Çичĕ пăхаттире ÿстерме 17-шер çăкăр пĕçернĕ
Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра пурăнакан Павловсем эпĕ çитнĕ тĕле килти хушма хуçалăхри ĕçсене пуçтарнăччĕ ĕнтĕ. Выльăх-чĕрлĕхе апатлантарнă, тислĕк тасатнă, ĕнесене сунă... Çемье пуçĕ Василий Федорович çĕнĕ хыпарсемпе паллашас тĕллевпе хаçат тытнăччĕ, кил хуçи хĕрарăмĕ Зинаида Ивановна тĕпелте кĕштĕртететчĕ. Пÿрте тин кăна пиçсе тухнă çăкăр шăрши сарăлнă. Пĕр харăсах 11 çăкăр таранчченех пĕçерет-мĕн вăл. "И-и, ку нумай-и вара пысăк çемьешĕн? Халь, тĕрĕссипе, килте кĕçĕнни Василий кăна-ха. Вăл та 11-мĕш класра вĕренет ĕнтĕ. Аслисем ирĕкелле саланнă. 7 ывăл пăхса ÿстернĕ вĕт эпир. Маларах çăкăрне ытларах та янтăланă. Пĕррехинче хама начартарах туйнипе киле медсестрана чĕннĕччĕ. Ун чухне шăпах кăмакаран 17 çăкăр пĕçерсе кăларнăччĕ. "Çакăн чухлĕ çăкăр пĕçеретĕр-и?" - шалт тĕлĕннĕччĕ вăл. Ара, кăмакине манăн шăпах çавăн чухлĕ кĕретчĕ те... Ывăлăм Женя çăкăра малтан йĕри-тавра çисе çаврăнатчĕ. Килĕр-ха, эсир те çăкăр-тăвартан аслă ан пулăр, астивсе пăхăр", - тараватлăн чĕнчĕ мана кил хуçи хĕрарăмĕ тĕпелелле.
Чей ĕçнĕ май ăшпиллĕ мăшăр хăйсен шăпипе ĕç-хĕлĕ пирки каласа пачĕ. Вĕсем, иккĕшĕ те пĕр касра выляса ÿснĕскерсем, нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕрлешнĕ. 33 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. "Пĕр касра çитĕннĕ те ĕмĕре те пĕрлех ирттерес терĕмĕр мар-и?" - упăшки çине куç ывăтса йăл кулчĕ Зинаида Ивановна. "Эпир пĕрлешнĕ чухне çанталăк сивĕччĕ. Хĕве те пире сивĕ верандăна хупнăччĕ. Пĕрех шăнмарăмăр вĕт, Зина?" - парăмра юлмарĕ Василий Федорович та. Çамрăклăха аса илнĕ май унăн сăн-пичĕ çуталсах пычĕ.
Василий Павлов 8-мĕш класс хыççăн Комсомольскинче трактористсен курсĕнче пĕлÿ илнĕ. Каçхи шкулта 10 класс пĕтерсен çар тивĕçне пурнăçланă. Унтан тăван "Заря" колхозра трактористра ĕçленĕ. Çăпаталли те, урапалли те пулнă унăн. Тиркесе тăман - темĕнле йывăр ĕçе те пурнăçланă. "2006 çулта мăшăрпа калаçса килĕшрĕмĕр те пăрусем туянтăмăр. Вĕсене ÿстертĕмĕр, сума тытăнтăмăр. Малтанах 5 ĕнеччĕ. Каярахпа вĕсен йышне тата ÿстертĕмĕр. Кивĕрех трактор пурччĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлеме техника кирлех-çке. Халĕ Т-25, МТЗ-82 çĕнĕ "хурçă утсем" те туянма хăват çитертĕмĕр. Кунсăр пуçне ытти ял хуçалăх машини те пур: косилка, пресс, сÿре, каток, копалка. Хамăрăн çĕр пайĕсене йăлт илтĕмĕр. Сăвакан ĕне пĕр хушă 15-е те çитнĕччĕ. Пĕлтĕр лейкоз чирне пула хăшне-пĕрне ăсатма тиврĕ. Картара паян пăрусем, лаша, сурăхсем пур. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ - 20 ытла. Сăвакан ĕнесене вуниккĕрен чакармастпăр ĕнтĕ. Айланмалăх пур. Ирхине мăшăрпа иксĕмĕр те тăваттăра тăратпăр. Чим-ха, кун пек кăна сăмахласа ларни майлах мар пек, айтăр-ха картана тухса курар", - сĕнчĕ кил хуçи.
