк патриотсен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вĕренес тĕллевĕ питĕ пысăк.

Тăван çĕршыва, чăнах та, чунпа туйса, ăспа пĕлсе хÿтĕлемелле. Çамрăк патриотсен слечĕ евĕр мероприятисене йĕркелесе ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсене вĕсем хăйсен вăйне, ăс-хакăлне кăтартма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май параççĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.