«Илем» спорт мастерĕсене туптать

11 Фев, 2016

2009 çулта Вăрмар салинче «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçни Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкулта вĕренекен Ольга Ивановăпа Иван Голубевшăн пысăк савăнăç пулчĕ. Виççĕмĕш класранах бассейна çÿреме пуçланă вĕсем, ишме вĕренмелли секцие çырăннă. И. Алешин тренер пулăшнипе çак ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ.

2011 çулхи çĕртме уйăхĕнче шывра ишес енĕпе ЧР Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Кÿкеç поселокĕнчи «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче ирттернĕ ăмăрту халĕ те Ольăн асăнче-ха. Çавăн чухне ĕнтĕ вăл пĕлтерĕшлĕ тупăшăва пуçласа хутшăннă. 50 метрлă дистанцие ирĕклĕ майпа ишсе виççĕмĕш вырăна тухнă. Çакă ăна малашне çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнă.

Çамрăк ишевçĕн 2012-2014 çулсенчи çитĕнĕвĕсем чăннипех те савăнтараççĕ. Республикăри тĕрлĕ хулари ăмăртусенче çĕнтерсе пĕрре çеç мар хисеп пьедесталĕ çине тăма тивĕçет вăл.

2013 çулхи раштав уйăхĕн 6-8-мĕшĕсенче Олимп вăйй-исен тăватă хут чемпионĕн А. Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн Екатеринбургра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва Ольга ниепле те манма пултараймасть. Унăн çĕршыври чи ăста ишевçĕсемпе тупăшма тивнĕ. Чăваш Ен чысне хÿтĕлекен Вăрмар хĕрачи çухалса кайман. 50 метрлă дистанцире ирĕклĕ майпа ишессипе 42 ишевçĕрен 9-мĕш вырăна тухнă, 50 тата 100 метрлă дистанцисенче çурăм çинче ишсе малтисен йышне кĕнĕ.

2014 çулхи юпа уйăхĕнче Пензăра шывра ишсе мала тухассишĕн федерацин Атăлçин округĕн чемпионачĕ иртнĕ. Çивĕч тупăшура 100 метрлă дистанцире çурăм çинче ишсе Оля спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать.

Иртнĕ çулхи юпан 6-9-мĕшĕсенче Пензăра иртнĕ федерацин Атăлçин округĕн чемпионатĕнче те пике пысăк çитĕнÿ тунă. 50 метрлă дистанцие кĕске вăхăтрах парăнтарса ЧР рекордне çĕнетнĕ. 100 метрлă дистанцие çурăм çинче хăвăрт ишсе тухса Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ.

Çав çулах раштавăн 12-15-мĕшĕсенче Волгоградра арçын ачасемпе хĕрачасен хушшинче шывра ишсе мала тухассишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртнĕ. Тупăшăва çĕршыври чи пултаруллă 500 ытла спортсмен хутшăннă. ЧР чысне «Илем» ФСКра ăсталăха туптанă Раççей спорт мастерĕ Ольга Иванова тата спорт мас-терĕн кандидачĕ Иван Голубев тивĕçлĕн хÿтĕленĕ. Çак тупăшура пике республика рекордне тепĕр хут çĕнетнĕ.

Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренет. Т. Давыдова тренер патĕнче ăсталăхне ÿстерет.

1999 çулта Вăрмар салинче çуралнă Иван Голубевăн спортри çитĕнĕвĕсем те курăмлă: шывра ишессипе республикăра мала тухассишĕн иртнĕ чылай ăмăртура малти вырăнсене çĕнсе илнĕ вăл. Раççей шайĕнчи тупăшусенчен те аван кăтартусемпе таврăнать.

А. Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн Екатеринбургри Пĕтĕм Раççейри ăмăртура тупăшса Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăç-ланă.

Ваня - «Илем» физкультурăпа спорт комплексне çÿрекен ишевçĕсенчен спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă пĕрремĕш çамрăк ишевçĕ.

Халĕ вăл Шупашкарти 61-мĕш шкулта вĕренет. Ачасемпе çамрăксен 9-мĕш спорт шкулĕнче Л. Середкина тренер патĕнче ăсталăхне туптать.

Ольга Ивановăпа Иван Голубевăн спортри çитĕнĕвĕсем «Илем» физкультурăпа спорт комплексне çÿрекенсене те çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.