Çăмăл мар пулсан та - малаллах!
«Хыпар» хаçат ыйтăвĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван МОТОРИН хуравлать
Ӳснĕ те, чакнă та
- Иван Борисович, республика экономикин аталанăвĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене мĕнле хаклатăр?
- Пĕтĕм Раççейри пекех - Чăваш Республикинче те макроэкономика условийĕсем кăткăс пулчĕç. 2015 çулта промышленноç производствин индексĕ 95,1% танлашнă. Çав шутра тирпейлекен производствăсем енĕпе - 95,7%. Хамăр туса кăларнă таварсен тиесе ăсатнă калăпăшĕ, пулăшу ĕçĕсем - 159,1 млрд тенкĕлĕх. Ку - 2014 çулхи шайăн 103,3% чухлĕ.
Пĕлтĕр электротехника, хими отраслĕсем, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç ӳсĕмлĕ ĕçлерĕç. Чапаев ячĕллĕ завод, «Техмашхолдинг», «Электроприбор», «ЧЭАЗ», «ЧЭМЗ», «КАФ», «ШЗСА», «Август» фирма филиалĕ, ыттисем производствăна ӳстернĕ.
Ял хуçалăхĕ кал-кал ĕçлет. Мĕнпур категорири хуçалăхсем продукци туса илесси 107,9% танлашнă, апат-çимĕç производствин индексĕ - 109,5%. Пĕлтĕр эпир 555,8 пин тонна тĕштырă /2014 çулхин 100,3% чухлĕ/, 700,1 пин тонна çĕрулми /120,6%/, 150,2 пин тонна пахчаçимĕç /104,7%/ пухса кĕртнĕ. Сĕт тата аш-какай туса илесси 0,8 тата 17,7% хушăннă. Аш-какай производствипе федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Ен 3-мĕш вырăнта, сĕтпе - 7-мĕшĕнче. Кашни 100 гектар пуçне туса илнĕ ашпа та округра 3-мĕш вырăна тухнă, сĕтпе вара - 2-мĕш вырăнта.
Строительство ĕçĕсен калăпăшĕ чакни палăрать: 33,1 млрд тенкĕлĕх - 88%. Пурăнмалли 832,8 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, 2014 çулхипе танлаштарсан - 96,6%. Çакă чи малтанах çĕршыври финанспа экономика лару-тăрăвĕнче тăнăçлăх çуккипе сăлтавланнă, çавна май Чăваш Енри организацисен инвестици пуçарулăхĕ те чакнă. Çавăн пекех кредит ресурсĕсем, ютран кӳрекен таварсем хакланни те витĕм кӳнĕ. Пысăк инвестици проекчĕсене маларах, 2014 çулта, вĕçленине те палăртмалла. Çав шутра - ВТБ24 сервис центрĕ, клинкер брусчаткипе кирпĕч кăларакан завод, Шупашкарти Пăр кермен тата ыт.те. Çул-йĕр хуçалăхĕнче подряд ĕçĕсем сахалраххин витĕмĕ те пур. Ку чи малтанах М-7 автоçула пырса тивет.
2014 çулхи раштаврипе танлаштарсан 2015 çулхи раштавра республикăра инфляци шайĕ 11,5% çитнĕ, ку Раççейри вăтам кăтартуран 1,4% пĕчĕкрех. Вак суту-илĕвĕн пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ пĕлтĕр 137,7 млрд тенкĕ пулнă - çулталăк каяллахин 90,6% чухлĕ. Халăха кӳнĕ тӳлевлĕ пулăшу ĕçĕсем - 42,5 млрд тенкĕлĕх /97,8%/. Çакăнта халăхăн тĕрлĕ тавар туянас пултарулăхĕ чакни куçкĕрет.
2015 çулта уйăхри вăтам ĕç укçи 21445 тенкĕпе танлашнă /102,8%/. Халăхăн вăйпитти йышĕнчи регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 0,65% пулнă, ĕçлев службинче шута илнĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ - 4,4 пин çын.
