Кăмăлĕ пусăрăнсан кĕвĕ тĕнчине путать

18 Фев, 2016

ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиатки Анастасия Кириллова Шупашкарти С.М.Максимов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче иккĕмĕш çул кăна тăрăшать пулин те шăпăрлансен юратăвне, ĕçтешĕсен хисепне тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Йăрăс пÿллĕ 25 çулти пике шкул ачи пекех курăнать. Вăл фортепиано чуна витермелле калать. Унăн пÿрнисем инструментăн пускăчĕсене перĕнсен илемлĕ кĕвĕ тĕнчине путатăн.

Анастасийăна 5 çулта чухнех Шупашкарти С.М.Мак-симов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулне çавăтса килнĕ. Шел те, классенче ачасем çителĕклĕ пулнăран ăна унта улттă тултарсан çеç йышăннă. Амăшĕ Ирина Ивановна пĕчĕкскерĕн пурнăçне юрă-кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарма ахальтен шухăшламан. Хăй те çамрăк чухне аппăшĕпе пĕрле музыка шкулĕн çулне çичĕ çул такăрлатнă. Ашшĕ хĕрĕсен чун туртăмне кура фортепиано туянса панă. Халĕ унпа унăн мăнукĕ Анастасия усă курать.

Настьăна амăшĕ мĕн пĕчĕкренех вĕренÿре пулăшса пынă. Ытти ача кунĕпех урамра вылянă чухне вăл нотăсем вĕреннĕ. Педагогсем киле панă ĕçе ăша хывма тăрăшнă. Шкултан вĕренсе тухсан хĕр пĕр иккĕленмесĕрех Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытнă. Аслă пĕлĕве вăл Хусанти Н.Г.Жиганов ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕнче илнĕ.

Стипендиатка шухăшĕпе, лайăх специалист пуласси вĕрентекенрен нумай килет. Çавăн пекех юрра-кĕвве юратни те витĕм кÿрет. Настя мусăкçăн пурнăçне спортсменăннипе танлаштарать: кашни кун хатĕрленмелле, нумай ĕçлемелле. Искусствăра та спортри пекех нумай тăрăшмалла. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.