Лайăх ĕçлерĕмĕр, лайăх пурăнтăмăр

16 Фев, 2016

Çĕрпÿ районĕнчи «Цивильский» совхоза /каярахпа - акционерсен хупă обществи/ нумай çул ертсе пынă, 2005-2009 çулсенче республикăн Апат-çимĕç фончĕн директорĕ пулнă Юрий Егорович ФЕДОРОВА /16.08.1947/ АПК ветеранĕсем çеç мар, унран çамрăкрах ертÿçĕсем те лайăх пĕлеççĕ. Вăл - Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕн кавалерĕ. Унпа хăмла отраслĕ, аграрисене халĕ те пулăшакан хайхи фонд, совхозăн аталану тапхăрĕсем çинчен калаçатпăр.

 

Хуçалăха пуйтарчĕ

- Сывлăх сунатăп! Тин кăна мĕн турăр кил картишĕнче?

- Кроликсене апат патăм. Ку ăрата чылай çул каялла выльăх ĕрчетес ĕçĕн Раççейри ăслăлăх-тĕпчев институтĕнчен /Мускав облаçĕ, Подольск районĕ/ илсе килнĕччĕ. Унтанпа çак йăх Çĕрпÿ районĕпех сарăлчĕ. Çитĕннин таса ашĕ - 3-3,5 килограмм!

- Çулла миçе пуçа çитет?

- 2014 çул - 60, пĕлтĕр - 30. Ашне ачасемпе мăнуксем те кăмăллаççĕ.

- Ăна мĕнле хатĕрлетĕр?

- Арăм, Валентина Ивановна, чĕрĕ аша вакласа савăта ярать те çиелтен пăрăç сапать, базиликпа, вакланă ыхрапа, майонезпа е хăймапа пăтратса çĕр каçарать. Духовкăра пĕçерет.

- Хăçантанпа кролик тытатăр?

- Çирĕм çул çитрĕ. Тĕлĕнмелле ырă чĕрчунсем! Этем чун-чĕрине ăшă кăмăл çеç кÿреççĕ.

- Пĕр сехетлĕхе те пулин чапа тухнă «Цивильскине» таврăнар-ха. Мĕнле ÿсĕм тунă вăл?

- Тĕп вырăнта хăмлаччĕ. Пысăк тупăш паратчĕ, таса услам хуçалăх тăкакне саплаштарма та, производствăна аталантарма та çитнĕ. «Симĕс ылтăна» пула эпир çеç мар, ытти нумай хуçалăх «чечекленнĕ». 1981-1985 çулсенче Раççейре кашни çул вăтамран - 3468, çав шутра Чăваш Енре 2545 /73:/ тонна пухса кĕртнĕ. Ку ĕçе ял çыннисем хастар хутшăннă. Пирĕн патра кашни çемьене 2-шер гектар пайласа панăччĕ. Ун чухне пуринче тенĕ пекех 5-10 ача çитĕннĕ. Продукци туса илме ĕç алли, техника çителĕклĕччĕ. Çавăнпа плантацие 22 гектара çитертĕмĕр. Вăл хамăр районти «Рассвет», «Булдеевский» совхозсенче, ытти хуçалăхра пысăкчĕ.

- Хăмла çитĕнтерес ĕçе совхозра кам ертсе пынă?

- Ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Виталий Иванович Юрьев, ытти агроном. Вĕсем культурăн пĕтĕм вăрттăнлăхне, унăн чирĕсемпе мĕнле кĕрешмеллине, пысăк тухăç епле илмеллине лайăх пĕлнĕ.

 

«Андриян Николаев пулăшрĕ!»

- Патшалăх хуçалăхсене хăмла çитĕнтермелли, пухса кĕртмелли ятарлă техникăпа тивĕçтернĕ-и?

