Симĕс сухан - хĕлĕпех

12 Фев, 2016

Хăй вăхăтĕнче колхозра пысăк йышпа вăй хума хăнăхнă хăшпĕр шурсухал фермерсен ĕçне производство калăпăшне кура кăтартăвĕ пĕчĕк пулнăран-тăр халĕ те хисеплеме вĕренеймест.

"Халăха ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерме вĕсемех вăй çитерĕç-ши? Темĕн..." - тет иккĕленсе. Пĕччен хулă хуçăлать тенешкел, ку ыйтăва пĕччен-иккĕн çеç татса параймĕç паллах. Ушкăн хулă евĕр йышлăн чăмăртансан шанчăк паракан пысăк вăй пулатех. Çитменнине, хăйсемшĕн тăрăшнăран туса илекен çимĕç тухăçĕ те пысăкрах, çĕрпе те пулăхне упраса, кашни тăваткал метрне шута илсе тирпейлĕ усă кураççĕ. Çакна Çĕрпÿ районĕнчи ХФХсем лайăх çирĕплетеççĕ.

- Пирĕн тăрăхра паянхи кун 103 хресчен-фермер хуçалăхĕ. 15-шĕ аталанса çитнĕ, шанчăк вĕсенче, 7-шĕ юлашки çулсенче йĕркеленчĕ. 2015 çулта мĕнпур тытăмри хуçалăхсем 41800 тонна тырă туса илчĕç. Виççĕмĕш пайĕ - фермерсен тÿпи. Уйрăмах Андрей Хорошавин ырă тĕслĕх кăтартать. Пахчаçимĕç çитĕнтерес енĕпе Александр Артемьевăн хастар йышне палăртас килет, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Борис Марков. Çĕнĕ Салари Михаил Михайлов хуçалăхне çитсе курма сĕнчĕ.

- Эпĕ хресчен-фермер хуçалăхне 2012 çулта йĕркелерĕм, "Ĕçе пуçăнакан фермер" конкурса хутшăнса 900 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕм. Унпа производство аталантарма тата тавар упрама склад тума пуçăннăччĕ, анчах укçа çитмерĕ. Вара 1,5 млн тенкĕ кредит илтĕм, - паллаштарчĕ Михаил Владимирович. - 5 га лаптăкра тĕрлĕ çимĕç çитĕнтеретĕп. Пĕлтĕр 26 тонна хăяр пуçтарса илтĕм. Шел те, çу сулхăн килчĕ. Çавăнпах уçă вырăнти пахчаçимĕç тухăçпа савăнтараймарĕ.

- Апла-тăк таса тупăш илеймерĕр те пулĕ?

- Унсăрăн пурăнма май çук паллах. Таса тупăш çăлкуçĕсене шырама, ĕç хăех кăтартса пырать тенĕрен, производствăра вĕренсе пыратăп. Пĕлтĕр çуркунне 90 пин тенкĕлĕх севок туянтăм, анчах вăл çитĕнсен 150 пин тенкĕлĕх çеç сутăнчĕ. Налук тата рабочисене тÿлесе, техникăна пăхса тăрса укçа самаях тăкакланать. Малашне вăрлăх акса ĕçлес шухăш çуралчĕ. Тепĕр тĕслĕх. Пĕр гектар лаптăкра хăяр вăррине 4 çын 7 кун акрĕ. Техника çак ĕçе пĕр кунрах пурнăçлать. Кăçал хăяр акмалли ятарлă сеялка туянасшăн, - терĕ М.Михайлов.

Ĕçчен фермер хĕлле те кĕрĕк арки йăваламасть. Çĕнĕ çул умĕн складăн иккĕмĕш хутĕнче ешĕл сухан çитĕнтерчĕ. Вăл лартмалли вăрлăха Саратова кайса килограмне 8 тенкĕлле туяннă. Хамăр патра 37-40 тенкĕ тăрать. Шел те, ютри япăхрах ÿсет. Вырăнти лайăх паркаланать, анчах хакне пĕлсен куç-пуç алчăрать. Михаил Владимирович ешĕл çимĕçшĕн лартмалли сухана хăй туса илесшĕн е кĕркунне йÿнĕлле çителĕклĕ туянасшăн.

- Çĕнĕ çул умĕн çитĕннĕ симĕс сухана Шупашкарта тата çывăхри район центрĕсенче сутса пĕтертĕм. Уяв тĕлне лайăх кайрĕ. Халĕ ăна юлташ фермер патĕнче çитĕнтеретĕп, - терĕ анчахрах телефонпа çыхăнсан.

Валентин ВАСИЛЬЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.