Газпа усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ
Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхулана çитсе килнĕ. Вăл Раççей Федерацийĕнче газомотор рынокне аталантарас ыйтупа Горькинчи автомобиль заводĕнче иртнĕ канашлăва хутшăннă.
Унта РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи представителĕ Михаил Бабич, «Газпром» акционерсен обществин Правленийĕн председателĕ Алексей Миллер, Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен ертÿçисем, влаç органĕсен представителĕсем, автомобиль туса кăларакан предприятисен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Михаил Бабич автотехникăна газ çине куçармашкăн ĕçе вăйлатмаллине тата малашлăх тĕллевсене палăртмаллине пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - РФ Президенчĕ çак ĕçе тумашкăн ятарлă кăтартусем палăртнă, субћектсенче çул-йĕр карттисем туса хатĕрленĕ, ĕç ушкăнĕсем йĕркеленĕ тата Газпромпа килĕшÿсем тунă. Полпред Чăваш Ен пассажирсене турттаракансене палăртнă чухне çăмăллăхсем паракан 5 регион йышне кĕнине пĕлтернĕ.
«Раççей газ енĕпе чи пуян çĕршыв пулин те газомотор отраслĕ лайăхах аталанайман. Газпа усă куракан техникăн ĕмĕрĕ те вăрăм. Экологи тĕлĕшĕнчен те таса. Топливо хакĕ те йÿнĕрех ларать», - тенĕ Алексей Миллер.
Унăн сăмахĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килĕшнĕ. «Автотранспорта газ çине куçарас ĕç пурнăçланса пырать. Газпа тивĕçтерекен станцисен йышне ÿстерме палăртатпăр», - тенĕ вăл. Канашлу хыççăн республика Пуçлăхĕ Алексей Миллерпа Атăл леш енчи поселока газификацилесси çинчен калаçнă.
А.ПЕТРОВ.