Йĕпреçсем - çĕнĕ çитĕнÿсемшĕн

12 Фев, 2016

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Владимир Свешниковпа, юстици министрĕн заместителĕпе Ирина Семеновăпа Йĕпреç тăрăхне çитсе курчĕ. Вырăнти çăкăр завочĕн производствипе, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2015 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăçалхи тĕллевĕсемпе паллашрĕ.

Сергей Геннадьевич ĕçре палăрнисене наградăсем пачĕ. Канашлăва уçнă май пухăннисене ЧР Пуçлăхĕн ячĕпе саламларĕ, район тата республика аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тав турĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнчи йĕркесене аса илчĕ, ăна нумай тĕслĕхпе çирĕплетрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2015 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăçалхи тĕллевĕсем çинчен анлă доклад турĕ.