Банксем экономикăна тĕрев паччăр

16 Фев, 2016

Шел те, çакă яланах тÿрре тухмасть

Сăмах укçа тавра пычĕ - çапла пĕтĕмлетнĕ пулăттăм эрнекун Правительство çуртĕнче банк тытăмĕн тата регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене халалласа ирттернĕ канашлăва. Бизнес-пĕрлĕх тата банксен представителĕсен хушшинче самай хивре калаçу пулчĕ.

 

Мускавран пăхсан аван та...

РФ Тĕп банкĕн статс-секретарĕ - председатель заместителĕ Александр Торшин ятарласа килнĕ те - унăн республикăри ĕç-пуçа хакласа каланă сăмахĕсем Чăваш Енĕн влаç представителĕсемшĕн, паллах, кăмăллă пулчĕç. Александр Порфирьевич кунта килесси пирки каласан ертÿçи, Эльвира Набиуллина, ăна «Чăваш Ене ма каятăн? Унта пĕтĕмпех йĕркеллĕ вĕт: ăнăçлă кĕпĕрнаттăр, ăнăçлă регион...» тесе каланă-мĕн. Заместителĕ çула тухасах тесен вара хирĕçлемен: «Юрĕ, кайса кил, Игнатьева тĕрев пар».

Республика экономикине Мускав куçĕпе хакланă май Александр Порфирьевич Чăваш Енĕн нумай кăтартăвĕ ăнăçлă пулнине палăртрĕ. Ял хуçалăхĕ ÿсĕмлĕ ĕçлет, импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе кăтартусем лайăх. Инноваци предприятийĕсен шучĕпе Чăваш Ен Раççейре иккĕмĕш вырăна тухнă. «Çынсен пурнăçĕн тăршшĕпе республика Çурçĕр Кавказри регионсене те хăваласа çитет», - тĕлĕнчĕ хăна. Унтан ЧР Пуçлăхĕнчен çемьесенчи ачасен вăтам шучĕ пирки ыйтрĕ те ку кăтарту 3,2-пе танлашнине пĕлсен хушса хучĕ: «Кадыровăн вара - 9!»

Анчах канашлăва банк тытăмĕ пирки калаçма пухнине кура сăмах ерипен бизнеса укçапа тивĕçтересси çине куçрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иккĕленмест: «Бизнеса банк секторĕсĕр аталантараймăн». Кредит ресурсĕсем вара хакланчĕç. Çийĕнчен банксем пĕтĕм тăкака заемщиксем çине тиесшĕн. Паллах, Александр Торшин мĕнпур ыйтăва хуравлаймасть, анчах банк тытăмĕнче укçа çук тени чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Патшалăх кризиспа кĕрешмелли план хатĕрленĕ, укçа пур, ăна мĕнле тăкаклассине Дмитрий Медведев премьер хăй тĕрĕслесе тăрать.

 

Мăйăр та çук, соя та

Анчах регионсем çак тапхăрта укçапа тухăçлă усă курма хатĕр-и? - çак ыйту çивĕч. Ял хуçалăхĕнчех аталантармалли çул-йĕр пайтах. Чăваш Ен кайăк-кĕшĕк, сысна ашĕ туса илессипе аван ĕçлет, мăйракаллă шултра выльăх ашĕн кăтартăвĕсем вара пĕчĕк. Пахчаçимĕçпе улма-çырла туса илес тĕлĕшпе те ĕçлемелли пайтах. Улма-çырла тенĕрен, ку енĕпе кăтартусем Раççейĕпех япăх. Чылай çĕрте, сăмахран, Кабарда-Балкарта халь çĕр-çĕр гектар çинче садсем чĕртеççĕ - Чăваш Енĕн мĕншĕн ку енĕпе ĕçлес мар? Мăйăра вара Раççейре вуçех те çитĕнтермеççĕ. Пĕтĕмпех чикĕ леш енчен кÿретпĕр. Арахис - сезонлă çимĕç, анчах ăна та туса илместпĕр. Мăйăр терĕмĕр-ха, çĕршывра соя та çук! Александр Торшин Саратовсем шăпах сойăпа ĕçлеме тытăннине ырă тĕслĕх вырăнне хурса асăнчĕ. «Паллах, Чăваш Ен Оренбург облаçĕ мар, халăх йышлă, вĕçсĕр-хĕрсĕр уй-хир çук, анчах сирĕн те çĕнĕ культурăсемпе ĕçлемелли майсем пур», - терĕ вăл.

Тĕп банк председателĕн заместителĕ шантарсах каларĕ: ял валли кредитсем пулаççех. Çак кунсенче кăна РФ Правительствинче ял хуçалăхне пулăшмалли субсидисене валеçнĕ, укçа кĕçех регионсене çитмелле. Çурт-йĕр строительстви те пулăшу илĕ - «ипотека тĕлĕшпе йышăну тунă, субсидисем пулĕç». Ку енĕпе çĕнĕ принцип пулать: «Кредитсен процент виçисемпе мар, тăваткал метр хакне чакарассишĕн кĕрешĕпĕр. Хак чакмалла - çынсем туянма пултарччăр». Чăн та, пурăнмалли çурт-йĕр йÿнелмессе хăех татăклăн палăртрĕ:

- Халĕ рынокра çурт-йĕр нумай, туянакан сахал. Шел те, çынсем хваттерсем йÿнелессе кĕтеççĕ. Вĕсене ăнлантармалла: йÿнĕрех пулмĕ. Йÿнелсен те - кăшт кăна. Йÿнĕрех тума май çук. Çавăнпа та халь çурт-йĕр туянмалли чи лайăх вăхăт - кĕтни вырăнсăр.

 

Халăх укçи производствăна пулăшать

Тĕп банк уйрăмĕн - ЧР Наци банкĕн управляющийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Голубых Чăваш Енĕн банк секторĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Чăваш Енре паян банксен 374 подразделенийĕ /филиалсем, хушма офиссем, операци кассисем тата ыт.те/ ĕçлет, вĕсен пулăшу ĕçĕсемпе усă курас енĕпе чăрмав çук. Рынокри лару-тăру улшăннă май уйрăм çынсен вклачĕсенчи укçа-тенкĕ самаях, 17% хушăннă, юридици тытăмĕсен банксенче упракан укçи палăрмаллах чакнă. Çапла вара банксем паян паракан кредитсен пысăк пайĕ - халăх укçи. Шел, вăхăтра тавăрса парайман кредитсен виçи самай пысăк - 7,3 млрд тенкĕ. Çав шутра уйрăм çынсем вăхăтра тÿлеймен кредитсем те самаях хушăннă.

Банксен пулăшăвĕпе пурнăçлакан инвестици проекчĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе чăннипех ăнăçлă ĕçлекен предприятисем чылай. Вĕсем тĕрлĕ сферăра усă курмалли техника, электрооборудовани, ытти продукци кăлараççĕ. Çакă производствăна ÿстерме пулăшать. «Промтракторăн», калăпăр, ял хуçалăх техники туса кăларас енĕпе плансем пысăк. Чăн та, «Трактор завочĕсем» концернăн кредит парăмне реструктуризацилес ыйтăвĕ çивĕч, анчах, министр шучĕпе, «ку ыйту паян мар-тăк ыран пурпĕр татăлĕ». Химиксем кăçалхи январьте кăна производствăна 36% пысăклатни пирки пĕлтерни Александр Торшиншăн та кĕтменлĕх пулчĕ пулас - йăнăшмарĕ-и тесе тепĕр хут та ыйтрĕ. Çук, министр йăнăшман, вăл хăнана тепĕр цифрăпа та тĕлĕнтерчĕ: электротехника туса кăларакан предприятисен кăрлачри ÿсĕмĕ 55: çитнĕ.

Çав вăхăтрах банксем çак ÿсĕме тĕревлеме ăнтăлманни пăшăрхантарать. Владимир Александрович «йăлана кĕнĕ банксем çĕнĕ проектсем валли кредитсем уйăрма васкаманни» çинчен уççăнах каларĕ. Унăн шухăшне бизнес представителĕсем те çирĕплетрĕç.

 

Калăттăм та...

