Лазертаг
Эпĕ Шупашкарти кадетсен 14-мĕш шкулĕнче вĕрентетĕп. Хам ертсе пыракан 6-мĕш «а» класс ачисем питĕ маттур, темĕн те курма-пĕлме юратаççĕ. Вĕсемпе ĕçлеме интереслĕ.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин вĕренÿ çинчен калакан саккунĕсем шкул ĕçченĕсем умне яваплă задачăсем лартаççĕ. Воспитани ĕçне вăйлатасси те пысăк вырăн йышăнать. Ачасем чăн-чăн патриотсем пулса ÿсчĕр тесе вĕренекенсене тăван халăх культурипе тата ăс-хакăлĕпе туллин паллаштармалла, ăша хывса хăвармалла. Ку тĕлĕшпе вĕренекенсене кружоксем тата класс тулашĕнчи мероприятисем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Тĕслĕхрен, шкулта кашни класрах экскурси кунĕ йĕркеленĕ. Ăна класс ертÿçи ирттерсе пырать. Экскурсисем укçа-тенкĕпе çыхăннăран, паллах, ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни кирлĕ.
Класри ачасен ашшĕ-амăшĕн шухăшĕсене, туйăмĕсене ăнланатăп - çакă пире çывăхлатать, пĕрле ĕçлеме çăмăллатать. Ачасене 3-мĕш класран пуçласа чăваш чĕлхи вĕрентетĕп, пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнчен - класс ертÿçи. Пирĕн класра 22 арçын ача тата 4 хĕрача. Вĕсем тĕрлĕ çĕртен, çав шутра Шупашкар çывăхĕнчи ялтан та, Кÿкеç поселокĕнчен те çÿреççĕ.
Эпир ачасемпе экскурсисемпе ăçта кăна пулмастпăр! Шупашкарти трактор музейне те кайса куртăмăр. Çапах та вĕренекенсемшĕн чи хаваслă, кăмăллă мероприяти - кĕтменлĕх тытăмĕллĕ чуна кăтăклакан вăйă. Пирĕн класăн Шупашкарта чи юратнă вырăн пур. Пысăк уявсенче эпир класĕпех унта каятпăр. Çĕнĕ çул умĕн канма тата выляма тухса кĕни çинчен вара 6-мĕш «а» класс ачисем республикăри тантăшĕсене те каласа парас терĕç.
Светлана ПЕТРУШКИНА,
вĕрентекен
Екатерина ХАМЗИНА:
- Çĕнĕ çул умĕн атте-анне пирĕн валли чăн-чăн парне хатĕрлерĕ. Раштавăн 26-мĕшĕнче эпир Гремячевăри кану базине кайрăмăр. Музыка, дискотека, хаваслă тантăшсен шÿчĕсем - юмаха лекнĕ пекех. Чи интересли вара кăшт каярах тытăнчĕ: кану каçĕн апогейĕ лазер «вăрçи» пулчĕ. Пире ятарлă снаряжени, тумтир тăхăнтартрĕç, лазер автомачĕсене тыттарчĕç. Пăхма вĕсем чăн-чăн хĕç-пăшал пекех. Лазертагла чылайччен вылярăмăр пулин те куç хупса илнĕ пек иртсе кайрĕ лазер «вăрçи». Эпир хавхаланса та вĕриленсе кайнăран вăхăт мĕнле шунине асăрхамарăмăр та. Вăйă вĕçленсен те «çапăçу хирĕнчен» никамăн та каяс килмерĕ.
Чи тĕлĕнмелли вара - хамăра хамăр урăхларах курма тытăнни пулчĕ. Хăш вăхăтра аслăлантăмăр та пысăклантăмăр эпир. Вăйă пынă хушăра чăн-чăн кадетсем пекех туйса илтĕмĕр хамăра. Пурте пĕр-пĕрне пулăшма хатĕрччĕ. Пирĕн туслă та ырă кăмăллă класа татах та пĕр тĕвве çыхрĕ лазертаг похочĕ.
Александр ЯКИМОВ:
- Кăçалхи Çĕнĕ çул пирĕн класшăн Гремячевопа çыхăннă. Кану базине çитсенех пире пысăках мар çурта вырнаçтарчĕç. Вара ачасемпе мечĕк хăвалама тухрăмăр, атте-анне сĕтел хатĕрлеме юлчĕç. Лазертаг валли ятарлă форма - шăлавар, куртка, пуç çыххи - пачĕç. Çак тумтире тăхăнсан хамăра чăнкăн туйса илтĕмĕр, фото ÿкерттертĕмĕр. Чăнкăлăх вара пуçланнă кăна иккен - пире хĕç-пăшал та тыттарчĕç. Питĕ хаваслă çапăçу пуçланчĕ, лазер «вăрçи» чуна тыткăнларĕ. Сисмен те - çур сехет иртсе те кайнă. Пире уяв апачĕ тутанса пăхма чĕнчĕç. Юрă-кĕвĕпе, ташăпа асамлатрăмăр ăна. Кайран вара каллех лазер автомачĕсемпе «вăрçă сукмакĕпе» чупрăмăр.
Лазертаг вĕçленсен пирĕн пата Хĕл Мучи мăнукĕпе çитрĕ! Вăл пире Çĕнĕ çулпа саламларĕ. Эпир унпа пĕрле фото ÿкерĕнтĕмĕр. Хыççăн Хĕл Мучи пирĕнпе хăваласа çитмелле те вылярĕ. Питĕ хаваслă иртрĕ пирĕн кану. Хамăр та самаях ывăнтăмăр.
