Чыс та мухтав сана, ĕç çынни!

9 Фев, 2016

Нарăсăн 5-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççейре - Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ уçăлнине халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, ĕç çыннине сума суса хатĕрленĕ куравпа паллашрĕ, сăмах каларĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2016 çула - кинона, çитессине çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан хутлăхĕсене халалланине палăртрĕ.

- Вăл çакна нумай нациллĕ çĕршывра пурăнакансем пĕр-пĕринпе килĕштерччĕр, аслисене хисеплеччĕр, тăван тавралăх илемне упраччăр тесе йышăннă. Кинофильмсем иртнĕ вăхăта таврăнма пулăшаççĕ, пурнăç çинчен тарăнрах шухăшлама вĕрентеççĕ. Паянхи кăткăс саманара ĕç çыннин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Ăна хавхалантарсах тăмалла. 2015 çула ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Кăçал та çаплах пуласса, çынсен хастарлăхĕ ÿсессе шанатпăр, - терĕ Михаил Васильевич. - Раççей халăхне кирек хăш саманара та хăватлă вăй - çĕршывăмăра чунтан юратни - пĕрлештернĕ. Пирĕн асаттесем, мăн асаттесем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса ирĕклĕхпе никама пăхăнманлăха сыхласа хăварнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра çĕршыва ура çине тăратса тĕнчене унăн хăватне кăтартма пултарнă.Çакна эпир кинофильмсем урлă та лайăх пĕлетпĕр. Кино тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче, организацисенче мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Республикăра вĕсем пĕр пин çурăран кая мар иртĕç.

Совет влаçĕн çулĕсенче те, ун хыççăнхи тапхăрта та Раççей фильмĕсем этем шăпипе кун-çулне, кĕрешÿри хăйĕн вырăнне кăтартса çынсен, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн чунĕнче ырă шухăшсем çуратнă, кăмăл çирĕплĕхне туптанă. Ачасем çитĕннисенчен ырă тĕслĕх илсе тăван çĕршыва, ĕçе юратса çитĕннĕ.

Кинорежиссер, Раççей халăх артисчĕ Николай Бурляев Анăç хăйĕн фильмĕсемпе Раççей культурине тĕп тăвассишĕн çине тăнине палăртрĕ. Вăл Шупашкара Мускав тата пĕтĕм Руçăн сăваплăран та сăваплă Патриархăн Кирилăн пилне, РФ культура министрĕн Владимир Мединскийĕн, Раççей кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн председателĕн Никита Михалковăн, РФ граждан оборонин ĕçĕсен, чрезвычайлă лару-тăру тата инкек-синкеке пĕтерекен министрăн Владимир Пучковăн саламне илсе килнĕ.

- Чăваш Республикин Правительстви Кинопа Ĕç çыннин çулталăкне пĕрлештерсе питĕ тĕрĕс турĕ. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хуракана кинофильмсенче кăтартмаллах, анчах ку чухнехи кинематографсем вĕсене тимлĕх çителĕклĕ уйăрмаççĕ, - терĕ Николай Бурляев. - Сирĕн чаплă ентешĕр, Етĕрнере çитĕннĕ Николай Мордвинов манăн вĕрентекен пулнă. СССР халăх артисчĕн ятне ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕрлетес тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Шупашкарта палăк лартасси, Етĕрнере бюст уçасси çинчен калаçрăмăр.

ЧР профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Анатолий Коршунов Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ çинчен пĕлтернине пĕр шухăшлăн ырласа йышăннине палăртрĕ.

Уява ĕç династийĕсем те хутшăнчĕç. Шалти службăн отставкăри полковникĕ Василий Нягин Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче çитĕннĕ. Ку ялтан вун-вун пушарнăй тухнă. Василий Николаевичăн аслашшĕ ентешĕсене хăрушă та пархатарлă профессипе туслашма çул уçнă. Нягинсен йăх-несĕлĕнчи 72 çыннăн стажĕ пĕр пин çултан та иртет. Елчĕк районĕнчи "Прогресс” АХО тĕп экономисчĕ Валентина Миллина каланă тăрăх - вĕсен пĕрлехи стаж 661 çулпа танлашать.

Пысăк тăрăшулăх кăтартса нумай çул ĕçлекенсем уявра патшалăх наградисене тивĕçрĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.