«Химпромăн» тĕп инженерĕ Вячеслав Восковых компани хăйĕн генерацийĕн строительствине пуçарасси çинчен пĕлтерчĕ. Химиксен хăйсен ăшă электростанцийĕ пулĕ, проект хакĕ - 1 млрд тенкĕ патнелле. Çавăн пекех «Химпром» хăйĕн чукун çул цистернисен паркне çĕнетме палăртать. Правительство шайĕнче йышăну туса кивĕ вакунсемпе усă курмалли вăхăта тăсма чарнă, çавна май химиксем çулталăк вĕçлениччен киввисем вырăнне 300 млн тенкĕлĕх çĕнĕ цистернăсем туянасшăн - 50 вакун таран. Çакăн пирки илтсен Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин тÿрех сисчĕвленчĕ: «Канашри «Промтрактор-Вакун» продукцине туянмастăр-и?» /Çакă Канашри саккассем çуккипе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ предприятишĕн пысăк тĕрев пулма пултарассине шанса çапла ыйтрĕ пуль/. Çук, хамăрăн вакунсем химиксене тивĕçтермеççĕ иккен, «Уралвакунзавод» продукцине илесшĕн - вĕсен вакунĕсене туянас текенсем черет тăраççĕ-мĕн.

«Ĕçсем питĕ лайăх тетĕр те - çак сăмахсене илтсен манăн ку залрах юлас килет. Атьăр-ха, çĕр çине анар...» - хăйĕн сăмахĕсем ÿпкевлĕ пулассине систерсе калаçăва хутшăнчĕ «Юрма» агрохолдинг гендиректорĕ Владимир Ермолаев. Вăл бизнесăн ыранхи кун тĕлĕшпе çирĕп шанăç çуккине пытармарĕ.

- Агрохолдинга 11 çул каялла йĕркелерĕмĕр, - терĕ вăл. - Ун чух çак ĕçе эпир чухласах та кайман, анчах бизнес тупăшли пирки шутласа пăхрăмăр та - пуçăнтăмăр. Халь йăлтах пĕлетпĕр, анчах такăнтараканни пайтах. Тĕлĕнетĕп, кашни çул çапла: кăрлачран пуçласа ака уйăхĕччен пирĕн банксенчен укçа ыйтса илме çук - ĕçлемеççĕ. Бюджет пирки те çавнах каламалла. Чăх вара кашни кун çиесшĕн - вăл бюджетпа çыхăннă чăрмавсене ăнланмасть. Доллар хакланса пыни те ура хурать. Комбикорм хакĕ унăн курсĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Юлашки вăхăтра кăна 20: хакланчĕ. Эпир сутакан аш хакĕ вара çав шайрах.

Комбикорма хаклатаканни соя иккен. Ăна чикĕ леш енчен кÿреççĕ те, паллах, долларпа тенкĕ хакĕсен вылявĕ тÿрремĕнех витĕм кÿрет. «Эпĕ киревсĕр сăмахсене нумай пĕлетĕп, анчах вĕсене кунта каламăп, - тарăхăвне пытармарĕ Владимир Федорович. - Çураки çывхарать - пуçлаççĕ канашлама! Ĕçлесси пĕтрĕ вара. Укçа уйăрасси пирки канашласа вăхăта ирттерсе яраççĕ те - çураки валли кирлĕ укçа кая юлса çитет. Тырпул пухса кĕртнĕ вăхăтра та çаплах - вĕçĕмсĕр канашлаççĕ. Ял хуçалăхне кирлĕ укçана хуçалăхсене парассине пĕр уйăх маларах кăна куçарасчĕ. Кăрлачра параканнине раштавра парăр - пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕччĕ. Нивушлĕ çак ыйтăва татса пама май çук?!»

Çак сăмахсем хивре илтĕнчĕç пулин те Александр Торшин вĕсене ăнланса йышăнчĕ. Шăпах çак темăна кăшт маларах иртнĕ çÿллĕ шайри канашлура Дмитрий Медведев премьер та çĕкленине палăртрĕ: «Укçа виçин цифрисем пур, укçи кăна çук...» Ку хутĕнче патшалăх уйăракан укçа çураки пуçланиччен маларах çитессе шантарсах каларĕ: «Çу уйăхĕнче кăна куçарсан вăл никама та кирлĕ пулмĕ».

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.