Данила ТРОФИМОВ:
- Уроксем хыççăн класĕпех Гремячевăна вĕçтер-тĕмĕр. Малтан кăштах мечĕк хăваласа илтĕмĕр. Вара ушкăнсене пайлантăмăр. Ятарлă форма тăхăнсан, лазер автомачĕсене илсен лазертаг правилисене ăнлантарса пачĕç. Полигонра пурĕ тăхăр «çапăçу» ирттертĕмĕр. Пирĕн команда хытă тăрăшрĕ - эпир 5:4 шутпа çĕнтертĕмĕр. Вăйă варринче тăхтав пулчĕ: пире сĕтел хушшине чĕнчĕç. Канса илнĕ хыççăн лазер «вăрçине» малалла тăсрăмăр. Лазертаг вĕçленсен шашлăк астиврĕмĕр. Тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем тытăнчĕç, хаваслă музыкăпа ташлакансем те тупăнчĕç. Эпир пĕчĕк ушкăнпа футболла выляма тухрăмăр. Тĕттĕмленнĕччĕ, мечĕк те аран курăнатчĕ. Футбол хыççăн аслисемпе юр чăмăрккисемпе пемелле вылярăмăр.
Владислав ГОРШКОВ:
- Кану базинче лазертаг иртекен полигона йăлтах пăхса çаврăнтăмăр. Унтан кăштах футболла вылярăмăр. Пире камуфляж тум, «ăслă» техникăллă пуç çыххи тăхăнтартрĕç те инструктор вăйă автомачĕсене тыттарчĕ, «вăрçă» мĕнле йĕркепе иртессине ăнлантарчĕ. Икĕ ушкăна уйрăлтăмăр та - вара лазертаг пуçланчĕ! Енчен те пайăркапа лектерсен пĕр «пурнăç» сÿнет. Вăйăра вара кашнин 4 «пурнăç». Лазерпа сана лектерсен «ăслă» пуç çыххи сасă парать те пуçа чĕтретсе илет - кăтăклă çакă!
Эпир «çапăçнă» хушăра атте-анне уяв апачĕ хатĕр-лерĕ. Лазертага чарса илме тиврĕ. Чĕре сури тунă хыççăн малалла выляма кайрăмăр. Атте-анне вара хаваслă кĕвĕ çемĕпе ташла-ташла шашлăк хатĕрлерĕ. Сиссе те ĕлкĕреймерĕмĕр - пирĕн вăйă вăхăчĕ пĕтрĕ те. Шашлăк тутаннă чухне тĕрлĕ конкурс, вăйă йĕркелерĕç.
Даниил КИРИЛЛОВ:
- «Грмячево» кану базинчи тĕп тĕллев - лазертаг! Ятарлă тум тăхăнтартрĕç, хĕç-пăшал тыттарчĕç, инструктаж ирттерчĕç те «вăрçă хирне» тухрăмăр. Полигон самаях пысăк, пытанмалли вырăнсем нумай. Хăш самантра мĕлтлетсе иртсе кайрĕ икĕ сехет ытла тăсăлакан лазертаг! Вăйă хыççăн каллех уяв сĕтелĕ тавра пуçтарăнтăмăр. Музыка янăраса кайсан пурте ташлама тытăнтăмăр. Шел, пире илме автобус ытла ир килчĕ. Ачасене кăна мар, атте-аннене те килĕшрĕ лазертаг похочĕ.
Максим ФАРАДЖОВ:
- Гремячевăна çитсен кăштах шăмшака çемçетсе илнĕ хыççăн лазер вăййине чĕнчĕç. Снаряжени тата хĕç-пăшал пачĕç. Лазертаг правилисене питĕ тимлĕн итлерĕмĕр. Вара полигона тухрăмăр. Питĕ кăсăклă та чуна кăтăклакан вăйă вăл - лазертаг. Çĕнтерÿ хыççăн уяв сĕтелĕ тавра пуçтарăнсан музыка кĕрлеме тытăнчĕ. Хĕл Мучипе Юр пике те пире саламлама çитрĕç. Пурин те туйăмĕсем уяв кĕтречĕпе вĕресе тăчĕç.
Елена ИВАНОВА:
- Гремячевăра хитре те хăтлă пысăках мар çуртра атте-анне сĕтел пуçтарчĕ, эпир, хĕрачасем, аслисене пулăшрăмăр. Арçын ачасем çак хушăра футболла вылярĕç. Апат хыççăн пире хитре форма пачĕç, автоматсем тыттарчĕç. Лазертагла каç пуличченех вылярăмăр. Кайран вара каллех уяв сĕтелĕ тавра пуçтарăнтăмăр. Пурин те кăмăл питĕ хаваслăччĕ, чăтаймарăмăр - урама тухса юрлама-ташлама тытăнтăмăр. Хĕл Мучипе Юр пике те пире саламлама килчĕç. Пăхмасăр каланă кашни сăвăшăнах вĕсем пылак çимĕç пачĕç. Нумайччен савăнтăмăр çапла. Кайран вара каялла шкула кайрăмăр. Автобусра та юрлама чарăнмарăмăр. Хамăр пĕлекен кĕвĕсене пурне те аса илтĕмĕр пулмалла.
Çакăн пек аса-илÿ манăн вĕренекенсен. Лазертаг похочĕ çинчен кашниех пĕчĕк тĕрленчĕк çырса пачĕ. Шел, пурне те те пичетлеме май çук. Асра юлнă ытти экскурсисемпе те республикăри тантăшĕсене паллаштарас кăмăл пур ачасен.
Комментировать