Килти пĕчĕк фермăра хăтлă та тирпейлĕ. Пĕр енче шăкăрин ĕнесем тăраççĕ. Ÿркенменскерсем вĕсен ячĕсене те çыра-çыра çапнă. Дочка, Маня, Милана, Марта, Улянка, Точка, Валя... вулатăп йĕркипе. Ĕнисем тĕрлĕрен, ули те, хĕрли те, хури те пур. Тепĕр енче - пăрусем, вăкăр Мишка, çап-çутă та, яп-яка лаша Манька. "Лашапа тислĕк тăкатăп, йывăç "пăчки" тиесе килетĕп, çулла выльăхсем валли апат турттаратăп. Ялта пурăнакана ут кирлех. Ку пирĕн виççĕмĕш лаша ĕнтĕ. Чи малтанхине тихаранах хамăр ÿстернĕ. Ăна пăрупа улăштарнăччĕ. Чуна ыраттараканни - сĕт йÿнĕ пулни. Кăçал унăн хакĕ 20 тенке те çитмерĕ. Паян ялти халăхран сĕте 16 тенкĕ те 50 пуспа пухаççĕ. Халĕ эпир пĕр ĕнерен 15 литр сĕт суса илетпĕр. Кунне 200 литра яхăн сĕт ăсататпăр. Пирĕн пата сĕт илме Канашри сĕт-çу заводĕнченех килеççĕ. Малтанах хамăр турттараттăмăр. Ĕнесем çулла ял кĕтĕвне каяççĕ. Черет çитсен 12 кун таранчченех кĕтÿ кĕтетпĕр. Пăрусене пахча хыçне кăкаратпăр. Вĕсене курăк çулса килсе те çитеретпĕр. Выльăх-чĕрлĕхе шăварма хамăр пусă чаврăмăр. Çулла выльăх апатне хатĕрлеме ачасем пулăшаççĕ. Вăл пĕччен тумалли ĕç мар. Пахча хыçне улăм ури тăватпăр", - паллаштарчĕ Василий Федорович. Витере йытă та пур. Ăна пысăк та туслă çемьере кашни хăй пĕлнĕ пек, харпăр хăй кăмăлланă ятпа чĕнет-мĕн...
Пÿрте кĕрсен пирĕн калаçу ачасем çине куçрĕ. "Çапла, çичĕ пăхаттир пирĕн. Эпĕ хам та çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Сергей, Славик, Саша, Женя, Юрик, Андрей... Юлашкинчен кăмăлланă ят та пĕтсе çитрĕ, вара тĕпкĕчне хам пек Ваççа пултăр терĕмĕр. 5 ывăлĕ салтака кайса килчĕç. Тепри те питĕ каясшăнччĕ те - лап ура тесе илмерĕç. Виççĕшĕ çемьеллĕ ĕнтĕ. Эпир пуян - 5 мăнук парнеленĕ пире. Ывăлсем техникăна юратнисĕр пуçне пурте çăкăр-апат пĕçерме пĕлеççĕ, урай çăваççĕ, ĕне сăваççĕ. Нимĕнле ĕçе те тиркемеççĕ, - хĕпĕртенине пытармарĕ кил хуçи.
Зинаида Павлова хăй вăхăтĕнче фермăра дояркăра чылай çул ĕçленĕ, каярахпа шкулта тирпейлÿçĕре вăй хунă. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. "Хĕр шырарăмăр та - Турри памарĕ. Кинсем те питĕ маттур. Хĕрсем вырăнĕнчех вĕсем маншăн. Килсен кукăль пĕçереççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхма та пулăшаççĕ", - каласа кăтартрĕ Зина аппа.
Павловсен пуçарулăхĕпе ĕçченлĕхĕ, пытармастăп, питĕ кăмăла çĕклерĕ. Ялти çынсен вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах. "Ялта выльăхсăр пурăнаймастăн ĕнтĕ. Ĕлĕкрен çапла пулнă. Хамăр ватăлса виличченех выльăха пăрахасшăн мар-ха. Шухăшлатăп та - хулана кайнă пулсан нумай ачаллă пулаймастăмăр ĕнтĕ. Халĕ тăван нумай. Ватăлсан хамăра пулăшакан та нумай пулать", - çапла каласа ăсатрĕ мăшăр. Манăн вара пăнчă лартиччен: "Çапла пултăрччĕ!" - темелли кăна юлать.
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать