Кĕçĕн Шетмĕсен тăванран та тăван çынни

16 Фев, 2016

Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн, Шупашкар хулин гербĕпе ялавĕн авторĕ, Чăваш халăх художникĕ, Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, Пĕтĕм Раççейри Геральдика обществин хисеплĕ член-корреспонденчĕ Элли Юрьев çинчен статьясемпе очерксем кăна мар, кĕнекесем те пичетленнĕ. Вăл çуралнăранпа 80 çул çитсе пынă май /пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче/ унăн тăван ялне - Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕне - çитсе килтĕмĕр. Çула тухма çакă та хистерĕ: кăçал Красноармейски районĕнче - Элли Юрьев çулталăкĕ.

Районта сумлă ентешне халалланă çулталăка савăнăçлă лару-тăрура уçнă ĕнтĕ. Ăна Кĕçĕн Шетмĕри Э.М.Юрьев ячĕллĕ музейре-картинăсен галерейинче пуçланă. Район администрацийĕ çак тапхăрта пурнăçламалли ĕç планне хатĕрленĕ, мероприятисене палăртнă.

Элли Михайлович Кĕçĕн Шетмĕ çыннисемшĕн чи çывăх тăванран та тăванрах. Ялти механизатор-и е доярка-и, шкул ачи-и е вĕрентекен-и - «Пирĕн Элли Юрьев», - теççĕ ун пирки.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Ефимова, музей ертÿçи Валентина Николаева галерейăра кăсăклă экскурси ирттерчĕç, Юрьевсен туслă çемйи çинчен халиччен пĕлменнине каласа кăтартрĕç. Тĕрĕссипе, музейре Шетмĕ тăрăхĕнчи паллă ытти çыннăн - Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕн Виталий Петровăн, ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Евгений Матвеевăн, Иван Патмар фольклористăн, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Георгий Николаевăн, Вячеслав Филиппов художникăн - кун-çулĕпе, ĕçĕсемпе туллин паллаштарнă.

 

Туслă та пысăк çемье

Юрьевсен çемйи чăннипех пысăк: Михаил Ивановичпа Евдокия Ивановна вунă ача çуратса ÿстернĕ. Çемье пуçĕ Михаил Юрьев-Нямань Кĕçĕн Шетмĕ шкул историйĕнче тата чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Хăй пурнăçĕнче вăл педагог та, журналист та, сăвăç та, тăлмач та, критик та, библиограф та, тĕпчевçĕ те пулнă, «Чăваш коммуни» /1946-1949/, «Коммунизм ялавĕ» /1956-1960/ хаçатсенче те ĕçленĕ.

Михаил Иванович çак районти Çирĕклĕ Шетмĕре 1910 çулта çуралнă. Пĕчĕклех çырма, ÿкерме юратнă. Шупашкарти педтехникумра пĕлÿ илнĕ. Çав вăхăтра республикăри пичет органĕсен хастар корреспонденчĕ шутланнă. 1933 çулта ăна Кĕçĕн Шетмĕри колхоз çамрăкĕсен шкулĕн ертÿçи туса хунă.

Амăшĕ Евдокия Ивановна Трак енри Пшонкă ялĕнче Иван Кузьминăн йышлă çемйинче /пурĕ 12 ача, вăл вара 9-мĕшĕ/ кун çути курнă.

Элли Юрьев çывăх çыннисем çинчен çапла аса илни пур: «Йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕ эпĕ - пурĕ вуннăн. Асли Сентти, ман умĕнхи - авиатор, Куйбышев /халĕ Самар/ облаçĕнчи вĕçев училищинчен вĕренсе тухнă, бортмеханик, художник-оформитель. Ман хыççăнхисем тата икĕ шăллăмпа ултă йăмăк. Пурне те пĕр пек пăхнă, нихăшне те уйăрман, шкулсенчен тивĕçлĕ пĕлÿ парса вĕрентсе кăларнă, ура çинче тăн-тăн пусса тăрса пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма пулăшнă.

Килти, ĕçри типтерлĕхпе тирпейлĕхе, алĕçне, çынсемпе мĕнле хутшăнмаллине эпир, ачисем, аннемĕртен вĕренсе пынă...»

«Ача амăшĕ-героиня» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Евдокия Ивановна ачисене чăннипех те пур енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартнă.

Юрьевсен аслă ачисем - Сенттипе Элли - çак ялта, тĕрĕсрех каласан, кивĕ шкулăн вĕрентекенсем пурăнакан çуртĕнче, çуралнă. 1938 çулхи чÿк уйăхĕнче çемье Шупашкара пурăнма куçнă.

Унта ытти ачи - Луиза, Хаджи-Арбек, Оксана, Олимпиада, Золя, Индира, Земфира, Тимур - çуралнă. Асăрхарăр-и? Вĕсен ячĕсем хăйне майлă. Индира, сăмахран, Совет Союзĕпе Инди хутшăнăвĕсем çывăхлансан кун çути курнă, Тимур - Аркадий Гайдарăн харсăр пионерĕсен командирĕ. Элли - авалхи чăвашсен ăнлавĕпе «ăста, пултаруллă».

Элли Михайловичăн йăмăкĕ Луиза /1938/ Хусанта ĕçлесе пурăннă. Юдино станцийĕн деповĕн техник-технологĕ пулнă. Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Шел, халĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Хаджи-Арбек /1941/ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ. Кĕнеке издательствин илемлĕх редакторĕнче ĕçленĕ. Пысăк инкекре сĕм суккăра юлнă, апла пулин те пурнăçа юратма, илеме мухтама хал çитернĕ. Вăл та çут тĕнчерен уйрăлнă. Оксана /1944/ - «вăрçă ачи». Чăваш патшалăх университетĕнче инженер-электротехника вĕреннĕ. Шупашкарти приборсем тăвакан «Элара» заводра инженерта чылай вăхăт ĕçленĕ. Олимпиада /1947/ - пир-авăр тĕртекен. Халĕ тивĕçлĕ канура.

