Суйлава кайманшăн амăшне тĕрмене хупнă

18 Фев, 2016

Шăпа... Пĕрисене ĕмĕр тăрш­шĕпех сăпкари пек сиктерет вăл, теприсене çил-тăвăл йывăçа лăсканă евĕр туллать. «Турă çырнинчен иртеймĕн», - тесе лăплантарать этем хăйне кун пек чухне. Ăраскалĕ кирек епле çаврăнса килсен те чăтать, тĕнчене савăнма килнĕскер час-часах куççульпе çăвăнсан та ыранхи куна хĕвел шевлипе пуçласса шанать. Ыррине кĕтет, йывăрлăхсене шăла çыртса парăнтарать. Элĕк районĕнчи Шĕмшешри ватăсен çуртĕнче лăпкă пурăнмашкăн кĕтес тупнă Мария Прокопьевăпа калаçса ларнă май шухăша путрăм. Унăн йывăр кун-çулĕ еплерех нушаллă иртнине куççуле шăлса итлерĕм. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.