Бизнес пулăшу кĕтет

12 Фев, 2016

Нарăс уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăна тухса йĕркелекен ларăвĕ иртрĕ. Маларах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен федераци корпорацийĕ» акционер обществин генеральнăй директорĕпе Александр Браверманпа тĕл пулнă, электрокластер ÿсĕмĕ, çитĕнÿ тăвакан пĕчĕк тата вăтам бизнесăн ырă тĕслĕхĕсем çинчен пĕлтернĕ, патшалăх саккасĕсене пурнăçлама Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам предприятисене явăçтарас ыйтăва çĕкленĕ.

Ларăва Патшалăх Думин Экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ А.Аксаков ирттерчĕ. М.Игнатьев пĕчĕк тата вăтам бизнеса, промышленноç производствине инновацилес, пĕчĕк инноваци предприятийĕсен çĕнĕлĕхĕсене коммерцилес ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Экономикăн çав секторне 2013-2015 çулсенче кăна патшалăх пулăшăвĕ 1,5 млрд тенкĕлĕх кÿнĕ. «Аталанма, продукципе пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерме унăн вăй-хăват тата уçă çулсем çителĕклĕ, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - Пĕлтĕр Шупашкарти Индустри паркĕн инфратытăмне турăмăр. Унта 10 предприяти продукци туса кăларĕ. Вĕсене 1 млрд ытла тенкĕлĕх инвестици хывĕç. 3-шĕ килес çулла хута кайĕ».

А.Аксаков пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх енчен пулăшу парассишĕн Патшалăх Думи саккунсем йышăнас, вĕсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртес енĕпе пурнăçлакан ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Уйрăммăн илсен хăшпĕрне иккĕмĕш вулавпа йышăннă чухне бизнеса пусăрăнтаракан статьясем кĕртсе янине, регионсем, вăл шутра Чăваш Ен те, налук хумалли ятарлă меслете ĕçе кĕртсе çăмăллăхпа усă курнине пĕлтерчĕ. «Прокуратура 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен - федераци тытăмĕсен, кăçалхи çав кунран пуçласа - регион ведомствисен, 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен муниципалитет органĕсен тĕрĕслевĕсене реестра кĕртсе сăнаса тăрать, - терĕ председатель. - Асăннă организацисем саккуна пăсса тĕрĕслев ирттерме йышăнсан ăна чарса лартать. Паянхи кун тĕлне темиçе пин йĕркелеме паман. Шел, саккуна пăхăнман чиновниксене явап тыттарма палăртман-ха. Айăп тыттарассине çирĕплетмеллех».

РФ экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ - статс-секретарĕ, «Раççей венчур компанийĕ» АО директорсен канашĕн председателĕ О.Фомичев асăннă предпринимательсен лару-тăрăвне тишкерчĕ. «Вĕсен налук инспекцийĕнче шута илтернĕ хисепĕ 2015 çулта виçĕмçулхинчен - 3,9, уйрăм предпринимательсен шучĕ 2,5% ÿснĕ, - терĕ. - Вĕсем пасар экономикинче çаврăнăçуллăрах, хăйсен çулне шыраса тупаççĕ, çĕнĕ майсемпе усă кураççĕ».

А.Браверман корпораци ĕç-хĕлĕпе, тĕл­левĕсемпе паллаштарчĕ, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕкĕлемелли çул-йĕр çинче чарăнса тăчĕ. Пысăк компанисене паракан саккассене пурнăçлама ларура сÿтсе явакан категорие явăçтарас тĕллевпе корпораци мĕн тунине пĕлтерчĕ. Ку ĕçе тĕллевлĕн тунăран пĕчĕк тата вăтам бизнес саккасĕ 2,5 хут хушăннă. Корпораципе Раççей Банкĕ вĕсене кредит илме хавхалантаракан программăна пурнăçа кĕртеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн РФ Тĕп банкĕ пулăшнипе çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме банксем 6,5% -лă ставкăллă кредит пама пултараççĕ. Программăна 12 банк хутшăнать. Çапах та процент ставки вăтам бизнесшăн - 10, пĕчĕккишĕн 11: таран. Çак условипе кредит илсен ăнăçрĕ тесе шухăшла.

Экономика аталанăвĕн министрĕ В.Аврелькин пĕчĕк тата вăтам бизнес ĕçне лайăхрах йĕркелес тĕллевпе депутатсене сĕнÿсем пачĕ. Комитет членĕсем Ф.Тумусов, С.Кривоносов, В.Чеботарев, "ЭКСАР" агентство директорĕ Д.Макеев, Стратеги пуçарăвĕсен агентствин федерацин Атăлçи округĕнчи представительствин ертÿçи Р.Зайнутдинов, ыттисем сăмах каларĕç.

Лару хыççăн М.Игнатьев О.Фомичевпа уйрăммăн тĕл пулса калаçнă, Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхĕпе, пĕчĕк тата вăтам бизнеса анлă çул парассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Çакăн хыççăнах вĕсем, Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин тата комитет членĕсем Шупашкарти "Бреслер" наука-производство пĕрлешĕвĕ” обществăна çитсе унăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.

М.Игнатьевпа А.Браверман унта ЧР Министрсен Кабинечĕ тата корпораци хушшинче ĕçлĕ çыхăну йĕркелесси çинчен килĕшÿ турĕç. Çавăн пекех корпораци республикăн "Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан нумай функциллĕ центр” автономи учрежденийĕпе тата Раççей регионĕсен банкĕсен ассоциацийĕпе çавнашкал документ çирĕплетрĕ.

А.Аксаков, А.Браверман, О.Фомичев, М.Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. А.Браверман çĕнĕ корпус туса производствăна сарма «Бреслер» обществăна 6,5% -лă ставкăпа 200 млн тенкĕлĕх кредит уйăрас ыйтăва çывăх вăхăтра татса парассине пĕлтерчĕ. М.Игнатьев корпорацин бизнеса пĕчĕк процентлă ставкăпа кредитламалли программине пысăка хурса хакларĕ, пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем унпа усă курасса шанса тăнине пĕлтерчĕ. Депутатсем Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенчи тухăçлă ĕçлекен предприятисене çитсе курчĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.