Пулăшаканпа - шанчăклăрах

13 Фев, 2016

Культура институтĕнче вĕренекен Анна Буланковăпа, Илья Михайловпа тата пĕчĕк Ваньăпа каçхине ача сачĕ умĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Манăн ирхине е кăнтăрла курнăçас килетчĕ вĕсемпе, анчах çак йыш кун йĕркине маларах çирĕплетнĕ. Пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшса пыракан çамрăксем семинарсене, лекцисене сиктермесĕр çÿреме тăрăшаççĕ. Тăваттăри Иван ача садĕнче тавракурăмне аталантарать.

Такăрлатнă сукмакпа

Вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшакан Аннăпа Ильяна аякранах палласа илме пулать. Вĕсем иккĕшĕ те сусăр çуралнă. Хăйсем çакăншăн пăшăрханнине кăтартмарĕç. «Пирĕн пурнăç ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть», - терĕç харăсах. Аня кÿмесĕр урама тухаймасть, унăн икĕ урин те тĕрекĕ çук. Ильян куçĕ япăх курать. Çапах та вĕсем кашни кун илемĕпе туллин киленме пĕлеççĕ.

Аннăна Илья тĕксе çÿренине хăнăхнă кунта. Пĕлĕшĕсем арçын ачана илме килни çинчен воспитателе калама шантарчĕç. Апла тăк вĕсен шала кĕмесен те юрать. Йăл-ял çиçекен Ваня хăйне нумай кĕттермерĕ, пĕрремĕш хута васкасах анчĕ. Кунĕпе кампа вылянине, мĕнле кĕнеке вуланине, мĕн çитернине каласа кăтартма пуçларĕ.

Эпир урампа васкамасăр утатпăр. «Пăх-ха, эсĕ тÿп-тÿрĕ пыратăн. Куçу лайăхах курма пуçларĕ-и?» - амăшĕн кÿмине тĕксе пыракан çÿллĕ çамрăк еннелле çаврăнать шăпăрлан. Тăрук йăлт курма пуçланă пулсан тем пекехчĕ те... Илья çак çула хăнăхнă - çавă çеç. Ир те, каç та такăрлать вăл çак сукмака. Эх, юмах тĕнчинчи асамçа çаврăнма май пулсанах Ильян куçне хупланă каç чатăрне те илсе пăрахĕччĕ, амăшне те ура çине тăратĕччĕ пĕчĕкскер.

«Çитĕнсен машина туянасшăн. Вара пурне те унталла-кунталла ярăнтарăп», - ăнлантарать Иван. Тĕпренчĕкĕсене ача садĕнчен транспортпа киле лартса каякансене сăнанă-ши вăл? Çакă, чи малтанах, хăйне çитĕнтерекенсен пурнăçне çăмăллатасса халех пĕлет вĕт.

Çул тăршшĕпех калаçакан Ваня полици ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнине пытармасть. «Симĕс тĕс çутăлсан тин çул урлă каçма юрать», - светофор патĕнче чарăнсан манпа сăмах пуçарать хайхискер.

Тăвалла хăпарма та вăй кирлĕ. Хăш-пĕр вырăнта шуçлак. Ильяна кÿме тĕкме пулăшмашкăн сĕнекенсем те тупăнчĕç. Анчах çамрăксем вĕсене ырă кăмăлĕшĕн тав туса малалла иртрĕç.

Кÿмери Аньăна иккĕмĕш хута та хăех хăпартрĕ Илья. Вĕсене тунсăхлама ĕлкĕрнĕ Рекс кĕтсе илчĕ. Хуçисем килнĕшĕн мĕнешкел хĕпĕртерĕ çура. «Мана юратса питренех çуллать», - урамрах тусĕ çинчен каланăччĕ Ваня. Чăнах, иккĕшне пĕрре те кичем мар.

Ăçтан тупăннă-ши Рекс? Илья Аньăпа Ивана Çĕнĕ çул ячĕпе йытă парнеленĕ. Унпа пурте кăмăллă.

Тĕрĕссипе, çак çемьен тăванĕсемпе пурăнма та май пур. Аньăн амăшĕ яланах пулăшма хавас. Ильян та çывăх тăванĕсем Шупашкартах. Анчах çамрăксем хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхса çитнĕ.

Кÿмере ларакансен ташши

Ильяпа Аня çырăнмасăр пĕрле пурă­наççĕ. Укçа пуçтарса çитерсенех тăванĕсене туй кĕрекине чĕнме палăртнă. Вĕсем пĕр-пĕрне юратаççĕ, хисеплеççĕ - халĕ иккĕшĕшĕн çакă чи пĕлтерĕшли.

