Кĕнеке вуласшăн...

13 Фев, 2016

- Вулакансемпе хаçат е журнал урлă калаçни авторшăн халăх умне тухнипе танах. Эпĕ час-часах ялти шкулсене, библиотекăсемпе клубсене çитсе куратăп, тĕрлĕ ăру çыннисемпе тĕп пулатăп. Вĕсен кашнин - хăйĕн шухăш-кăмăлĕ, савăнăçĕпе ĕмĕчĕ. Эпĕ кĕнекесĕр çула тухмастăп. Хамăн ĕçсене вулакансем патне çитерес килет.

Пĕрре Патăрьелте пултăм. Пĕр кунра 49 кĕнеке туянчĕç. «Тата пур-и? Ман та илесчĕ», - хыпаланса ÿкрĕç лавккари хĕрарăмсем. Урăх пĕрре те юлманран вĕсен кăмăлĕ пăсăлчĕ. Тата хăçан килессипе кăсăкланма пуçларĕç вĕсем.

Манăн шухăшпа, çак кĕнекесем библиотекăра та çителĕклĕ пулмалла. «Вулас текенсен списокĕ тем вăрăмăш. Пире çуллаччен те черет çитес çук. Çав териех чухăн-ши вара эпир? Мĕншĕн ытларах ярса памаççĕ-ши? Кĕнеке пурне те çитсен савăннă пулăттăмăр», - терĕ пĕри. Çакна илтсен хам та шухăша путрăм. Культура валли мĕншĕн укçа çителĕксĕр-ши пирĕн? Вулама юратакана чун апачĕпе тивĕçтерейместпĕр. Пирĕн тăрăхра манăн ĕçсем сахал саланнине пĕлнĕ-ха, республикăри библиотекăсенче те мĕнпурĕ те 2-шер кĕнеке кăна.

Çамрăк ăру кĕнеке вулама пăрахнишĕн кăмăлсăр аслисем. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Совет Союзĕ кĕнеке чи нумай вулакан çĕршыв шутланнă-çке. Ялсенчи çамрăксем халĕ те кĕнекепе туслă. Çакна библиотекарьсем çирĕплетсех калаççĕ.

Тем тесен те пĕлÿ çăлкуçĕ - кĕнеке. Çакăн çинчен сăмах пуçарсан паллă çынсем калани аса килет. «Манра мĕн ырри пур - çакна йăлтах ăслă кĕнекесенче тупнă», - тенĕ Максим Горький. Çамрăксем, ытларах вулама тăрăшăр! Ăс пухни кулленхи пурнăçра çав тери кирлĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.