Импорта хамăрăннипе улăштаратпăр
- Республика влаçĕсем кризисран тухма мĕнле çулсем сĕнеççĕ?
- Кăçалхи тĕп тĕллев - промышленноç предприятийĕсемпе пайăррăн ĕçлесси, социаллă çивĕчлĕхрен сыхланасси. Федераци хыснинчен те, республика бюджетĕнчен те патшалăх пулăшăвĕ илмелли заявкăсем хатĕрлес енĕпе организацисемпе тачă çыхăну тытăпăр.
Стратеги шайĕнчи партнерсемпе /Россети, РусГидро, РЖД, Газпром тата ыттисем/ çыхăну тытса чикĕ леш енчен кӳрекен продукцие хамăрăн аналогсемпе улăштарас енĕпе малалла ĕçлĕпĕр. Çавăнпах РусГидрора, Росатомра, Раççей МЧСĕнче, ытти тытăмра хамăрăн предприятисен производство, наукăпа техника хăвачĕн презентацийĕсене йĕркелетпĕр. Кăрлач вĕçĕнче çавнашкал презентацисене «Россети», «ФСК ЕЭС» ПАОсенче ирттертĕмĕр, унта пирĕн чылай электротехника предприятийĕ, çавăн пекех çăмăл промышленноç тата хими отраслĕсен компанийĕсем /«Бреслер», «Электроприбор», «Проектэлектротехника», «Динамика», «ЭКРА», «ЧЭАЗ», «Каскад», «Яхтинг», «Элкон»/ хутшăнчĕç. Пирĕн предприятисем хăйсен продукцине ют çĕршывсен аналогĕсемпе танлаштарса кăтартнă, импорта улăштармалли çĕнĕ продукци кăларассипе çыхăннă тĕллевсемпе паллаштарнă, энергетиксемпе çыхăну тытса ĕçлемелли майсене сӳтсе явнă.
- АПШпа Евросоюз Раççей тĕлĕшпе санкцисем йышăннă условисенче республикăри предприятисемшĕн йывăрлăхсем тухса тăчĕç-и? Пирĕн импорта улăштарас енĕпе ĕçлекен предприятисем пур-и?
- Паллах, тĕнче экономикинчи улшăнусем пирĕн республикăри тавар туса кăларакансен ĕçне те витĕм кӳреççĕ. Çапах вĕсем çĕршывра импорта хамăрăн продукципе улăштарассипе çыхăннă туртăма ăнăçлă алла илеççĕ. Хими отраслĕнче Китайран, Украинăран, Словакирен кӳрекен продукцие хамăрăннипе улăштараççĕ, электротехникăра - Европа, Ази, Хĕвелтухăç çĕршывĕсен продукцине. Паян Чăваш Енри электротехниксем тĕнчери электротехника продукцийĕн рынокĕнче малтисен шутĕнче. Сименс, Тошиба, АББ, Шнайдер Электрик - тĕнчипе паллă çак брендсен вырăнне хăйсен пысăк технологиллĕ продукцийĕпе йышăнаççĕ.
Раççейри реле хӳтлĕхĕпе автоматика оборудованийĕн рынокĕнче Чăваш Енри предприятисен тӳпи 40% та иртет. Пирĕн электротехника предприятийĕсем Раççее чикĕ леш енчен кӳрекен оборудовани /реле/ калăпăшĕн 15% яхăн пайне хăйсен продукцийĕпе улăштарнă. Импорт шучĕпе кӳрекен чĕртавара, комплектлакан хатĕрсене тапхăрăн-тапхăрăн хамăрăннипе улăштараççĕ, туса кăларакан изделисен характеристикисене çĕнетеççĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ 150 ытла инвестици проекчĕ пурнăçланать - пĕтĕмпе 222 млрд тенкĕлĕх. Çав шутра 60 яхăн проект - импорта улăштарас тĕллевлисем.
Вĕсен шутĕнче «Химпромăн» водород перекиçĕ тата глифосат производствин, «Хĕвел» ОООн хĕвел модулĕсем кăлармалли, «Çеçпĕл» предприятин криогенлă танк-контейнерсем тата ятарлă станоксем хатĕрлемелли проекчĕсене асăнмалла. Ял хуçалăхĕнче те пысăк проектсем пур. Строительство материалĕсен производствине илес-тĕк - «Экоклинкер», «Стройкерамика» ОООсем клинкер брусчатки, кирпĕч тата керамика стройматериалĕсем туса кăларма тытăннине палăртмалла. Çак материалсем нимĕçсен, Испанири заводсен продукцине улăштарма, клинкер плиткипе республикăрисене çеç мар, Раççейĕн ытти субъекчĕн строительство организацийĕсене те тивĕçтерме пултарĕç.
Чăваш Ен шанчăклă ĕçтеш ят-сумне çĕнсе илнĕ. Çакна çирĕплетекен тĕслĕх - пĕлтĕр Шупашкарта «Фольксваген» автоконцерн автомобилĕсем валли проводсен жгучĕсем туса кăларакан предприяти, «Фуджикура Аутомотив Рус Шупашкар» ООО, уçăлни. Яппунсен компанийĕпе пĕрлехи производство йĕркелени влаç органĕсен ĕçĕн тухăçлăхне ĕнентерет, инвесторсем республика Правительствин политикине шаннине кăтартать.
Пĕлтĕр республикăра çĕнĕ 6 производство площадки хута кайнă - унта 1 пин ытла çынна ĕçе вырнаçтарнă. Асăннă производствăсемсĕр пуçне «Спектр» НПП хăйĕн инноваци силиконакрил тата эмаль производствине анлăлатнă, «Динамика» НПП çĕнĕ наукăпа производство корпусĕн пĕрремĕш черетне уçнă. «Фросто» ООО промышленноç холодильникĕсен производствине ӳстернĕ. Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел модулĕсен завочĕ хута кайнă, тĕп хулара ВТБ24 сервис центрĕ уçăлнă - паян унта 734 çын ĕçлет.
Ял хуçалăхĕнче те пĕтĕмпе 6,3 млрд тенкĕлĕх 50 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ. 300 ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Ен территорийĕнче пĕтĕмпе пысăк тухăçлă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ 180 яхăн инвестици проекчĕпе ĕçлетпĕр - 270 млрд ытла тенкĕлĕх. Вĕсем импорта хамăрăн продукципе улăштарма, экспорта ӳстерме, технологисене аталантарма пулăшĕç.
Тĕрев - бизнес валли
- Тĕрлĕ шайри бюджетсенчен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе грантсемпе, субсидисемпе пулăшма мĕн чухлĕ укçа уйăрнă? Патшалăх бизнеса кӳрекен пулăшушăн мĕнлерех туртăмсем кăтартуллă?
- Ку ĕç - ЧР патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Пирĕн çĕршыв тĕлĕшпе йышăннă экономика тата политика санкцийĕсен условийĕсенче унăн пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк. Юлашки виçĕ çулта республикăра предпринимательлĕхе аталантарма 1,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Çак укçана тӳрремĕнех пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене пулăшма, вĕсене тĕревлемелли инфратытăм объекчĕсене аталантарма янă. 2015 çулта çак мероприятисем валли уйăрнă укçа виçи - 349,9 млн тенкĕ ытла. Укçана виçĕ çул-йĕрпе уйăратпăр: производствăна çĕнетме, çак тĕллевпе оборудовани туянма, куравсемпе ярмăрккасене тата конгресс мероприятийĕсене хутшăнма каякан тăкаксене саплаштарма.