- Паллах! Пĕр пилĕкçуллăхра ăна туса илекен хуçалăхсене 189 комбайн уйăрчĕç. Кĕтмен те - вĕсем валли 30 вакун техника çитрĕ. Пушатма пысăк автокран çукран хамăра тивĕçнине çийĕнчех совхоза илсе каяймарăмăр. Прокуратура çакна такамран ыйтса пĕлнĕ - мана асăрхаттарчĕ. Ăш вăркать. Çур кунлăха та пулин автокран тупаймастăп. Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавтран виçĕ автокран тупса пама ыйтрăм - пулăшрĕ!

Кашни килограмм типĕ хăмлашăн хуçалăхсем патшалăхран хутăш апат 5 илнĕ. «Цивильский» туса илнĕ кашни тенкĕ пуçне хыснаран 70 пус субсиди панă. Патшалăх хуçалăхсене лайăх пулăшнă. Механизаторсем валли ăшă гараж, çĕр ĕçĕнче усă куракан машинăсем лартмалли ангарсем, ял хуçалăх продукцийĕ упрамалли складсем, ытти об<ект пайтах ĕçе кĕртрĕмĕр.

- Отрасле мала ярас ĕçе пысăк тÿпе хывнă çынсенчен камсене асăннă пулăттăн?

- Шупашкар районĕнчи Ульян Иванова, Петр Ивантаева, Аркадий Айдака тата ыттисене. Хушамачĕсене асăнса пĕтереймĕп - каçарччăр. Хăмла хуçалăхĕсене аталантарма уйăрнă укçан пĕр пайне ялти социаллă ыйтусене татса пама янă. Сăмахран, совхозра вăй хунă çынсем пурăнакан 7 яла /Вăрманкас Пайкилт, Славаш, Çатра, Мăнçут, Малиновка, Уйкас, Кукшакасси/ çĕр айĕнчен уçласа ĕçмелли шывпа тивĕçтертĕмĕр, асфальт çулпа çыхăнтартăмăр, вĕсене пассажирсем илсе çитерме автобуссен рейсне уçрăмăр.

Дирекципе профком совхоз коллективне пур енĕпе те пулăшнă. Пĕрер тонна тырă, утă тата улăм тÿлевсĕр панă. Ĕç укçи аван илнĕ, пурне те черетпе санатори-кану çуртне сывлăха çирĕплетме янă. Ялсенче ФАП тутартăмăр.

- Хăмла каярахпа мĕншĕн ял-йыша тăрантарма пăрахрĕ?

- 1990 çулсенче ăна çитĕнтернĕ хуçалăхсем саланчĕç. Отрасль епле путланнине ял çыннисем лайăх астăваççĕ. «Цивильский» Совет саманинче Чĕмпĕрпе Чулхула облаçĕсенчи сăра завочĕсене хăмла пĕр чăрмавсăр ăсатнă. Самана пăсăлсан вĕсем туянма пăрахрĕç, чикĕ леш енчен турттарнă хăмла гранулинчен сăра турĕç. Тупăш илейменрен нумай хуçалăх панкрута тухрĕ. «Цивильский» 2005 çулчченех пурăнчĕ.

Ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе совхозран акционерсен хупă обществи йĕркелерĕм. Мăшăрăм: «Чăвашсем халăхпа тунă пурлăха алла илекенсене юратмаççĕ, - терĕ. - Пар ĕçлес текенсене». Общество тилхепине ман хыççăн черетпе 5-ĕн тытса пăхрĕç. Шел, предприяти ура çинче çирĕп тăраймарĕ - икĕ хуçалăха пайланчĕ.

- Эсĕ Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче 15 çул тăрăшнă. Мĕншĕн унтан совхоза ертсе пыма куçрăн?

