Хĕл вĕçĕ - хĕрÿ тапхăр

18 Фев, 2016

Нарăс уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта 20 çула çитмен çăмăл атлетсен Раççей шайĕнчи хĕллехи чемпионачĕ иртрĕ. Пирĕн ентешсенчен унта Марина Сизова палăрчĕ. 19 çулти пике ăмăртăвăн пĕрремĕш кунхине 60 метрлă дистанцире 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче вара 200 метрлă дистанцие 24,09 çеккунтра чупса тухса çĕршыв чемпионкин ятне тивĕçрĕ тата Европăри ăмăртусене хутшăнмашкăн путевка çĕнсе илчĕ. Унăн командăри юлташĕ Артем Афанасьев çак дистанцирех тăваттăмĕш пулчĕ. Елчĕк районĕнчи Зинаида Антоновăпа Канашри Мария Владимирова та, Шупашкарти Станислав Федоров та лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен яш 1500 метра 3 минут та 53,24 çеккунтра чупса тухса «бронзăна» тивĕçрĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.