Районсемпе хуласенче асăннă йышши предприятисене пулăшакан бизнес-инкубаторсем тăвас енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Пĕчĕк бизнеса пулăшакан агентство, ЧР Гаранти фончĕ, ытти тытăм ĕçлеççĕ, пĕлтĕр индустри паркĕн инфратытăмĕн строительствине вĕçлерĕмĕр. 2014 çултан тытăнса инноваци, промышленноç производстви, нанотехнологисем енĕпе импорта улăштарас тĕлĕшпе ĕçлекен предпринимательсене пулăшассине тĕпе хуратпăр. Патшалăх пулăшăвĕн усси куçкĕрет. 2015 çулта кăна финанс пулăшăвĕ илнĕ предпринимательлĕх субъекчĕсем инвестицисен калăпăшне 2014 çулхинчен 36% /409,1 млн тенкĕ/ пысăклатрĕç. Çавна май иртнĕ çул 838 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
Малтанлăха палăртнă тăрăх - 2016 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармашкăн 170 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакă вĕсем тӳлекен налуксене кăна мар, производство калăпăшне ӳстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те пулăшĕ.
- Муниципалитетсенче хăйсен ĕçлĕ климата лайăхлатмалли «çул-йĕр карттисене» хатĕрлес, предпринимательсен пуçарулăхне пулăшас, тĕрлĕ килĕштерӳ процедурисене чакарас енĕпе мĕн тунă?
- Республикăра 2015-2016 çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли мероприятисен планне /«çул-йĕр карттине»/ йышăннă. Унсăр пуçне мĕнпур районпа хула администрацийĕсем пĕлтĕр йышăннă çакнашкал плансене пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех Чăваш Енре Стратеги пуçарăвĕсен агентстви хатĕрленĕ Ăнăçлă практикăсен атласĕнчи чи лайăх практикăсем пурнăçланаççĕ. Вĕсем муниципалитетсен шайĕнче предпринимательлĕхе аталантарма пулăшаççĕ. Шупашкар - асăннă атласăн практикисене сăнаса пăхмалли пилотлă регион. «Çул-йĕр карттине» пурнăçлани Шупашкар хулине инвестицисем хывмалли инструментсене лайăхлатма, çĕннисене йĕркелеме май парĕ. Ăнăçлă практикăсем çавăн пекех Канаш хулинче те пурнăçа кĕреççĕ.
- Республикăра туса кăларакан продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче пĕчĕк тата вăтам предприятисен тӳпи пысăк-и?
- Пĕтĕмпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 49,2 пин ытла субъекчĕ ĕçлет, вĕсенче 143,1 пин ытла çын вăй хурать - Чăваш Ен экономикинче тăрăшакансен 1/3 пайне яхăн. Вĕсем туса кăларакан продукци /пулăшу ĕçĕсен/ çаврăнăшĕ 2014 çулта 255,5 млрд тенкĕпе танлашнă, ку 2013 çулхинчен 5,8% пысăкрах. 2015 çулта вара асăннă виçе 268,3 млрд тенке çитмелле - 5% хушăнмалла. Организацисен çаврăнăшĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен тӳпи 58% танлашĕ.
- ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çул пуçламăшĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Министрсен Кабинечĕ умне 2015 çулта Çамрăксен инноваци пултарулăхĕн 7 центрне уçмалли тĕллев лартнăччĕ. Ку енĕпе мĕнле ĕçлерĕр?
- Михаил Васильевич 2015 çулхи Çырура палăртнă мĕнпур тĕллеве ЧР Правительстви туллин пурнăçланă. Ачасемпе çамрăксен наукăпа техника пултарулăхне аталантарас тĕллевпе эсир асăннă 7 центра уçнă. Вĕсем - Шупашкарти машиностроени техникумĕн, электромеханика колледжĕн, Канашри, Çĕнĕ Шупашкарти, Шупашкарти, Çĕмĕрлери ачасен хушма вĕрентĕвĕн организацийĕсен никĕсĕ çинче. Çак центрсенче ачасемпе çамрăксем тĕрлĕ техника вăрттăнлăхĕсене ăса хываççĕ - электронлă схемăсен сăнавлă тĕслĕхĕсене хатĕрлесси таранах. Кăçал çамрăксен инноваци пултарулăхĕн тата икĕ центрне уçма палăртатпăр.