- КПСС Çĕрпÿ райкомĕн бюровĕ маларах хамран ыйтмасăрах «Ленинец» совхоз директорĕн тилхепине тыттарма йышăннă. Больницăран тухрăм та унта çитрĕм, пĕрремĕш секретаре: «Ленинеца» каймастăп, унăн тилхепине Зоя Спиридоновăна панă ĕнтĕ», - терĕм. «Килĕшмесен парти билетне тата хваттер ордерне сĕтел çине кăларса хуратăн!» - сассине хăпартрĕ вăл. Пурпĕр итлемерĕм, «Цивильскинчех» ĕçлеме тытăнтăм.

 

Хресченсем валли

- Совхозра хăмла кăна туса илнĕ-и?

- Кашни ялтах выльăх фермиччĕ. Сурăх - 700, сысна - 450, ĕне выльăх нумайччĕ. Тĕштырă культурисем те çитĕнтернĕ, кашни гектартан вăтамран 35 центнер таран пухса кĕртнĕ. 1996 çулта пĕр уйран çеç 47-шер центнер тухрĕ.

- Апат-çимĕç фончĕ мĕнле тĕллевсене татса панă?

- Эпĕ ĕçе пикениччен ăна пĕри - 2, тепри 4 уйăх ертсе пынă та пăрахса кайнă. Çав должноçа йышăнассишĕн конкурса 18-ăн хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче республикăри паллă çынсемччĕ. Манран çамрăкраххисем те пурччĕ. Эпĕ 58 çултаччĕ. Комисси мана суйласа илчĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Энвер Аблякимов, финанс министрĕ Николай Смирнов, республика Президенчĕ Николай Федоров йышăнчĕç, агропрома бензин-дизтопливăпа, удобренипе, ыттипе тивĕçтерессишĕн ĕçе лайăхрах йĕркелеме хушрĕç. АПКра чылай çул вăй хунăран эпĕ хуçалăх ертÿçисенчен ытларахăшне пĕлнĕ. Пĕр пайĕпе директорта тăрăшнă çулсенче паллашрăм.

- Фонд лавне мĕнлерех туртрăн?

- Пĕтĕм вăйран. Маларах фондăн продукци çаврăнăшĕ 65 млн тенкĕпе çеç танлашнă, каярахпа 400 млн тенке, çав шутра чĕрĕ укçа çаврăнăшне 85 млн тенке çитертĕмĕр. Ун чухне хальхинчен вăл чылай пĕчĕкрех пулнă, мĕншĕн тесен укçа çитсе пыман. Фонд чĕрĕ укçа сахалрах тытакан хуçалăхсене самаях пулăшрĕ. Продукци хакĕн 50: малтан тÿлеттернĕ, ыттине ĕççи вĕçленсен илнĕ. Аграрисем çак меслетпе паян та усă кураççĕ.

- Фонд специалисчĕсен ĕçне мĕнле йĕркелерĕн?

- Çураки умĕн тавар çулталăк маларахринчен чылай нумайрах илсе килтĕмĕр. Хими завочĕ удобрени укçа тÿлесе хумасăрах парса яратчĕ. Шаннă мана. Кайран унпа палăртнă вăхăтра татăлнă. Çавăнпа завод пире сăмахсăрах сутнă. Менеджерсен малтан ĕç укçи пĕчĕкчĕ. Республика Президенчĕ ÿстерме ирĕк пачĕ. Çакăн хыççăн кăтартусене лайăхлатрăмăр.

- Кирек хăш коллективра та ертÿçе хирĕç каякан пур. Вĕсене хăвăр енне çавăрайрăн-и?

- Пурччĕ пĕр çын, унччен «Агропром» предприяти складĕнче тăрăшнăскер, хуçалăхсемпе çыхăнса ĕçлеместчĕ, хими завочĕсенчен тавар илсе килесси çинчен шухăшламастчĕ. Çанă тавăрса тăрăшас вырăнне вăл Шалти ĕçсен министерствин йĕркеленнĕ преступленисемпе кĕрешекен управленине «Ю.Е.Федоров бюджет укçипе тĕллевсĕр усă курни çинчен» пĕлтернĕ, эпĕ менеджерсемпе ирттернĕ планеркăра диктофонпа çырса илнĕ сăмаха итлеттернĕ. Управление мана икĕ хутчен чĕнтерчĕç. Следователь сĕтелĕ çине Э.Аблякимов çирĕплетнĕ ĕç укçи тÿлемелли, премипе хавхалантармалли йĕркене кăларса хутăм. Саккуна пăснă тĕслĕх тупаймарĕç.