Çамрăксем йывăрлăхсене парăнтарма вĕренни кашни утăмрах курăнать. Паллах, тăватă стена хушшинче ларас килмест вĕсен.

Аня шкулта мар, килте пĕлÿ илнĕ. Пĕчĕкренех реабилитаци центрĕнче сывлăхне çирĕплетнĕ. Сусăрсем валли йĕркелекен фестивальсене, концертсене, уявсене тăтăш хутшăннă вăл.

«Пĕрре реабилитаци центрĕнче хăнасене кĕтсе илме хатĕрленеттĕмĕр. Пирĕн хамăр пултарулăхпа вĕсене тĕлĕнтерес килчĕ. Елена Шафейкина ертÿçĕ кÿмепе ташлакансене ÿкернĕ видеофильм кăтартрĕ. Куç илми сăнарăмăр вĕсене. Ун чухне хореограф пулман. Хамăр тĕллĕнех хусканусем тума вĕрентĕмĕр», - аса илет Анна Буланкова. Çак ташăшăн куракансем чылайччен алă çупса хавхалантарнă ăна. Кашнинчех çĕнĕлĕх кĕртес килнĕ унăн. Юрласси те - чун киленĕçĕ. Залри халăха уçă сассипе те тыткăнланă вăл.

Темиçе çул каялла Раççей тĕп каналĕнчи журналистсем пирĕн тăрăхри сусăрсен пурнăçĕпе паллашма килнĕ. Шел, вĕсем хатĕрлекен проект экран çине тухайман. Апла пулин те Аннăна Останкинăна чĕнсе илнĕ. Унта сцена çинче ташламалли кÿме парнеленĕ. Çакă та хавхалантарнă хĕре.

Мăшăрлă, ачаллă

Кашни çынах мăшăр тупма, ача-пăчаллă пулма ĕмĕтленет. Аньăн та ыттисем пекех венчет кĕпи тăхăнас килни иккĕлентермест. Çирĕм тăватта çитсен куçсăррисен тата япăх куракансен шкулĕнчен вĕренсе тухнă Игорьпе çемье çавăрнă вăл. Иккĕшĕ те йыш хушăнасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Паллах, кашни хĕрарăм - «анне», арçын «атте» тенине илтесшĕн.

«Манăн чир йăхран куçаканни мар, çавăнпах сывă ача çуратма палăртнă», - тет амăшĕ пулма шухăшланăскер. Кÿмери хĕрарăмăн ача пăхса çитĕнтерме çăмăл марри никам каламасăрах паллă.

«Çие юлни тухтăрсене килĕшменнине пĕлнипе хĕрарăмсен консультацине хырăм мăкăрăлса тухсан тин кайрăм. Варти пепке 9 уйăха çитичченех хама лайăх туйрăм. Хырăм ÿкес хăрушлăх пулман», - калаçăва тăсать нимрен те хăраманскер.

Çут тĕнчене килнĕ тĕпренчĕкне пăхма амăшĕ Галина Ивановна нумай пулăшнă. Акă мăнукĕ валли алăк çинех «калаçакан» алфавит килсе çакнă вăл. Унăн витĕмĕпе Ваня саспаллисене паллакан пулнă. Пĕчĕкскер килте пулăшуçă вырăнĕнчех. «Анне, чей ĕçес килет-и?» - кăсăклансах тăрать шăпăрлан. Эпир калаçса ларнă вăхăтра Ильяпа иккĕшĕ кухьнăра кăштăртатаççĕ анчах.

«Каçсерен пицца, шарлотка, кекс пĕçеретпĕр», - килти пур ĕçе те пурнăçлама пултарнине ĕнентерет хĕрарăм. Ура утманни хатĕр-хĕтĕр, савăт-сапа çума та, пÿлĕмсенче тирпейлеме те чăрмантармасть ăна.

Çĕнĕ паллашу

Игорьпе Анна тăватă çул пĕрле пурăнсан уйрăлнă. «Килĕштереймерĕмĕр», - çапла çеç ăнлантарать хĕрарăм. Çемье саланнине чăтса ирттерме çав тери йывăрри паллă. Ун чухне те пуç усман вăл. Ывăлĕпе çеç юлнăскер амăшĕпе пĕр хваттерте пурăнасшăн пулман. Мĕн тетĕр? Хăех ывăлĕпе уçăлса çÿренĕ, лавккана кайнă, килте тирпейленĕ.

Культура институтĕнче вĕренме пăрахас шухăш та пулнă унăн. Юрать-ха аслă шкултан документсене пуçтарса тухман. Халĕ Анна Буланкова диплом ĕçĕ çырать.