Çулталăк çăмăл пулмĕ
- 2016 çулта республикăри промышленноç производствин аталанăвĕ мĕнлерех пулĕ?
- Çулталăк промышленноçшăн ансат пулмĕ. Саккассем вырнаçтаракан пысăк наци корпорацийĕсен инвестици программисем пĕчĕкленеççĕ, çакă рынокра çивĕч конкуренци çуратать. Апла пулин те эпир промышленноç производствин индексĕ çулталăк вĕçленнĕ тĕле 102,5-103% пуласса шанатпăр. Çак кăтарту патне талпăнăпăр.
- Республикăра çынсене юхăннă çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программа туллин пурнăçланĕ-и?
- Пилĕк çуллăх программăпа килĕшӳллĕн 171,9 пин тăваткал метр йышăнакан кивĕ çуртсенчен 13,1 пин çынна куçармалла. 6,5 пин гражданина куçарнă ĕнтĕ. Раççей субъекчĕсен çак ĕçне федераци тытăмĕсем çирĕп сăнаса тăраççĕ. Республика программăн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене 2014 çулта та, пĕлтĕр те пурнăçланă. Çапла вара граждансене юхăннă çуртсенчен куçарас ĕç йĕркеллĕ хăвăртлăхпа пулса пырать.
- Строительство комплексĕ умне тухса тăнă йывăрлăхсем мĕнпе çыхăннă? Тăлăхсен, нумай ачаллă çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе чăрмавсем çук-и?
- Палăртма кăмăллă: экономикăри ансат мар лару-тăрăва пăхмасăр нумай хваттерлĕ çурт-йĕр строительствинче ӳсĕмлĕ туртăма упраса хăвартăмăр. Иртнĕ çул строительство организацийĕсем 544,6 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, çакă виçĕмçулхипе танлаштарсан 118,9% шайĕнче - хута янă мĕнпур çурт-йĕрĕн 65% танлашать.
Чăнах та, пĕлтĕр строительство комплексĕшĕн инвестици проекчĕсем валли кредит укçине явăçтарас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăчĕç, кредитсен процент виçисем пысăкланнине кура çынсем хваттер туянасси чакрĕ. 2015 çулта Чăваш Енре «Строительство» ĕç-хĕл валли уйăрнă кредитсен калăпăшĕ 33% пĕчĕкленнĕ, çурт-йĕр ипотекин кредичĕн калăпăшĕ - 40%. Хăватсемпе туллин усă курассине упраса хăвармашкăн строительство организацийĕсен патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр тумалли программисене хастартарах хутшăнмалла.
Пĕлтĕр социаллă хӳтлĕхсĕр категорисене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшас енĕпе пысăк ĕç тунă. Раççей Вĕренӳ министерствипе килĕшӳ тунă май федераци бюджетĕнчен 34,6 млн тенкĕ субсиди илнĕ. Республика бюджетĕнчен çав килĕшӳ условийĕсемпе палăртнă виçерен чылай пысăкрах укçа уйăрнă - 50,4 млн тенкĕ. Çавна май 2015 çулта 95 хваттер тунă е туяннă, 25 хваттер тума пуçланă - вĕсене кăçал вĕçлемелле. Пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермешкĕн республика бюджетĕнчен 75,8 млн тенкĕ уйăрнă. 31 çемьене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ.
Санкцисен яла кӳрекен усси
- Ял хуçалăхĕ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. Раççей тĕлĕшпе экономика санкцийĕсем йышăннипе Чăваш Ен агропромышленноçĕ производствăна ӳстермешкĕн усă курма пултарчĕ-и? Рынокра кирлĕ продукци туса кăларассипе çыхăннă мĕнле проектсем пур?
- Хăшпĕр апат-çимĕç импортне чарни ял хуçалăхĕнче те, апат-çимĕç промышленноçĕнче те ӳсĕм кӳчĕ. Каларăм-çке, ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси 7,9% пысăкланнă, апат-çимĕç тата тирпейлекен организацисен производстви 9,5% ӳснĕ.
Хальхи вăхăтра республикăн аграри секторĕнче пурнăçлакан чи пысăк проект - «Юрма» агрохолдингăн производство комплексĕн модернизацийĕ, тирпейлекен предприяти строительстви. Инвестици проекчĕн икĕ тапхăрне пурнăçланă та ĕнтĕ. Инвестицисен виçи - 7,9 млрд тенкĕ. Халĕ 3-мĕш тапхăрпа ĕçлеççĕ. Производство хăвачĕсене ӳстерме палăртнă% кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илессине - 50 пин тонна таран, сысна ашне - 10 пин тонна таран. Хальхи вăхăтра агрохолдинг Китай рынокне тухмалли таможня условийĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлет. Продукцие КНРа кăçалхи нарăс-пуш уйăхĕсенче ăсатма пуçласшăн.
Сăра тăвакан «Букет Чувашии» фирма 2011-2015 çулсенче производство аталанăвне 2 млрд тенкĕ ытла инвестици хывнă. Шĕвĕ продукци производствине 1,5 хут ӳстернĕ, 5 çулта налук тӳлевĕсем 2,4 хут пысăкланнă. 150 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Малалла аталанасшăн, çитес çулсенче унта тасатакан сооруженисем тума палăртнă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулĕç.
«Акконд» АО пĕлтĕр производствăна аталантарма хывнă инвестицисем - 960 млн тенкĕ, 100 ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. 2015 çулта «Аккондовская картошка», «Бутон», «Элитанс», «ДежаВю» десертсен технологи линийĕсене хута янă, ку ĕçе малалла тăсĕç. «Пучинкери сĕт завочĕ» производствăна реконструкциленĕ, унта услам çу туса кăларакан цех хута янă, çусăр типĕ сĕт кăлармалли оборудовани вырнаçтарнă. Предприяти тулли хăватпа ĕçлесе кайсан унта талăкра 150 тонна таран сĕт тирпейлĕç. Икĕ çулта 134 млн тенкĕ инвестици хывнă, 30 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçалхи çу уйăхĕнче типĕ сĕт кăларма пуçламалла, сĕт типĕтекен цех ĕçлесе кайсан тата 15 ĕç вырăнĕ пулĕ. Каярахпа сырсем кăларакан цех та тăвасшăн.
Пĕлтĕр «Девелей» ООО тĕрлĕ соус, апата тутлăлантаракан хутăшсем хатĕрлекен çĕнĕ хăватсене ĕçе кĕртнĕ. Проекта пуçарнăранпа унта 1,1 млрд тенкĕ ытла инвестици хывса 140 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Паян предприяти 68 йышши продукци /соуссем, кетчупсем тата ыт.те/ туса кăларать. Вăл - «Макдональдс» ресторансен сечĕ валли соуссемпе горчицăсем хатĕрлекен пĕртен-пĕр предприяти. Кунта продукцие Develey, Глобус, Кинто, КДВ, Герберт суту-илӳ маркисемпе кăлараççĕ.
Шупашкарти аш-какай комбиначĕ те реконструкци ирттерет, производствăна çĕнетет. Продукци ассортиментне 132 ят таран анлăлатнă, вăтамран талăксерен 7 тонна таран кăлпасси, 10 тонна таран аш çурма фабрикачĕсем кăлараççĕ. Малашне вара предприяти никĕсĕ çинче агропромышленноç холдингĕ йĕркелеме палăртнă. Унăн тытăмĕнче выльăх-чĕрлĕх комплексĕ те пулĕ. 200 ытла ĕç вырăнĕ хушăнĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 1,2 млрд тенкĕ, юлашки икĕ çулта 250 млн тенке яхăн инвестиципе усă курнă, 68 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
«Атлашевская» агрофирма фермăсене çĕнетмелли инвестици проектне пурнăçлать. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 500 пуç таран пулмалла, аш-какая хăйсемех тирпейлĕç, çурма фабрикатсем хатĕрлĕç. Пĕлтĕр сменăра 3 тонна таран продукци кăларакан цех хута кайнă ĕнтĕ, аш-пăша хуçалăх хăйĕн Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти лавккисенче сутать. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ те 1000 пуç ĕне усрамалли ферма проекчĕпе ĕçлет. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне предприяти ĕнесен шутне 1100 пуçа çитернĕ ĕнтĕ. 244 млн тенкĕ хывнă, 20 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçал хайхи çĕнĕ комплекса хута ярасшăн. Çавăн пекех Елчĕк районĕнчи икĕ хуçалăхра ĕне фермисене реконструкцилеме палăртнă.
Муркашри чăх-чĕп фабрики кайăк-кĕшĕк витисене реконструкцилет. Кивĕ оборудование çĕннипе улăштараççĕ, çакă кăçалах çăмарта туса илессине 10 млн штук таран ӳстерме май парĕ.
Пахчаçимĕç туса илес тĕлĕшпе те ырри нумай. Пĕлтĕр 1 теплица комплексĕ, 1 пахчаçимĕç хранилищи, 6 çĕрулми хранилищи хута янă. Халĕ «Ольдеевская» агрофирма хăйĕн теплицисене анлăлатать, Василий Семенов фермер 2,2 пин тонна пахчаçимĕç упрамалли хранилище тăвать. Патăрьел районĕнчи «Батыревский» хуçалăх çĕрулми хранилищи çĕклет. Пысăк проектсем Куславкка /«Куснар» агрофирмăн 1,5 пин тонна çĕрулми упрамалли хранилищĕне реконструкцилемелли проекчĕ/, Комсомольски /«Комсомольски пахчаçимĕçĕ» агрофирмăн 3,5 пин тоннăлăх çĕрулми хранилищин модернизацийĕ/ районĕсенче, ытти тăрăхра та пур. Çавăн пекех Людмила Краснова фермерăн, «Смак-Агро» ОООн - çĕрулми, Александр Красновăн - сухан упрамалли хранилищĕсем тумалли проекчĕсене те асăнма пулать. Вĕсем те - миллион-миллион тенкĕлĕх.
Çĕр - тĕп пуянлăх
- Çĕрсемпе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе ЧР Ял хуçалăх министерстви умне мĕнле тĕллевсем лартатăр? Ку енĕпе кăçал мĕн тума палăртнă?
- Усă курман çĕрсем - ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине ӳстермелли ресурс. Çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăрассине районсене шаннă, анчах, тĕрĕссипе, вырăнсенче ку ĕçе пурнăçламаççĕ. Çавна май нумай çĕрте çĕрпе тухăçлă усă курмаççĕ.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен Росреестрăн тата Россельхознадзорăн республикăри управленийĕсемпе пĕрле ку енĕпе надзор мероприятийĕсене пурнăçламалла. Тĕрĕслеве вăхăтра ирттерни ял хуçалăх организацийĕсем, хресчен хуçалăхĕсем тĕлĕшпе штраф санкцийĕсемпе усă курассинчен хăтарĕ.
Ял хуçалăх производствине çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе право докуменчĕсем çуккине пăхмасăрах пурнăçлани тавар туса кăларакансене патшалăх пулăшăвĕпе усă курма та чăрмантарать. Правительствăн ятарлă комиссийĕн йышăнăвĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче усă курман çĕр пайĕсем тĕлĕшпе муниципалитет харпăрлăхĕн правине регистрацилессине вĕçлеме хушнă, çулталăк вĕçлениччен çав лаптăксен 85% кая мар регистрацилемелле.
Çĕр налукĕ - вырăнти тӳлев, çавна май вăл пĕтĕмпех муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче пухăнать. Налук саккунĕсем ял хуçалăх тĕллевĕллĕ лаптăксем тĕлĕшпе çĕр налукĕн пысăклатнă виçипе усă курма ирĕк параççĕ. 2013 çултанпа налук органĕсене ял хуçалăх тĕллевĕллĕ лаптăксемпе урăх тĕллевпе усă курни çинчен калакан 483 информаци килнĕ. Çавна май çав лаптăксен 401 хуçи тĕлĕшпе çĕр налукĕн 1,5% пысăклатнă виçипе /яланхи виçе - 0,3%/ усă курнă. Тӳлевсен пĕтĕмĕшле виçи 1,06 млн тенкĕпе танлашнă.
Паллах, штраф санкцийĕсемпе усă курасси - тĕллев мар. Çĕрпе тĕллевлĕн усă курассине, унран усă илессине тĕпе хуратпăр. Кăçал республика территорийĕнче геосервиса ĕçе кĕртесшĕн. Вăл ял хуçалăх çĕрĕсемпе мĕнле усă курнине сăнаса тăма пулăшĕ - уйсен, акнă лаптăксен тĕп-тĕрĕс чиккисене курса-пĕлсе тăрасси таранах.
Эх, чăваш хăмли...
- Совет саманинче Чăваш хăмлине СССРăн кашни кĕтесĕнче хакланă. Союз арканнă хыççăн хăмла туса илесси чакса кайнă. «Симĕс ылтăн» тĕлĕшпе паян Чăваш Енре лару-тăру мĕнлерех?
- Чăваш Ен Раççейри хăмла çитĕнтерекен тĕп регион шутланать. Çĕршывра туса илекен хăмлан 90% ытла - пирĕн тӳпе. Хăмла çитĕнтерекен хуçалăхсенчен пухнă информаци тăрăх - пĕлтĕр республикăра 172,3 тонна хăмла пухса кĕртнĕ /ку шута халăх, уйрăм çынсем, çитĕнтерни кĕмен/. Тухăç - гектартан 20,2 центнер. Танлаштарма: 2014 çулта пĕтĕмпе 124,3 тонна хăмла татнă, тухăç 12,2 центнер кăна пулнă. Иртнĕ çулхи пĕтĕмĕшле тухăç - Раççее кирлĕ виçен /9-10 пин тонна/ 3% кăна. Хальхи вăхăтра çĕршыври сăра пĕçерекен, вĕретекен компанисем чикĕ леш енчен кӳрекен хăмла гранулисемпе, экстракчĕсемпе усă кураççĕ, çапла вара ют çĕршывсен аграри секторне пулăшаççĕ. Хăмла, унăн продукчĕсен импорчĕ валли çуллен 7-9,5 млрд тенкĕ каять. Чăваш Енри хуçалăхсем отрасле хушма укçапа пулăшсан «симĕс ылтăна» хамăра кирлĕ чухлĕ çеç мар, таможня союзĕн çĕршывĕсене ăсатмалăх та çитĕнтерме пултараççĕ.
2015 çулта хăмла пахчисене 38,2 гектар çинче хывса хăварнă, 47,3 гектара тирпейленĕ. Пĕлтĕр çитĕнтернĕ пĕтĕм хăмлана сутнă, туса илнĕ тата сутнă хăмлашăн республика бюджетĕнчен 2,6 млн тенке яхăн тӳленĕ.
Республикăра ятарлă наука тĕпчев институчĕ пур, вăл хатĕрленĕ хăмла сорчĕсене патшалăхăн усă курма ирĕк панă селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртнĕ. Институт ученăйĕсем хăмла сорчĕсен коллекцине упраççĕ, унта - 200 ытла ят.
Хăмла, унăн продукчĕсен импортне хамăрăннипе улăштармашкăн Раççейре хăмла çитĕнтерессине патшалăх енчен пулăшмалла, çак ĕçе федераци бюджетĕнчен субсидилекен çул-йĕрсен шутне кĕртмелле.
- Тавах тĕплĕ те интереслĕ калаçушăн.
Комментировать