 

Инфаркт!..

- 2000 çулсенче тыррăн сутлăх хакĕ пĕчĕкчĕ, хуçалăхсем унран тупăш сахал илетчĕç. Фонд хресченсенчен тырра мĕн хакпа йышăннă?

- 6 тенке çитертĕмĕр. Ун чухне ку лайăх хакчĕ. Анчах «Чăвашçăкăрпродукт» предприяти хаклă тесе пиртен йышăнма пăрахрĕ, ирĕксĕрех хуçалăхсенчен тырă йышăнмалли хака чакарма тиврĕ. Тирпейлекен предприятисем хресчен тар юхтарса туса илнĕ продукцие май килнĕ таран йÿнĕлле йышăнассишĕн пĕр-пĕринпе вăрттăн килĕшÿсем туса хака пĕчĕкрех шайра тытса тăчĕç. Вĕсемпе кĕрешсе сывлăха хавшатрăм. 2008 тата 2009 çулсенче инфаркт ураран ÿкерчĕ - больницăна лекрĕм. «Ял хуçалăх министрĕн Кушковăн хĕрĕ Надежда Александровна врач: «Директорта ĕçлеме пăрах, - терĕ. - Должноçран каймасан часах вилетĕн». Пенсие тухма тиврĕ. Унтанпа Çĕрпÿ хулинче кроликсем усратăп. Тăвансем Тĕнсĕр ялĕнчи килти хуçалăхра пыл хурчĕ /пилĕк çемье/ ĕрчетме ирĕк пачĕç. Çанталăк ăшăтсан яла çÿретĕп.

- Камсемпе туслă пурăнтăн?

- Аркадий Айдакпа, Анатолий Фадеевпа, А.Г.Николаев ячĕллĕ колхоз председателĕпе Петр Николаевпа, ыттисемпе. Виççĕшĕ те халăхшăн тăрăшса сывлăхне хавшатрĕç, ачисем валли пурлăх пухассишĕн хальхи хăшпĕр ертÿçĕ пек вăрламарĕç. Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоз председателĕпе Алексей Ершовпа тĕл пулса АПК умĕнчи йывăрлăхсене пĕтермелли çулсене пайтах шырарăмăр.

- «Цивильские» ертсе пынă çулсенче хăнасене хуçалăхра мĕнле кĕтсе илнĕ?

- Пирĕн столовăй пулнă. Унта хамăр рабочисене апатлантарнисĕр пуçне хаклă хăнасене йышăннă. Пĕррехинче Раççей юстици министрне Павел Крашенинникова чăваш апат-çимĕçĕпе сăйларăмăр. Тепрехинче республикăн Промышленноçпа суту-илÿ палатин президенчĕ Игорь Кустарин ют патшалăх делегацине пысăк автобуспа илсе килчĕ. Хамăр çитĕнтернĕ хăмларан тунă сăрапа, Куславкка районĕнчи «Карамышевский» хуçалăхран илсе килнĕ пулăпа хăмла лаптăкĕ çумĕнче хăналарăмăр. Шупашкара питĕ кăмăллă таврăнчĕç. Совхозра республикăран çеç мар, пĕтĕм çĕршывран паллă çынсене хăналанă. Ырăпа аса илсе пурăнмалли нумай. Лайăх ĕçлерĕмĕр, лайăх пурăнтăмăр. Паянхи ертÿçĕсене халăхшăн усă ытларах тума вăй-хал, чăтăмлăх сунатăп.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.