Александр Архиповпа тĕл пулнă

15 Мар, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи таможня управленийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Александр Архипов генерал-майорпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Александр Архипов республика Пуçлăхне Чул хула таможнин çĕнĕ пуçлăхĕпе Юрий Лушников генерал-майорпа - ăна Раççей ФТСĕн 2014 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн çак должноçа уйăрса лартнă - паллаштарнă. 2010 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 2013 çулхи çĕртме уйăхĕччен вăл Раççей Федерацийĕн таможня службин Кăнтăр Осети Республикинчи представителĕн должноçне йышăннă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче Украинăри геополитика лару-тăрăвĕн улшăнăвĕн условийĕсенче, çавăн пекех тавар экспорчĕпе импортне йĕркелессин сферинче килĕштерсе ĕçлессин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. "Эпир регион аталанăвне пулăшмашкăн яланах хатĕр", - палăртнă Александр Архипов.

Михаил Игнатьев таможня ертÿлĕхне Чăваш Ен экономикин ырлăхĕшĕн ăнăçлă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав тунă. "Эпир тăтăшах тĕл пулатпăр, информаципе паллашатпăр, экономика аталанăвне чăрмав кÿрекен факторсене васкавлăн сиретпĕр. Йывăрлăхсене татса панă чухне икĕ енлĕ килĕшÿ патне пырса тухатпăр. Коммерци ĕçĕ-хĕлĕпе аппаланакан предприяти-организаци хăйсен ыйтăвĕсене хăвăрт татса парас тенине ăнланмалла. Çапах, тепĕр енчен, регламентсем, стандартсем пур. Вĕсене пурин те пăхăнмалла", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.


И.БЕЛОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.