«Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер»

15 Мар, 2014

Чăваш Енре пуш уйăхĕн 17-28-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» наркотиксене хирĕçле акци иртет.

Ăна Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераци служби /ФСКН/ йĕркелет. Акци тĕп тĕллевĕ - халăх наркоманипе тата наркопреступленисемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене ан мантăр тени, çак "усал" тыткăнне лекнĕ çынсене пулăшасси.

ФСКНăн Чăваш Енри управленийĕ регионра пурăнакансене наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕн тата унпа усă курнин факчĕсем пирки шанăç телефонĕпе /8 /8352/ 23-01-00/ пĕлтерме ыйтать. Çавăн пекех акци вăхăтĕнче профилактика, наркочирлĕ çынсене сиплессин тата реабилитацийĕн ыйтăвĕсемпе специалистсен консультацине илме май килет.


И.БЕЛОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.