Çĕнтерÿçĕсене палăртнă

16 Фев, 2016

Чăвашстатăн тата «Хыпар» Издательство çурчĕн специалисчĕсенчен йĕркеленĕ комисси шкул ачисен Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне халалланă «Ялта йĕркеллĕ - çĕршывра тăнăçлă» республикăри конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна Шупашкар районĕнчи Татьяна Санчук /Шăмăш шкулĕ/, иккĕмĕшне - Дарья Сетянова /Улатăр хули, 6-мĕш гимнази/, виççĕмĕшне Леонид Тимофеев /Сĕнтĕрвăрри хули, 1-мĕш гимнази/ йышăннă. Вĕсене Дипломпа чысланă, çитес çур çулта илсе тăмашкăн «Тантăш» хаçата тÿлевсĕр çырăнса панă.

Сăмах май, конкурса 11-17 çулсенчи ачасемпе çамрăксем хутшăннă, Шупашкар районĕнчи вĕренекенсем уйрăмах пуçаруллă пулнă.

Комисси председателĕ, Чăвашстат ертÿçин заместителĕ Любовь Петрова палăртнă тăрăх, викторина тĕллевĕ - çамрăксене Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕн пĕлтерĕшне ăнлантарасси.

Ачасен ÿкерчĕкĕсен «Тăван ялăм» конкурсĕнче çĕнтернисене кăçалхи чÿк уйăхĕнче палăртĕç.

Валентина СМИРНОВА

Теги: 

Новости по теме