Тимур, вăл 1952 çулта çуралнă, Шупашкарти ÿнер училищинче пĕлÿ илнĕ. Электроаппаратура заводĕнче художник-оформительте ĕçленĕ. Сарăмсăр вилĕме пула унăн пилĕк ачи 1993 çулта тăлăха юлнă. Земфира Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕтернĕ, тĕп хулари строительство управленийĕн шутлав центрĕнче ĕçленĕ. Золя /1954/ Мускаври культура институтĕнче вĕреннĕ. Воронеж патшалăх университетĕнче вăй хурать.

Çемьере чи кĕçĕнни - Индира. 1956 çулта кун çути курнăскер Мускаври А.Семашко ячĕллĕ пĕрремĕш медицина институтĕнче ăс пухнă. Врач-офтальмолог Раççейĕн тĕп хулинчи пĕр клиникăра ĕçлет.

Элли Михайлович ачалăх çулĕсенче Шупашкарти ÿнер шкулĕнче ăсталăха аталантарнă, унтан хулари ÿнер училищинче вĕреннĕ. Салтак хыççăн Тбилиссири патшалăх ÿнер академине пĕтернĕ. Тăван республикăна таврăнсан Чăваш кĕнеке издательствинче ÿнер енĕпе аслă редакторта ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтрах тĕп хулари ÿнер училищинче çамрăксене вĕрентнĕ, ун хыççăн - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнче. Ентешĕмĕр Шупашкар хулин тĕп художникĕ те пулнă. Элли Михайлович республикăра промышленноç графикине професси никĕсĕ çинче йĕркелесе яракансенчен пĕри. Вăл 400 ытла кĕнекене илемлетнĕ.

Музейре ÿнерçĕн медаль искусствипе, геральдикипе, шрифт искусствипе, живопиçĕпе паллаштаракан стендсем те пур. Вăл тăхăнса çÿренĕ пальто, шлепке, усă курнă хатĕрсем, çемйипе пĕрле ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕксем художнике, унăн чунне тарăнрах ăнланма пулăшаççĕ.

 

«Эпĕ - Юрьевсен хурăнташĕ»

Çапла каларĕ пире Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен Дина Федотова. Унăн асламăшĕпе /Васелиса Ивановнăпа/ Элли Михайловичăн амăшĕ /Евдокия Ивановна/ пĕртăван пулнă.

- Нямань таврашĕпе эпир те тачă тăванлă. Мĕнле майпа-и? Ку ыйтăва хуравлас тесен XIX ĕмĕрĕн çуррине таврăнмалла, - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Дина Витальевна. - 1863 çул пуçламăшĕнче Польшăра пăлхав çĕкленнĕ /ун чухне вăл Раççей империйĕн йышĕнче пулнă/. Ăна путарма патша правительстви пысăк ушкăн янă. Халăхăн пĕр пайĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, чылайăшне ссылкăна ĕмĕрлĕхех ăсатнă. Çакскерсенчен пĕрин - поляк хĕрарăмĕн - аллинче кăкăр ачи пулнă. Арестантсен çулĕ - хурăнлă çул /Кăрмăш-Çĕрпÿ-Хусан-Çĕпĕр çĕрĕ/ - Пшонкă ялĕн çĕрĕсем урлă иртнĕ. Хĕрарăмсене вăхăтлăха канма ирĕк панă. Вĕсенчен инçех мар ял çыннисем тырă вырнă. Пĕчĕк ачана амăшĕ Пшонкăри ачасăр хресчен çемйине парса хăварнă. Ачи хĕн курса ан ÿстĕр, мĕнле те пулсан пурăнтăр тенĕ ĕнтĕ. Çапла вара поляк ачи Ян, Иван Кузьмич Кузьмин ятпа çырăнса, чăваш ялĕнче ÿссе çитĕннĕ. Ульяна Степановăпа çемье çавăрнă. Çемье йышлансах пынă: ачасен шучĕ 12-е çитнĕ. Çавсенчен тăххăрмĕшĕ - Елюк аппа /Евдокия Ивановна Иванова/. Вăл мĕн пĕчĕкренех хресчен пурнăçĕн йывăрлăхĕсене чăтса ÿснĕ. Аслă пиччĕшĕсем Хватей, Ухванеç, Хĕветĕр граждан вăрçине хутшăннă. Евдокия Ивановна 1933 çулта Кĕçĕн Шетмĕ шкул директорне качча тухнă. Унран кăшт каярахпа аппăшĕ Васелиса Ивановна Кăмакал каччипе Кавĕрлепе /Гаврил Николаевич Николаевпа/ пĕрлешнĕ.

Тăван çĕршыв тăван килтен, кил умĕнчи хурăнран е йăмраран пуçланать теççĕ. Халăх умĕнчи чи пысăк сума тивĕçнĕ çыннăмăра - Элли Михайлович Юрьева - пĕрремĕш утăм тума, сывлăш çавăрса яма Трак тăрăхĕнчи чăваш ялĕ пулăшнă. Унăн халăхĕ ентешне манмасть, пур ĕçĕпе те ăна тивĕçлĕ пулма тăрăшать.

Надежда СМИРНОВА.

Автор фоторепродукцийĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.