Игорь ывăлĕпе те, Аньăпа та хутшăнать. Çавăнпах ашшĕ те уншăн тăрăшнине туять Иван.

Аннăпа Илья пĕр-пĕрне мĕнешкел кирлине иккĕшĕ кăна пĕлеççĕ. Вĕсем культура керменĕнчи концерт вăхăтĕнче калаçу пуçарнă. Кайран Интернетри форумсенчи тавлашусене хутшăннă, хăйсен шухăшне палăртнă.

Пĕррехинче черетлĕ мероприятие хутшăнма тĕллев тытнă Анна. Анчах çула тухма транспорт пулман. Шăпах çавăн чухне Ильяран пулăшу ыйтнă. Кашни тĕл пулмассерен пĕр-пĕрин патне ытларах туртăннине туйса илнĕ вĕсем. Пĕрле пурăнса пăхма палăртнă. Çумри хÿтĕлевçĕпе, пулăшаканпа, паллах, шанчăклăрах.

Чан çапакан

Илья Михайлов Чăваш Республикине Казахстанран килнĕ. Япăх куракан тĕпренчĕкне Карагандари, Алма-Атари, Мускаври... тухтăрсене кăтартнă ашшĕ-амăшĕ. Пулăшайман. 2000 çулта Михайловсем япăх куракан ачасене вĕрентекен шкул уçнă тăрăха куçнă. Илья Шупашкарта тĕпленнишĕн кăмăллă. Халĕ унăн Александра йăмăк та пур.

Культура институчĕн студенчĕ вырсарни шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Чан çапакана ятарласах вĕреннĕ. Шупашкарти чиркÿре ĕçленĕ.

Пĕтĕм тĕнчери чан искусствин центрĕн ертÿçи Андрей Дьячков Ильян ăсталăхне тĕрĕслесе пăхнă. Ку енĕпе республикăн тĕп хулинче шкул уçма сĕннĕ вăл. Çамрăк çак ĕмĕт хăçан та пулсан пурнăçланасса шанать.

Илья Михайлов - чан çапакансен фестивалĕсен хисеплĕ хăни. Суздаль, Санкт-Петербург, Мускав, Елабуга, Йошкар-Ола... çыннисене хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнланă вăл. «Тухса çÿрени хама кăтартма тата аталантарма, çĕнĕ юлташсем тупма май парать», - чунне уçать чан çапакан.

Пĕлтĕрхи çулла Илья Астраханьте пулнă. Шăпах çавăн чухне арăм тума суйласа илнĕ хĕрарăм мĕнешкел хаклине ăнланса илнĕ вăл. «Юрату - пурăнма, пултарулăха аталантарма хăват паракан туйăм. Чуна çывăх çынсем кĕтнине пĕлнĕрен хăвăртрах каялла таврăнас килчĕ. Хамăр тăрăхра çÿренĕ чухне апла пулман», - тунсăхланă фестивале хутшăнакан. Çав вăхăтрах хыттăн ыталаса питĕнчен чăпăрт! чуп туса илет вăл Аньăна.

Малашне пĕччен мар, Аньăпа тата Иванпа пĕрле çула тухма палăртать çамрăк. Фестивальсене çемйипех çÿреме пуçласса йĕркелÿçĕсене те асăрхаттарса хунă. Пулас арăмне чан çапас ăсталăха вĕрентесшĕн Илья.

«Пирĕншĕн хамăра килĕшнĕ пек пурăнма нимĕнле чăрмав та çук. Ура çине тăрайманни е куç курманни пăшăрханмалли сăлтав мар. Вăт теприн чунĕ таса мар, çавăнпа асапланать те вăл. Çакă чир-чĕртен те хăрушăрах. Ку чăнлăх тавра арçынсен мăнастирĕнче калаçнăччĕ», - Ильяпа хутшăнма мĕнешкел кăмăллă.

Вăй-хăват тапса тăрать вĕсенче. Тем тума та ĕлкĕреççĕ пĕр-пĕриншĕн пурăнакансем. Иванпа тĕрлĕ кружока çÿреме те вăхăт тупаççĕ. Арçын ача ташлама та, кĕрешме те хăнăхать.

Çĕнĕ кашни куна кулăпа кĕтсе илмелле. Ун чухне шухăшланине пурнăçа кĕртме çăмăлрах. Аньăпа Ильяна тата пĕчĕк Ивана ăнăçу сунса çак шухăшпа сывпуллашрăм йывăрлăхсене парăнмасăр малалла талпăнакансемпе.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.