- Чăвашла верси
- Русская версия
Çăвĕпе пухнă укçапа чаплă фотоаппарат туяннă
Кашни çын хăйне май пултаруллă: пĕри йывăр хăнăхтарусен хуравĕсене ăсрах шутласа тупать, тепри тутлă апат янтăлать… Ÿркенмелле мар çеç. Кахалланса лариччен пурнăçри кашни çеккунта усăллă ирттермелле, савăнса юлмалла. Ĕçрен ывăнса килсен кĕнеке вуласа, илемлĕ кĕвĕ итлесе е алла йĕппе çип тытса канма пулать. Тĕрĕ тĕрлесси чуна лăплантарать, кулленхи ыйтусенчен тарса урăх тĕнчене путарать. Шупашкарта пурăнакан Татьяна Майорова 15 çула яхăн тĕрлет. Унăн ĕçĕсене курсан шухăшсем инçете, асамлă тĕнчене илсе каяççĕ. Татьянăпа калаçнă май вăл пур енчен те маттур пулнине пĕлтĕм. «Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă», - тени шăпах ун çинчен. Малалла вулас...
Комментировать