«Ветки» фильм - кинотеатрсенче

12 Фев, 2016

Владимир Синяев режиссерăн наркотикпе сутă тунипе кĕрешни çинчен ÿкернĕ «Ветки» илемлĕ фильм пирки хаçатра маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Аса илтеретпĕр: унăн сценарине республика прокуратурипе Чăваш Енри наркотик çаврăнăшăвĕпе çыхăннă лару-тăрăва шута илсе, пурнăçри чăн пулăмсене тĕпе хурса ÿкернĕ.

«Ветки» фильм премьери пĕлтĕр раштавăн 14-мĕшĕнче Шупашкарти «Волжский» суту-илÿ комплексĕнче иртнĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсенче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче, çавăн пекех тĕрлĕ ведомствăпа учрежденисенче вăй хуракансем хутшăннă. Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнчен вара асăннă фильма тĕп хулари «Волжский», «Три пингвина» кинотеатрсенче курма май килĕ. Фильмра ытларах П.П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ çумĕнчи «Победа» театр актерĕсем ÿкерĕннĕ. Ăна ÿкерме Шупашкар хула администрацийĕ, «Сывă наци», Тай боксĕн федерацийĕ, Чăваш Республикинчи суту-илÿ палати, тĕрлĕ министерство, культура учрежденийĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсем, Интернет-порталсем пулăшнă. Чăваш Республикинчи тай боксĕн федерацийĕн президенчĕ хăй те фильмра наркобарон рольне вылянă. «Ветки» - çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, тĕрĕс пурăнма чĕнекен фильм.

Р.АНАТОЛЬЕВА.

Рубрика: