Сывă выльăх – тупăш çăлкуçĕ

18 Фев, 2016

Елчĕк районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чир-чĕрне хирĕç кĕрешекен станцинче 40 çын вăй хурать. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ. Пысăк мар коллектив профилактика, ăнлантару ĕçĕсене вăхăтра туса пыни ерекен усал чир-чĕре районта вăй илме памасть.

- Пирĕн тĕллев - çынсен сĕтелĕ çине паха продукци çитересси. Аш-какай, сĕт çыншăн тутлăхлă, усăллă пултăр, - терĕ Ирина Николаевна Николаева тĕп ветеринари тухтăрĕ.

Пахалăхне кура усламĕ

Елчĕк тăрăхĕнче кăçалхи кăрлач тĕлне мĕнпур категорири хуçалăхсенче 13224 мăйракаллă шултра выльăх шутланнă, çав шутра - 5798 ĕне. Юлашки вăхăтра хушма хуçалăхсенче ĕне йышĕ ÿссе пыни сисĕнет. Çынсем сĕт сутса хушма тупăш илеççĕ.

- Пирĕн ĕçченсем хушшинче те 6-7-шер ĕне тытакан пур, - паллаштарать Ирина Николаевна. - Хальхи вăхăтра 1 литр сĕте 17-18 тенкĕпе туянаççĕ. Район ертÿçисем чĕр тавар ытлашши йÿнелесрен асăрхасах тăраççĕ. Шел, хак рынокран та килет.

- Ветеринарсем сĕт пахалăхне тĕрĕслеме хутшăнаççĕ-и?

- Ку енĕпе пĕлтĕрех ĕçлетпĕр. Ятарлă комисси - сĕт пуçтаракан, сутакан, патшалăх тытăмĕнчи ветеринари ĕçченĕ - ир-ирех ялсене çитет. Савăтри чĕр тавара флакона ярса илеççĕ. Станцире «Лактан» приборпа сĕтри çăва, белока, йÿçеклĕхе, шыв янине, çăралăха тĕрĕслетпĕр, кăтартусене ял тăрăхне, сĕт пуçтаракан патне çитеретпĕр.

- Пĕр кашăк тикĕт пыл чĕресне варалать теççĕ. Шыв хушнă тĕслĕхсем пулаççĕ-и?

- Малтан сĕте шыв яни час-часах тухатчĕ. Халĕ тĕрĕсленине кура-и асăрханаççĕ, çапах йĕркене пăсакансем тупăнаççĕ-ха. Шыв яни палăрсан ял тăрăхне, сĕт туянакана пĕлтеретпĕр. Вĕсем ултавçăсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, асăрхаттараççĕ. Паллах, укçине те сахалрах тÿлеççĕ. Апла паха чĕр тавар сутни хăйсемшĕнех аван. Иртнĕ çул 5718 тĕрĕслевлĕх сĕт илнĕ. Кăçал - 309.

- Сĕт пуçтаракансемпе сутакансем хушшинче килĕшÿ тăвасси мĕнлерех?

- Икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿ тăвасси анлă сарăлнă. Ĕçлĕ çыхăнăва нумайăшĕ документпа çирĕплетнĕ.

 

Усал чир чикĕрен иртеймĕ

Елчĕк районĕнче юлашки çулсенче выльăха усал чир ернĕ, территорие карантина илнĕ тĕслĕх пулман. Хушма, фермер хуçалăхĕсенче, организацисенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ ÿссе пынине пăхмасăр чир-чĕре вăй илме памаççĕ кунта. Уртаракан чир, Çĕпĕр чирĕ тата ытти те Елчĕк тăрăхне чикĕ урлă каçайман.

- Амакран сыхланма профилактика ĕçне анлă туса пыратпăр. Пĕлтĕр акă тĕрлĕ чиртен асăрханса выльăхсене 418 пин укол тунă. Иртнĕ çул республикăра уртаракан чир сарăлнине пăхмасăр пирĕн района çитеймерĕ. Çакă вăхăтра мерăсем йышăннипе, таврара вăрман çуккипе те çыхăннă. Çапах килти выльăх-чĕрлĕхе, йытă-кушак таранах, укол турăмăр. Тискер чĕрчунсем валли ятарлă вакцина-астармăш хурса тухрăмăр.

- Çĕршывра сыснасен Африка чуми те алхасма пуçланине калаççĕ.

