Çын ĕçпе илемлĕ...

12 Фев, 2016

Çак сăмахсем тăтăшах янăрарĕç нарăсăн 12-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕн сцени çинче. Муркашсем хăйсен районĕ йĕркеленнĕренпе 72 çул çитнине уявларĕç, Раççейри Кино тата Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Уява район пуçлăхĕ - депутатсен районти пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев уçрĕ. "Муркаш районĕ паян лайăх аталанать. Çулсерен çĕнелсе, çирĕпленсе, тĕрекленсе пыракан районăн кун-çулĕнче - унăн пуçаруллă та маттур, хамăр тăрăха юратакан тата уншăн, унăн аталанăвĕшĕн хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тума, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр çынсен ĕçĕ. Вĕсемех - хамăр район шанчăкĕ. Çакăн пек çынсемшĕн, вĕсен пурнăçне лайăхлатассишĕн ĕçлетпĕр те", - палăртрĕ Игорь Васильевич ентешĕсене саламланă май. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та пухăннисене районăн 72-мĕш çуралнă кунĕпе тата Кино, Ĕç çыннин çулталăкĕсем уçăлнă ятпа саламларĕ. Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх - пĕлтĕр, Литература тата К.В.Иванов çулталăкĕсенче, Муркаш тăрăхĕнче чылай ĕç пурнăçланă, кăçал та Кинопа Ĕç çыннин çулталăкĕсене тивĕçлипе ирттерме палăртаççĕ, çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме тĕв тăваççĕ.

Муркашсене уявпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева ăшшăн саламларĕ. "Çак сцена çинчен сире саламласси маншăн паян питĕ пысăк чыс. Эсир авалтан пыракан йăла-йĕркене упратăр, çамрăксене вĕрентсе пыратăр. Çавăнпа вăйлă та эсир. Тĕрлĕ кăтартупа сирĕн район республикăра чи лайăххисен шутĕнче. Сирĕн тăрăхри пĕлÿ çурчĕсем яллă тăрăхри чи лайăх шкулсен шутне кĕнипе те чăннипех мăнаçланма пултаратăр. Туслă пурăнатăр, нумай ачаллă çемьесене пурăнма условисем туса паратăр. Чыс та мухтав сире, ĕç çыннисене", - терĕ Алла Леонидовна. Уявра ĕçре палăрнисене, пуçаруллисемпе хастаррисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Муркаш тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе уява илем кÿчĕç. Пухăннисем çавăн пекех Муркаш тăрăхĕпе паллаштаракан курава хаваспах пахаларĕç.

Р.АНАТОЛЬЕВА.