Вĕлле тасатма

18 Фев, 2016

Вĕллене тата утарти хатĕр-хĕтĕре дезинфекцилеме эпĕ прополиспа спиртран хатĕрленĕ шĕвекпе усă куратăп. Иккĕшне 1:10 шайлашупа хутăштаратăп, 200 грамм шĕвеке 1 апат кашăкĕ пыл курăкĕ /мелисса/ хушатăп. Тĕттĕмре пĕр эрне тытатăп.

Тасатнă хыççăн спирт часах сĕвĕрĕлет, курăкпа прополис шăрши кăна юлать.

Спирт вырăнне ацетонпа усă курма юрать. Кун пек чух ун шĕвекĕпе вĕллене тата инструмента уçă сывлăшра кăна дезинфекцилĕр, ун хыççăн çил лайăх вĕрекен вырăнта тытăр. Ацетон шĕвекĕ, паллах, йывăр шăршăллă, анчах унпа япала лайăх тасалать. Кăвакарма пуçланă вырăнсем çухалаççĕ, вĕллере паразитсем ĕрчемеççĕ.

Григорий Шаров.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.