- Пенза тăрăхне çитме ĕлкĕрнĕ вăл. Шел, ку чиртен сиплеме эмел те, вакцина та çук. Çавăнпа чирлĕ выльăха çийĕнчех тĕп туса çунтараççĕ. Халĕ уйрăмах асăрханмалла. Район хаçачĕ, сайчĕ урлă тата пухусенче çынсене ăнлантаратпăр, хушма хуçалăх тăрăх çÿресе астумалăх çырнине валеçетпĕр. Сысна хушма хуçалăхсенче сахал усраççĕ. Аш-какая ытларах туянаççĕ. Организацисенче 8 сысна ферми. Вĕсем хупă йĕркепе ĕçлеççĕ: ют çынсене, техникăна территорие кĕртмеççĕ. Эпир ятарлă мониторинг туса пыратпăр, сысна какайне тĕрĕслетпĕр. Вĕсем-сĕр пуçне Çĕпĕр чирĕнчен тата ытти амакран сыхланатпăр, мерăсем йышăнатпăр. Çакă та усал мур çулне вăхăтра пÿлме пулăшать. Районта ветеринари лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ, лăпкă пулни хамăр ĕçе кирлĕ пек пурнăçланине кăтартать.

Елчĕкри ветеринари станцийĕ, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăшри ветеринарипе сывату участокĕсем тата Аслă Таяпари, Лаш Таяпари, Кĕçĕн Таяпари, Çирĕклĕ Шăхальти ветучастоксемпе Аслă Елчĕк ветпункчĕ тăрăшса ĕçленипе районта лару-тăру лăпкă. Лава хуçалăхсенчи ветеринари ĕçченĕсемпе пĕрле туртаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса вăй хуни, пулăшса пыни те ăнăçу кÿрет.

- Эпир хуçалăхсенчи ветеринарсен ĕçĕ-хĕлне тишкеретпĕр, сĕнÿсем паратпăр. Кирлех пулсан кĕтĕве сиплеме те каятпăр. Чир-чĕр ытларах фермăра, выльăх йышлă çĕрте алхасать. Хушма хуçалăхра ку енĕпе çăмăлрах, кашниех ĕнине лайăх пăхма, çитерме тăрăшать, витере типĕ, таса. Хуçалăхсенче вара выльăх апатне те тĕрĕслетпĕр, чир унтан та сарăлать-çке.

- Хушма хуçалăхсен выльăх ашне тĕрĕслетĕр-и?

- Пусас пулсан ветеринара шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Вăл пырса пăхать, справка парать. Кайран унпа какая тĕрĕслеттерме ветеринарипе санитари экспертизи лабораторине илсе килет. Чир-чĕр палăрмасан сутма ирĕк паратпăр.

 

Çемьене тăрантаракан

- Выльăх продуктивлăхĕ ăратлăхран килет. Ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлен-терессипе мĕнлерех-ши?

- Ун çине куçса пыратпăр ĕнтĕ. Ял хуçалăх организацисенче ку енĕпе чăрмав çук. Пĕлтĕр хушма хуçалăхсенчи 396 ĕнене искусствăллă майпа пĕтĕлентернĕ. Халăх пухăвĕсенче çак мелпе усă курмаллине ăнлантаратпăр. Çапла тусан куçакан чир-чĕр сарăлмасть, ăратлăх лайăхланать, продуктивлăх ÿсет. Ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерме ятарлă пунктсем уçнă: Елчĕкре, Лаш Таяпара, Аслă Пăла Тимешре, Курнавăшра, Çирĕклĕ Шăхальте, Кĕçĕн Таяпара. Çынсем ĕнине çавăтса пыраççĕ е ĕçченсем хăйсем чуптарма каяççĕ. Уйрăмах пĕчĕк ялсене час-часах çитме тивет.

Ĕç пÿлĕмĕнче калаçса ларнă май çине-çинех телефон шăнкăртатрĕ - çынсем пулăшу ыйтаççĕ. Ытларахăшĕн пĕр инкек - ĕне пăрулаймасăр нушаланни. Ирина Николаевна калаçăва татсах чĕннĕ вырăна ветеринара машинăпа ăсатрĕ. Чылай çемьешĕн ĕне - тĕп тăрантаракан. Вăл ураран ÿкни - пысăк инкек. Туянма та хаклă. Çавăнпа ăна куç шăрçи пек упраççĕ.

- Çынсемпе танлаштарсан выльăха сиплеме кăткăсрах. Вăл мĕн ыратнине калаймасть, пытараймасть. Чир-чĕр паллисене хăвăн лайăх пĕлмелле, унсăрăн сыватма кансĕр, - терĕ Ирина Николаева.

Елчĕк районĕнчи выльăх чир-чĕрне хирĕç кĕрешекен станцире вăй хуракансен пĕлĕвĕ пирки иккĕленеймĕн. Ахальтен мар халăх вĕсене шанать, пулăшу ыйтать. Ĕçе юратса, тĕплĕ пурнăçлани çитĕнÿсем тума пулăшать. Кунта пуян опыт пухнă çынсем сахал мар. Раиса Ефимова, Надежда Игнатьева, Маргарита Баймушкина, Петр Ермолаев, Павелпа Тамара Портновсем тата ыттисем те чăннипех маттур, ырă сăмаха тивĕçлĕ.

Лариса Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.