Саламлать мĕнпур тăван
Çак сăмахсенĕ тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, тарават чунлă Манефа Витальевна Фомина çинчен каланăн туйăнать. Туйăнать кăна мар, вăл чăннипех ĕçĕпе те, чунĕпе те илемлĕ. Çав илем унра пур çĕрте те палăрать. Юратнă ĕçтеше эпир ĕçĕнчен пĕлетпĕр, куратпăр.
Çынни мĕнле, ĕçленине те çавнашкал теççĕ. «Ĕçчен çыннăн автанĕ те ир вăранать» тенешкел Манефа та тул çутăличчен тăрать, кил-çурта пуçтарать, ачисене апат çитерет те ĕçе васкать. Вăл Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш шкулĕнче вăй хурать.
Ĕçлеме кăна мар, тĕрлĕ уяв йĕркелеме те пултарать вăл. Уяв иртекен вырăна тирпей-илем тата сăн кĕртме ыр канашсем пама та мехел çитерет. Турă пани пур теççĕ ун пек çынсен пултарулăхне.
Кăмăлĕ лайăх унăн. Ял тăрăхĕн-чи пĕр уяв та вăл хутшăнмасăр ирт-мест. Уявсенче хăй те ăмăртусемпе юрра-ташша хастар хутшăнать. Вăйă картинче юрă-такмак ăста шăрантарать. Çăварнире хăнасемпе ял халăхне тутлă икерчĕпе тата тĕрлĕ сиплĕ курăкран вĕретнĕ чейпе сăйлать. Акатуйра вара какай шÿрпи çитерсе савăнтарать.
Ÿркенмен ăста пулнă теççĕ. Тĕрлĕ япала ăсталама çĕнĕ шухăш хăвачĕ пысăк Манефăн. Алли ылтăн унăн. Каннă вăхăтра алă çаврăнăшĕ çитерсе хăй кăмăллакан ĕçе кÿлĕнет, кирлĕ шайра вăй хурса чун киленĕçне тупать. Хăва хуллинчен карçинккасем, кăмпа кунтăкĕсем çыхать. Хальхи вăхăтра 2-3 çул хушшинче хутран тĕрлĕ савăт-сапа тума вĕренчĕ. Вĕсене вăл йывăç пĕветмелли им-çампа /морилкăпа/ пĕветет. Хатĕр япаласене хунямăшне, Галина Павловăна, тата тăванĕсемпе юлташĕсене час-часах парнелет.
Ĕç, ĕçченлĕх - пурнăç тыткăчи. Гена мăшăрĕпе пĕрле кил хуçалăхне тĕрĕс те типтерлĕ тытса пырать. Кил хушшинче пур япала хăй вырăнĕнче. Лара-тăра пĕлмен Манефа çу кунĕсенче ерçнĕ чухне анкартинче тăрмашать. Сухан-ыхра, çĕрулми йăранĕ таса, пĕр çумкурăк та çук. Анкартин пĕр пайĕнче илем тĕнчи туса хунă. Çур анкарти - юмах тĕнчи. Тĕрлĕ çимĕçлĕ пахчара улма-çырла йывăççи ÿсет, чечек ешерет. Бассейн та пур. Ун йĕри-тавра - чĕрчунсен кÿлеписем.
Пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнакан Манефăпа Гена çутçанталăк кĕтесне йĕркелесе Ĕç çыннин çулталăкĕн-че пире ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Ĕçне кура хисепĕ. 2015 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мăн Явăш ял тăрăхĕн депутачĕ Манефа Витальевна 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ĕçе чылай тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн, общество ĕçĕнче палăрнăшăн, хастар пулнăшăн вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тата Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Манефа Витальевнăна 55 çул тултарнă тата Хисеп хучĕсем илнĕ ятсемпе ăшшăн саламлатпăр, вăрăм кун-çул, тулли телей, сывлăх сунатпăр. Пурнăç сукмакĕпе нумай çул утма сывлăх, ăнăçу сунатпăр.
Çирĕмри пекех вăр-вар эс,
Вăтăрти пекех ĕçчен!
Кам тĕлĕнмĕ, кам ĕненĕ
Юбилей çитрех тесен.
Çĕр çулччен халь пурăнсам,
Саламлать мĕнпур тăван!
Комментировать